Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Крупская (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ула Тимӗр, К.Маркс ячӗллӗ хӗреслӗ урамран иртсе, Атӑл еннелле тӑсӑлакан, халӑх ытлашши сӗрлемесӗр кӑткӑ пек хӗвӗшекен Р.Люксембург ячӗллӗ сарлака урам урлӑ каҫса, карта тытнӑ Н.К.Крупская ячӗллӗ ача-пӑча паркне кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

…Яла таврӑниччен Ула Тимӗр пӑртак хула иленкипе киленсе ҫӳрес терӗ, ҫав тӗллевпе чи малтанах Н.К.Крупская ячӗллӗ ача-пӑча паркнелле сӗнкрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫапла ӗҫлесе пурӑннӑ Надежда Константиновна Крупская, Ленинӑн мӑшӑрӗпе кӗрешӳри шанчӑклӑ юлташӗ, партипе Совет государствин паллӑ деятелӗ, пултаруллӑ педагог.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр та телейлӗ пурнӑҫ // Вера Дридзо. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 4-8 с.

Н. К. Крупская ӗҫре хытӑ тытатчӗ, пур ыйтӑва та тӗрӗс, рабочи класс интересӗсене шута илсе, татса пама хушатчӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр та телейлӗ пурнӑҫ // Вера Дридзо. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 4-8 с.

Каярах, фабрикӑсемпе заводсенче тухса калаҫнӑ чухне, Н. К. Крупская ҫак калаҫӑва час-часах аса илетчӗ, буржуалла ҫӗршывсенче хӗрарӑм пурнӑҫӗ йӑлтах упӑшка пуянлӑхӗнчен килни ҫинчен кала-кала паратчӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр та телейлӗ пурнӑҫ // Вера Дридзо. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 4-8 с.

Н. К. Крупская пенси те илменнине пӗлсен, Бернард Шоу аллисене сарса пӑрахрӗ:

Куҫарса пулӑш

Йывӑр та телейлӗ пурнӑҫ // Вера Дридзо. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 4-8 с.

Н. К. Крупская Бернард Шоупа калаҫни халӗ те куҫ умӗнчех.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр та телейлӗ пурнӑҫ // Вера Дридзо. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 4-8 с.

Калама ҫук сӑпайлӑ ҫынччӗ Н. К. Крупская, хӑйне ыттисенчен мала хунине, хӗрхенсе пулӑшу сӗннине тӳсме пултараймастчӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр та телейлӗ пурнӑҫ // Вера Дридзо. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 4-8 с.

Н. К. Крупская хӑйпе пӗрле ӗҫлекенсене нихӑҫан та апла ту, капла ту тесе вӗрентсе каламастчӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр та телейлӗ пурнӑҫ // Вера Дридзо. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 4-8 с.

Н. К. Крупская аллинче Владимир Ильич хӑй патне янӑ икӗ ҫыру кӑна юлнӑ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр та телейлӗ пурнӑҫ // Вера Дридзо. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 4-8 с.

Кам ҫырнине кӑтартман пулин те, сыхланса юлнӑ алҫырӑвӗ тӑрӑх ӑна Н. К. Крупская ҫырни паллӑ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр та телейлӗ пурнӑҫ // Вера Дридзо. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 4-8 с.

Ленинӑн биографине пӗрремӗш хут ҫыраканӗ те Н. К. Крупская пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр та телейлӗ пурнӑҫ // Вера Дридзо. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 4-8 с.

Совет государствин малтанхи кунӗсенчен пуҫласах Н. К. Крупская — РСФСРти Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗн коллеги членӗ, 1920 ҫултанпа — Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗн заместителӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр та телейлӗ пурнӑҫ // Вера Дридзо. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 4-8 с.

Февральти революци хыҫҫӑн В. И. Ленинпа пӗрле Н. К. Крупская та Раҫҫее таврӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр та телейлӗ пурнӑҫ // Вера Дридзо. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 4-8 с.

Эмиграцинче Н. К. Крупская пушӑ вӑхӑт тупӑнсанах ют ҫӗршывра халӑха вӗрентес ӗҫ мӗнле пынине тӗпченӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр та телейлӗ пурнӑҫ // Вера Дридзо. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 4-8 с.

Ҫав ҫырусемпе Н. К. Крупская Тӗп Комитет решенийӗсене, Ленин кӑтартӑвӗсене пӗлтерсе тӑнӑ, вӑл е ку ӗҫ пирки мӗнле пулмалли ҫинчен канашсем панӑ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр та телейлӗ пурнӑҫ // Вера Дридзо. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 4-8 с.

Пӗр сӑмахпа каласан, Н. К. Крупская центра вырӑнти парти органӗсемпе е уйрӑм ҫынсемпе ҫыхӑнтарас ӗҫе йӗркелесе пынӑ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр та телейлӗ пурнӑҫ // Вера Дридзо. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 4-8 с.

Н. К. Крупская партипе Совет государствин пурнӑҫӗнче пысӑк вырӑн йышӑннине пурте аван пӗлетпӗр ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр та телейлӗ пурнӑҫ // Вера Дридзо. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 4-8 с.

Йывӑр та асаплӑ пурнӑҫ тӑршшӗпех Н. К. Крупская Владимир Ильичӑн шанчӑклӑ тусӗ, пӗрле кӗрешекенӗ, партири юлташӗ пулнӑ, унпа ҫума-ҫумӑн тӑрса, партин идейӑллӑ тасалӑхне, революцилле шухӑш-кӑмӑлне хӳтӗленӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр та телейлӗ пурнӑҫ // Вера Дридзо. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 4-8 с.

Н. К. Крупская пурнӑҫӗнче чи таси те чи илемли йӑлтах Владимир Ильичпа ҫыхӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр та телейлӗ пурнӑҫ // Вера Дридзо. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 4-8 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех