Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Европӑна (тĕпĕ: Европа) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӗвеланӑҫ Европӑна вӑл шӑпах 1848 ҫулхи революци умӗн пырса ҫитнӗ.

В Западную Европу он прибыл как раз накануне революции 1848 года.

А. И. Герцен // Н. Г.. Тӑван Атӑл. — 1962. — № 2. — С. 79

Тарать фашист, Европӑна пӑхӑнтарса таптанӑ Гитлер ҫарӗ тӳсеймест пирӗннисем хӗснине — мӗнпур фронт талккӑшӗпех — кӑнтӑртан пуҫласа ҫурҫӗре ҫитичченех каялла чакать.

Куҫарса пулӑш

XI // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Чупу Ҫӗнӗ Зеландире пуҫланать, кайран Австралине, Японие, Европӑна, Африкӑна, Кӑнтӑр тата Ҫурҫӗр Америкӑна куҫать.

Забег начинается в Новой Зеландии, затем перемещается в Австралию, Японию, Европу, Африку, Южную и Северную Америку.

Пӗтӗм тӗнчери чупу кунӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9F%D3%97%D ... 0%BD%D3%97

Хӑйӗн хӑвачӗпе потанциаллӑ, анчах та пурнӑҫпа тан килмен идеализмпа чирленӗ Америка, Гитлера парӑнтарассишӗн Европӑна хӗрес похочӗпе кайнишӗн, Гитлер ҫӗнтерсе илейменни Европӑна Совет Раҫҫейӗн пусмӑрӗ, ҫаратӑвӗ тата варварстви умӗнче хӳтлӗхсӗр тӑратса хӑварнине ӑнланайманнишӗн, хӗвеланӑҫ цивилизацийӗшӗн ку вилӗмлӗ суран пулассине ӑнланманнишӗн эпӗ ҫав тери пӑшӑрханатӑп.

Я был глубоко обеспокоен тем, что потенциально гигантская по своей мощи Америка, руководимая несведущим и нежизненным идеализмом, могла совершить крестовый поход в Европу ради поражения Гитлера, не понимая того, что поражение Гитлера оставило бы Европу беззащитной перед насилием, грабежом и варварством Советской России, что могло бы нанести смертельную рану западной цивилизации.

Чарльз Линдберг // Светлана Трофимова. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A7%D0%B0%D ... 1%80%D0%B3

Юлашкинчен, 1935 ҫулта суд вӗҫленсен, Линдберг хӑйӗн арӑмӗпе тата Джон ятлӑ аслӑ ывӑлӗпе пӗрле Европӑна куҫса кайнӑ.

Кончилось тем, что после суда в 1935 году Линдберг с женой и старшим сыном Джоном переехали в Европу.

Чарльз Линдберг // Светлана Трофимова. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A7%D0%B0%D ... 1%80%D0%B3

Чи пысӑк тӑватӑ уҫлӑхташа — Иона, Европӑна, Ганимеда тата Каллистона — галилей уҫлӑхташӗсем теҫҫӗ.

Четыре крупнейших спутника — Ио, Европа, Ганимед и Каллисто — называются галилеевыми спутниками.

Хӗвел системинчи уҫлӑхташсем // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A5%D3%97%D ... 0%B5%D0%BC

Кумертауран маслоэкстракци предприятийӗ Европӑна хӗвелҫаврӑнӑш шрочӗ 25,9 пин тонна таякан 356 партие тиенӗ.

Маслоэкстракционное предприятие из Кумертау отгрузило в Европу 356 партий подсолнечного шрота весом около 25,9 тысячи тонн.

Пушкӑртстан Китая 33 пин тонна выльӑх апачӗ ҫумне хушса памаллисене экспортланӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/natsi-proekc ... an-3657253

Вӗсем Европӑна каякан наркотрафикӑн пӗтӗм тӗнчери каналӗсене, тӗрлӗ хӗҫпӑшаллӑ бандформированисене тытса чарнӑ, ҫапах та афган халӑхӗ валли шкулсем, сывлӑх сыхлав пункчӗсем тата социаллӑ объектсем тӑвассипе те аппаланнӑ.

