Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Каччӑпа (тĕпĕ: каччӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫак чыса Шӑнкӑртамри Феизов ячӗллӗ тата пӗрремӗш, Патӑрьелӗнчи пӗрремӗш вӑтам шулсенче вӗренекен 14 ҫул тултарнӑ пилӗк каччӑпа хӗр тивӗҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

Паспорт илнӗ ятпа саламларӗҫ // Альбина НИКОЛАЕВА. https://avangard-21.ru/gazeta/51085-pasp ... salamlar-c

Вӑл вӑхӑтра каччӑпа хӗр райпора ӗҫленӗ.

Куҫарса пулӑш

Алла аллӑн-пурӑнаҫҫӗ, пӗрне-пӗри пулӑшса ӗҫлеҫҫӗ // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2024/08/02/%d0%b0%d0%b ... %91%d1%88/

Икӗ ҫуран ҫӳрекене, 20 ҫулхи каччӑпа тӑватӑ уйӑхри пепкене, ҫавӑн пекех мотоцикл водительне больницӑна илсе ҫитернӗ.

Куҫарса пулӑш

Вун ултӑ ҫулхи мотоциклист виҫӗ ҫуран ҫӳрекене ҫапса хӑварнӑ // Ирида Матниязова. https://ursassi.ru/news/%D0%A5%C4%83%D1% ... rn-3851738

Антун ҫулӗ — ҫутӑ ҫул, Ҫутӑ ҫул та такӑр ҫул, Автомашин ҫӳреме, Мотоциклет ҫӳреме, Сарӑ хӗрпе ҫӳреме, Сар каччӑпа ҫӳреме.

Куҫарса пулӑш

Антун ҫулӗ — ҫутӑ ҫул // Антун Мучи. Тӑван Атӑл. — 1958. — № 3. — С. 93-96

Каччӑпа хӗр хушшинчи ун пек ҫыхӑнусем пирӗн ӑрушӑн йӗркеччӗ ун чухне.

Куҫарса пулӑш

Ҫемье ырлӑхӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/eme/2024-07- ... -h-3835235

Шӑпи ӑна, хӑй пекех, ӗҫчен те хастар каччӑпа Евгений Ивановичпа тӗл пултарать.

Куҫарса пулӑш

Телей патне илсе килнӗ пахалӑхсем // Раниля Алиуллова. http://chuprale-online.ru/news/tp-khypar ... l-esir-xvr

Лайӑх каччӑпа ташларӑр эсир, — терӗ вӑл, хӗр ҫине кӑмӑллӑн пӑхса.

Куҫарса пулӑш

Кӗтмен ҫыру // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 210–239 с.

— Эсир ӗнер Ира патӗнче пултӑр-и? — ыйтрӗ вӑл, тепӗр каҫхине каччӑпа тӗл пулсан.

Куҫарса пулӑш

Кӗтмен ҫыру // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 210–239 с.

— Нина, ӗнер эпӗ ҫав тери чипер каччӑпа тӗл пултӑм, киле отпуска килнӗ, — терӗ Ира, хӗр-тусне хулпуҫҫийӗнчен ыталаса.

Куҫарса пулӑш

Кӗтмен ҫыру // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 210–239 с.

— Пӗлетӗн-и, мӗнле каччӑпа паллаштартӑм эпӗ сана?

Куҫарса пулӑш

Кӗтмен ҫыру // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 210–239 с.

Малтан, паллах, иккӗленекенсем те, хирӗҫлекенсем те тупӑнчӗҫ, анчах нумайӑшӗ каччӑпа хаваслансах килӗшрӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

— Чӗкеҫ, — терӗ Верук, пӗр самант ҫаплах чӗнмесӗр выртнӑ хыҫҫӑн, — астӑватӑн-и, эсӗ мана ярмаркӑра Миша ятлӑ каччӑпа паллашни ҫинчен каласа патӑн.

Куҫарса пулӑш

IV // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Ҫапла ниме тӑман, анчах темшӗн чуна хумхантаракан сӑмахсене тӑнласа, хӑюсӑррӑн шӳтлекелесе, симӗс ҫыран хӗрринче эпӗ ҫаплах каччӑпа юнашар уткаласа ҫӳрерӗм.

Куҫарса пулӑш

II // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Телеэкранра ҫарамас каччӑпа хитре хӗр чаплӑ вырӑн ҫинче йӑваланса выртни курӑнса кайсан: — Тьфу, — сӑнран хӗреленҫи пулчӗ Мами.

Куҫарса пулӑш

«Мама, эпӗ ку!..» // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

Каччӑ ҫулҫӑсемшӗн шутсӑр хӗпӗртенине сиссе-ши, кӗрхи ҫилсем, те ӑна тата ытларах савӑнтарас шутпа, кар килсе капланса тухаҫҫӗ те шӑпӑр-шӑпӑр тӑкма пуҫлаҫҫӗ тирек ҫулҫисене каччӑпа хӗр пуҫӗ ҫине.

Куҫарса пулӑш

Тирексем, тирексем… // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Каччӑпа хӗр пӑшӑл пӑтти пӗҫереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Тирексем, тирексем… // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Каялла таврӑннӑ чухне вакунра ҫамрӑк каччӑпа паллашнӑ.

Куҫарса пулӑш

VII // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Пӗррехинче Кульпи ашшӗпе Шупашкара ярмӑрккӑна кайнӑччӗ, унта шурӑ ҫӳҫлӗ хитре каччӑпа Эктелпе паллашнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Ҫулсем иртсен ялти хастар каччӑпа Геннадий Ксенофонтович Васильевпа ҫемье ҫавӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

10 ача амӑшӗ // Зоя СТЕПАНОВА. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/05/0 ... ca%d1%88e/

Купе алӑкӗ шалтӑртатса уҫӑлать те, каҫару ыйткаланҫи туса, тата икӗ ҫамрӑка — каччӑпа хӗре ертсе кӗрсе: «Акӑ — сирӗн вырӑнсем», — тесе, ырӑ каҫ сунса тухса каять кондуктор.

Куҫарса пулӑш

Асран кайми ӳпле — пуйӑсри купе… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех