Шырав
Шырав ĕçĕ:
Тутар хӗрарӑмӗ ун еннелле йӑлӑхтармӑш шӑнана хӑваланӑ евӗр аллине сулчӗ те Куляна ҫурӑмран ӑшшӑн лӑпкаса илчӗ:
Панулми // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 36–45 с.
Пӗррехинче вӗсен Шарикӗ — йӑлӑхтармӑш мар, сиенлӗ мар йытӑ аҫи — ҫемьен шанчӑклӑ тусӗ ҫухалчӗ.
Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
«Тӑвара маннӑ…» — йӑлӑхтармӑш шухӑш явӑнчӗ унӑн пуҫӗнче.
Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Йӑлӑхтармӑш юр куҫа хупласа пычӗ, пите пӗр шелсӗр йӗплерӗ, ҫил хӑйӗн кичемлентерекен хӑрушӑ кӗввине ӗнӗрлерӗ.
Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Анчах та йӑлӑхтармӑш урисене сарса ансӑр сукмака пӳлсе хучӗ.
Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Пилӗк минута яхӑн тӑсӑлнӑ йӑлӑхтармӑш вӑйӑ Пӗчӗкҫеҫ принца часах ывӑнтарчӗ:Так минут пять подряд повторялось одно и то же, и Маленькому принцу это наскучило.
XI // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.
Анчах та вӑл йӑлӑхтармӑш хуравпах ҫырлахрӗ: «Ку вӑл — шлепке».
I // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.
«Мӗн тӑвӑн: вӑрҫа!» — вӗҫсе илет пуҫра яланхи йӑлӑхтармӑш шухӑш.
Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.
Вӑрҫа йӑлӑхтармӑш фельдфебель пирӗнпе пӗрле пырас пулсан ӑна пӗрремӗш ҫапӑҫурах хамӑр салтаксенчен хӑшӗ те пулин тирпейлесе хуратчӗ-ха.
V // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Йӑлӑхтармӑш Клавьене кӗвӗҫнипе ҫеҫ тиркесе ларнине ӑнланса Укка шухӑша путать.Укка понимала, что просто сидеть и хаять из ревности соперницу не дело.
Пулас ниме // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Анчах йӑлӑхтармӑш Микулайне курма мар! — тенӗ вӑл хӑй ӑшӗнче.Вовсе не для того, чтобы увидеть долговязого надоеду Мигулая
Пулас ниме // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Мӗнле япала иккен-ха вӑл, ҫав йӑлӑхтармӑш реформа?
Пӑлхав тапранни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Малтан ҫав йӑлӑхтармӑш Мируна-ха.
Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Йӑлӑхтармӑш, ансат кӗвӗ, икӗ-виҫӗ тактран тӑраканскер, турра кӗлӗ тунӑн туйӑнать; кӗвӗн туйӑмлӑ пӗлтерӗшлӗхӗ вӑрман ахрӑмӗпе вӑйланчӗ.
III сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 415–430 с.
Вӗсен тус-пӗлӗш йышӗ ансат, йӑлӑхтармӑш мар.
XXIV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Вӗттӗн чӗтренсе, тӗтреллӗ, йӳҫек шанчӑкпа Моргиана йӑмӑкӗн сӑнарне йыхравларӗ те ӑна тӗпчеме пикенчӗ: кашни йӗре мӑн кӑмӑллӑ, йӑлӑхтармӑш хаклавпа виҫсе, суккӑр ҫыннӑн пуклак киленӗҫӗпе; хайхискер палламан ҫыннӑн питне пӳрне вӗҫӗсемпе хыпашлать, сисӗм-туйӑм йӗрӗсене ҫырать.
IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Сӑмахӑмӑр хӗрарӑм пирки пырать тӗк танлаштармашкӑн — йӑлӑхтармӑш тӗслӗх: нумайӑшне тивӗҫтерекен хак тӳлесе туяннӑн курӑнакан чаплӑ-капӑр кӗпе.
II сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Тимӗре ҫапнӑ хыҫҫӑнхи йынӑшу курӑнакан мӗн пур енчен ывӑтӑнать; пӑспа ӗҫлекен пысӑк мӑлатуксен кӗмсӗртетӗвӗ, пӗчӗк мӑлатуксен чӑнкӑртатӑвӗ, пӑчкӑсен хӑлхана ҫурасла йӑлӑхтармӑш ҫемми, лавсен тӑнран кӑларасла чӗтренӗвӗ — ҫаксем пурте, тимлӗн тӑнлас тӑк, сасӑсене уйӑрмасан пӗр кӑшкӑру евӗр.
XIV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Инструментне тепӗр хут ҫӗклесе Гез тискер фиоритурӑсем, йӑлӑхтармӑш чӗриклетекен диссонанссем кӑларма тытӑнчӗ — ҫапла курнӑҫланса вылянинчен ӑнлантӑм — манӑн каймалла.
ХII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Сивлек Бутлер сахал калаҫать, Синкрайт вара нумай тата йӑлӑхтармӑш пуплет.В то время как сумрачный Бутлер говорил мало, Синкрайт говорил много и надоедливо.
XI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.