Куҫарса пулӑш

"Паттӑрлӑхшӑн" медальпе наградӑланӑ // Владимир СМОЛОВ. https://sutasul.ru/articles/afgan-v-r-in ... an-3644434

V ӗмӗрӗн пӗрремӗш пайӗнче хунсен йӑхӗ ертсе пынӑ огурсем пӗтӗм Европӑна тенӗ пекех ҫӗнсе илнӗ, нумай халӑхлӑ питӗ пысӑк патшалӑх туса хунӑ.

В первой половине V века огуры под управлением племени гуннов завоевали почти всю Европу и создали огромную многоэтничную державу.

Огурсем // Семен Говоров. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9E%D0% ... 0%B5%D0%BC

Огурсем (огур йӑхӗсен ушкӑнӗ) — пратӗрӗк йӑхӗсен пайӗ, малтан Тӗп Азире пурӑннӑ, анчах та иртерех пайланса Европӑна миграциленӗ.

Огуры (огурский массив племён) — часть пратюркских племён, первоначально обитавшая в Центральной Азии, но рано выделившаяся и мигрировавшая в Европу.

Огурсем // Семен Говоров. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9E%D0% ... 0%B5%D0%BC

Ху пӗлетӗн, мӗнпур Европӑна пӑхӑнтарчӗ вӑл, анчах пирӗн ҫине тапӑнса улталанчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Ҫур Европӑна ҫавӑрса илтӗр те самолечӗ сахал пултӑр…

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Европӑна тата Америкӑна ямалли йывӑҫа кунта виҫӗ завод ҫурса хатӗрлесе тӑрать.

Три лесозавода пилят здесь лес для вывоза в Европу и Америку.

Игарка — полярти порт // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Глобус ҫине тата ҫурчӑмӑрсен картти ҫине пӑхӑр: Европӑна Азин тата Америкӑн ҫурҫӗрти ҫыран хӗррисем патӗнче, Ҫурҫӗр полюсӗ тавра, темиҫе пин километр хушши Ҫурҫӗрти Пӑрлӑ океан сарӑлса выртать.

Посмотрите на глобусе и карте полушарий: у северных берегов Европы, Азии и Америки, вокруг Северного полюса, на многие тысячи километров раскинулся Северный Ледовитый океан.

1. Поляр зони. // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

а) Хут листи е тетрадь ҫине 130-ш стр. пек Европӑна тата Азие ӳкерӗр.

а) Нарисуйте на листе бумаги или в тетради Европу и Азию по образцу, данному на чертеже.

Ҫӗр чӑмӑрӗ ҫинчи паллӑ государствӑсен вырӑнӗсене астуса юлмалли ӗҫ // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Кунтан ӗнтӗ Европӑна каякан ҫул паллӑ пулнӑ.

Отсюда уже была известна дорога в Европу.

Ҫӗр тавра малтан ҫӳресе ҫаврӑнни // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Ҫак кунсенче Пушкӑрт Республикинчен Европӑна 19 тонна таякан услам ҫӑвӗн историйӗнче пӗрремӗш партийӗ кайнӑ, - пӗлтерет ПР Ял хуҫалӑх министерствин пресс-служби.

На днях из Республики Башкортостан в Европу отправилась первая в истории партия сливочного масла весом 19 тонн, сообщает пресс-служба Минсельхоза РБ.

Пушкӑртстан нацпроект шайӗнче Европӑна услам ҫуне пӗрремӗш хут экспортланӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/natsi-proekc ... an-3371684

Сӑввисене Нямуков — Авангард Куҫми Европӑна ҫывӑх пулас тесе Дунай, Вӑтаҫӗр тинӗсӗ е Атлантика океанӗ ҫинчен ҫырать, хутран-ситрен ҫӑлтӑрсем ҫинчен те шӑрантарать, мӗншӗн тесен вӗсем сӗм ҫӗрле пӗрпӗр Ҫӑкасарпа Юманкасси е Парижпа Лондон тӳпинче те пӗр пекех йӑлтӑртатаҫҫӗ!

Куҫарса пулӑш

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Мӗнпур Европӑна куратӑр, унти артистсемпе паллашатӑр…

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

«Путин тырра Африка ҫӗршывӗсене мар, Европӑна тӑратнине кӑтартса панӑ. «Атьӑр Африкӑн вӑйсӑр аталаннӑ ҫӗршывӗсене тырӑ ярар», - тенӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Эрдоган ҫитес икӗ кун хушшинче Путинпа калаҫса татӑласса шаннине пӗлтернӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/politika/202 ... rn-3191137

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех