Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Хӑвӑн (тĕпĕ: ху) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тӑхӑрьял тӑрӑхӗнчи авӑрпа хавхаланса хӑвӑн чӗлхӳ пулмалла.

Куҫарса пулӑш

Константин Малышевӑн «Ачалӑхӑм» кӗнекин хӑтлавӗ иртрӗ // Ольга ИВАНОВА. https://chuvbook.ru/news/konstantin-maly ... lave-irtre

Ахалех ӗненнӗ эсӗ Ирӑна, Викторпа хӑвӑн калаҫмалла пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Кӗтмен ҫыру // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 210–239 с.

Эсӗ хӑвӑн ҫемйӳ, телейӳ ҫинчен каларӑн.

Куҫарса пулӑш

Кӗтмен ҫыру // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 210–239 с.

— Ачу-пӑчу хӑвӑн пӳрт тулли.

Куҫарса пулӑш

V // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Кайӑк-кӗшӗк туянса, чире хӑвӑн хуҫалӑхна кӗртес мар тесен мӗнле ӗҫ илсе пымалли ҫак чир ҫинчен районти ветеринари службин ертӳҫи Айрат Иматдинов каласа парать.

Куҫарса пулӑш

Кайӑк-кӗшӗк туяннӑ чухне асӑрхануллӑ пулӑр // Римма Мавлютова. http://chuprale-online.ru/news/khyparsem ... a-pysakrax

Мӗншӗн тесен хӑвӑн халӑхӑн историне пӗлни тата хисеплени пӗтӗм халӑхӑн наци ӑс-хакӑлне йӗркелемелли тата обществӑна аталантармалли тӗп услови пулса тӑрать, — терӗ Айрат Залялов мероприяти вӑхӑтӗнче.

Куҫарса пулӑш

Шараф Мударрисӑн музей-кӗтесӗ уҫӑлчӗ // Раниля Алиуллова. http://chuprale-online.ru/news/khyparsem ... ktes-ucalc

Хӑвӑн пата килнӗ ҫын хуйхи-суйхине ӑнланмалла, ӑна пулӑшма тӑрӑшмалла.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн ӗҫре ҫынна ӑнланма пӗлни кирлӗ // Марина ЛЕОНТЬЕВА. http://alikovopress.ru/piren-ecre-cyinna ... kirle.html

«Туртни — сывлӑха сиенлесси!» халап мар, хӑвӑн сывлӑху тата ҫывӑх ҫынсен сывлӑхӗ хаклӑ пулни пурне те чӑннипе асӑрхаттарни.

Куҫарса пулӑш

"Туртни — сывлӑха сиенлесси!" халап мар // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... ar-3795611

Тӑм савӑт-сапара апат-ҫимӗҫ упрасан, унта апат хатӗрлесен, тӑм турилккесемпе чашӑк-тирӗкпе усӑ курсан хӑвӑн сывлӑхна май кайӑн.

Куҫарса пулӑш

Банкӑсемпе кӗленчесен аслашӗсен мӑн аслашшӗ - тӑм чӳлмек // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/kultura/2024 ... ek-3781493

— Эсӗ, Микиш, хӑвӑн сылтӑм аллупа пӗр харӑсах миҫе ҫӗр улми тытма пултаратӑн? — ыйтрӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Чи маттурри — Урине // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 262–263 с.

Ҫитменнине тата хӑвӑн киле пырсах памалла, сана манӑн шыраса ҫӳремелле мар.

Куҫарса пулӑш

Унӑн Амӑшӗ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

Пит аякра, пит аякра-а-а… анчах эпир ялан санпа; эсӗ пире усратӑн хӑвӑн хӗрӳ те кӑварлӑ чунунта.

Куҫарса пулӑш

Вучах ҫути // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Ых, тем те шутласа кӑларатӑн эс хӑвӑн юман йӗкелӗ мӑнӑш пуҫупа.

Куҫарса пулӑш

Вучах ҫути // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Чим-ха, чим, эсӗ хӑвӑн шӑрпӑкусем ҫуннипе ҫунманнине епле тӗрӗслесе пӑхнӑ вара? — кӑмака шӑтӑкӗнчен коробка илсе уҫса пӑхать амӑшӗ.

Куҫарса пулӑш

Вучах ҫути // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Анчах эпир ялан санпа: эсӗ пире усратӑн хӑвӑн чунунта».

Куҫарса пулӑш

Вучах ҫути // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

— Анчах ҫӑва ҫине хӑвӑн юратнӑ пӗрремӗш арӑму Силпи тата хӗрачу патне ан кай, выртчӗрех вӗсем канлӗн унта, чӗртсе тӑратаймӑн ҫавах вӗсене, халӗ ҫу уйӑхӗ мар, шӑнса хытма та пултарӑн.

Куҫарса пулӑш

IX // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

— Каҫар хӑвӑн аннӳне, ывӑлӑм, шухӑшламасӑр персе янӑшӑн.

Куҫарса пулӑш

VII // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Хӑвӑн пырса курасчӗ хӑнана ман пата Шупашкара.

Куҫарса пулӑш

VII // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

— Тепринче хӑвӑн мӑшӑрупа пӗрле килӗр, эпӗ ӑна хӑвӑрт вӗрентӗп.

Куҫарса пулӑш

VI // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

— Асӑрханса ҫӳре, ывӑлӑм, ан кай хӑвӑн вӑрманна, пӗлетӗн вӗт, кашкӑрсем мӗнле аташма тытӑннӑ!

Куҫарса пулӑш

II // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех