Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Мӑнукӑм (тĕпĕ: мӑнук) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Вӑт ҫапла, мӑнукӑм, — пуҫран шӑлчӗ асатте.

Куҫарса пулӑш

Тарӑхакан улмуҫҫи // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 260–262 с.

«Яла йытӑ илсе кил-ха, мӑнукӑм», — тесе те каламан вӑл.

Куҫарса пулӑш

«Мама, эпӗ ку!..» // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

Усчӗр вӑл чечексем, мӑнукӑм, ӳсчӗр.

Куҫарса пулӑш

Унӑн Амӑшӗ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

Тавсье, мӑнукӑм

Куҫарса пулӑш

Аслӑ амӑшӗ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Атя, мӑнукӑм, иксӗмӗр те йӑпанса ларар-ха кӑштах вӑл ҫуннӑ хушӑра.

Куҫарса пулӑш

Вучах ҫути // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Ҫи, ҫи, мӑнукӑм, сан халех кӑкӑр хӗртмест пулӗ-ха?

Куҫарса пулӑш

Куҫҫульлӗ асаилӳ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

— Эсӗ пуррипе, мӑнукӑм, — тет аслашшӗ юлашкинчен.

Куҫарса пулӑш

Эпилог // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

— Пулать, ачам, пулать, мӑнукӑм, унашкалли, — тет.

Куҫарса пулӑш

Саккӑрмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

— Вӑт халь, мӑнукӑм, тепӗр ӗҫ тумалла пулать пирӗн.

Куҫарса пулӑш

Улттӑмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Апачӗ начар-ҫке, мӑнукӑм.

Куҫарса пулӑш

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Тепӗр тесен, эпӗ халь сире каласа панине манӑн ак ҫак пӗчӗк мӑнукӑм та ӑнланать…

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Ара, ку — манӑн аслӑ мӑнукӑм — Ваҫик!

Куҫарса пулӑш

9 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

— Питӗ пӗлес тенӗччӗ-ха: ман мӑнукӑм ашкӑнмасть-и?

Куҫарса пулӑш

8 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Вӑрманти фермӑра Актай мӑнукӑм тепле пурӑнать ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

8 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

— Актай мӑнукӑм, — чӗнчӗ хыҫалалла ҫаврӑнса кинемей (ку Актайӑн асламӑшӗ), — чипер юл.

Куҫарса пулӑш

4 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Ялта кинпе мӑнукӑм пӗр татӑк ҫӑкӑрсӑр юлчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Тата, мӑнукӑм, эсӗ пӗлетне «Шухӑшпа пуякан пӑсарлӑхпа ватӑлнӑ» тесе ватӑсем каланине?

Куҫарса пулӑш

Кукамай шӑплӑхӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 116–122 с.

«Ҫамрӑксен хӑйсен пурнӑҫӗ. Иккӗшӗн хушшинче тату, килӗшӳ пултӑр. Мана сивӗ сӑмах ан калаччӑр та алӑри ҫӑкӑра туртса ан илччӗр ҫеҫ. Мӑнукӑм халь манран уйрӑлмасть-ха-та. Анчах малашне мӗнле пулӗ» — шухӑшларӗ вӑл…

Куҫарса пулӑш

Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.

Манӑн мӑнукӑм Маланья вӗсен дивизийӗнче ӗҫлет.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

– Эпӗ, — хӑвах ӑнланса илтӗн, — сан юнра, мӑнукӑм.

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗк // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех