Шырав
Шырав ĕçĕ:
— Ав мӗнле арҫын пулма ӗлкӗрнӗ эсӗ, нимрен те хӑрамастӑн.
III // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.
Тӑхҫан нимрен те хӑрас килместчӗ.
Акӑ вӗсем, хӗрарӑм чунӗ упраса пурӑннӑ сӑмахсем… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
Мӑшкӑллама, кулма май килсен, нимрен те вӑтанса тӑмастчӗ.
5 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.
Кашни ҫын хӑйӗн ӗҫ вырӑнӗнче, кулленхи тӗллевсене пурнӑҫласа, нимрен хаклӑ Ҫӗнтерӗве ҫывхартассишӗн курӑмлӑ тӳпе хыврӗ, хывать те.
Олег Николаев Ҫӗнӗ Ҫул ячӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/12/30/ole ... ovim-godom
Вожатӑй сӑмахӗ пионершӗн нимрен те хакли.
4 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.
Кӗчӗ те нимрен те тӗлӗнмерӗ.
Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Нихӑҫан та, нимрен те ҫаплах хӑраманччӗ-ха вӑл, хӑйне пӗтӗмпех пӗтсе ларнӑн туйманччӗ.
Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Эпир сана пулӑшатпӑр, — теҫҫӗ вӗсем нимрен хӑраман пек.
«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
— Ларма ирӗк паратӑн пуль те?.. — ыйтӑва хирӗҫ ыйтрӗ лешӗ, нимрен тӗлӗнмесӗр.
Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Тепӗр ирхине Михха ыйхӑран вӑрансан, нимрен те намӑсланса ӳкӗнмерӗ пулсан та, чунне темӗн аван мар туйӑм кӑшланине сисрӗ.
IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Ҫук, нимрен те начар мар.
I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Анчах Кӗтерук, Анук хӑйне пулӑшнипе нимрен аптрамасӑр пурӑннӑран, куҫа курӑнмаллах тӳрленчӗ.
I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Ӗнтӗ эпӗ нимрен те хӑрамастӑп.
XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Эсир ман пӗр пус юлмиччен урӑх нимрен те аптрамӑр!
XIX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Урӑх сан хӗрачу нимрен те аптрамӗ.
XIX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Кинпе мӑнукӑк нимрен те аптраса пурӑнмалла ан пултӑр.
XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Вӑл нимрен ытла ватӑлса сӑнсӑрланасран хӑрать.
Аслатиллӗ ҫумӑр // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 78–83 с.
Ниҫта та, нимрен те, никамран та.
54 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Вӑл халь нимрен те хӑрамасть.
Хӑрушӑ ӗҫ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.
Ванюкпа Нинук пӗр пӗрин ҫине чӑлтӑртаттарса пӑхса илчӗҫ те, эпир нимрен те хӑрамастпӑр тенӗ евӗр алӑран алӑ тытса ҫав ҫавӑрӑнчӑклӑ шурӑ ҫӑвар еннелле утса кайрӗҫ.
Пурнӑҫ йывӑҫҫи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.