Шырав
Шырав ĕçĕ:
Элиме йӑл кулса илчӗ, вӑрттӑнла куҫпа пӑхрӗ, хӑйӗн илемлӗхӗпе каччӑна пӑхӑнтарчӗ, ӑна ыталаса илчӗ, хӑй патне ырӑ туйӑмсем ҫураттарчӗ, ҫакна Кирей паллашнӑранпа, тен, пуҫласа туйрӗ, ачашланипе татах та ытларах туртрӗ хӑй патне Элиме.
Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.
Вӑл ҫапла вӑрттӑнла хӑтланни мана интереслентерессинчен ытла тӗлӗнтерсе ячӗ, вара эпӗ нимӗнех те хумханмасӑр ун хыҫҫӑн лӑпкӑн кӗтесселле утрӑм.Меня скорее удивила, чем заинтересовала его таинственность, и я равнодушно пошел за ним в угол.
VIII сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
«Чӑнах та мӗнле ӗҫ пулчӗ-ха ку? Эпӗ вӑрӑ та мар, хурал айӗнче ларакан ҫын та мар. Манӑн килте икӗ ҫултанпа курмасӑр пурӑннӑ аттем те пур, халӗ эпӗ ӑна ҫакӑн пек тӗлӗнмелле вӑрттӑнла майсенче курмалла, манӑн кунта инспекторпа немкӑн пуҫне мана айӑплас шухӑш пырса кӗнӗ пирки ҫеҫ арестант пек хупӑнса лармалла-и?» тетӗп ӑшӑмра.
VII сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Урапана кӳлсе хатӗрленӗ хыҫҫӑн эпӗ хамӑн йыттӑмпа пӗрле унӑн мӑкӑрӑлса кайнӑ хуп тӗпӗ ҫине аран-аран вырнаҫса кӗрсе ларсан, Касьян та, малтанхи пекех салхуллӑ сӑн-питлӗскер, малти тӗнӗл тӗлне улӑхса ларнӑ хыҫҫӑн, — ман пата Ерофей пычӗ те темӗнле, вӑрттӑнла пек, пӑшӑлтатса сӑмах хушрӗ:
Илемлӗ Хӗҫри Касьян // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 92–112 с.
Эпӗ шкунӑн якорь канатне касса ятӑм, эпӗ унӑн борчӗ ҫинче эсир сыхлама хӑварнӑ ҫынсене вӗлертӗм, эпӗ шкунӑна эсир нихӑҫан шыраса тупайман вӑрттӑнла вырӑна пытартӑм.
XXVIII сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Мул шырама каясси — пӗтӗмпе каласан, манӑн ӗҫ пайне кӗмест, ҫавӑнпа та эпӗ ҫакӑн пек занятисем патне уйрӑмӑнах ҫак занятисем вӑрттӑнла пулсан, хам вӗсем патне туртӑннине туймастӑп, вӑрттӑнлӑхне вара (каҫарма ыйтатӑп, мистер Трелони) попугая каласа панӑ.
IX сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Ӗҫ акӑ мӗнреччӗ: ун кӳчи крокодил е темле асамлӑ калта кӗлетки евӗрччӗ, ҫав ним мар япала вара пирӗн ача куҫӗсенче пӑшала темле ӑрасна, вӑрттӑнла пӗлтерӗш паратчӗ.
I // Николай Григорьев. Мамин-Сибиряк Д.Н. Тӑрантаракан тата ытти калавсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 48 с. — 36–48 с.
Шишкинӑн чипер пичӗ сивӗ сӑнлӑ пулса тӑрать; чӗрнисем ҫумне известь ҫыпӑҫса хытса ларнӑ пӳрнисемпе хӑй сухалне тыткаласа, вӑл вӑрттӑнла япала пӗлтернӗ пек калать:
XVII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Ҫавӑ пит лайӑххӑн туйӑнатчӗ, мӗншӗн тесен маншӑн та кӗнеке вӑл пит тӗлӗнмелле япала, кӗнекере ӑна ҫыраканӗн чунӗ хупӑнса тӑрать; кӗнекене уҫсан, эпӗ ҫав чуна ирӗке кӑларатӑп, вӑл вара манпа вӑрттӑнла калаҫать.
XII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Аса килет, ҫав нимсӗр, пушӑ кунсенче ӗнтӗ пӗр темле вӑрттӑнла япала пулчӗ: пӗрре каҫхине, пурте ҫывӑрма выртнӑ чухне, сасартӑк собор чанӗн сасси янӑраса карӗ, вӑл килте пурне те тӑруках хускатса ячӗ, ҫурри тумланнӑ ҫынсем пӗр-пӗринчен: — Пушар-и? Пушар чанӗ-и? — тесе ыйтса чӳречесем патнелле чупрӗҫ.
IX. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Ҫав хӗллехи юр та хӑйӗн таса ҫивиттийӗпе витсе хума пултарайман чыссӑр ҫурӑкра, ҫырма тӗпӗнче, шыв йӗнӗ пек чӑмпӑлтатнӑ хушӑра, йӗпе тутӑр таткисем ҫат та ҫат тутарнӑ хушӑра сӑмахланисем, ҫав вӑрттӑнла япала ҫинчен, мӗнпур йӑхсемпе халӑхсем те ӑҫтан тухни ҫинчен ҫавӑн пек намӑссӑррӑн, усаллӑн халлапласа илнисем мана хӑратса йӗрӗнтеретчӗҫ, кӑмӑл-шухӑша хам йӗри-тавра йӑлӑхтарса, хупӑрласа тӑракан «романсенчен» аяккалла тӗрте-тӗрте яратчӗҫ; «роман» тенӗ ӑнлавпа манӑн пуҫра ирсӗр, аскӑнчӑкла истори ҫинчен ӑнланасси таччӑнах ҫыхӑнса тӑратчӗ.
VIII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
«Чи кирли — пуштӑна илсе ҫитерсе памалла, ҫыхӑнӑва татмалла мар, ытти пӗтӗмпех ман ӗҫ», — тесе ответлет вӑл критикӑна хирӗҫ, вара хӑйӗн ҫул ҫинчи вӑрттӑнла ӗҫӗсем ҫинчен тӗрлӗрен тӑрӑхласа каласа парать.
13 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Нимӗнпе те палӑрман атӑ-пушмак ӑсти, ҫаруран та ҫӗлӗксӗр ҫӳрекенскер, нимӗҫсем ҫынсене тытма хупӑрланӑ чухне тӑп-тӑр кӑнтӑрла хулари чи пысӑк урампа кутамккипех вӑрттӑнла литература, отряд валли хӗҫпӑшал, эмелсем, ытти хатӗрсем йӑтса пынине никам та курман.
6 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Вӑл манран пӗр пилӗк-ултӑ утӑм аяккарах сиксе пычӗ, хӑйӗн сӑнӗ вара темшӗн вӑрттӑнла тата никама пӑхӑнма шутламаннине палӑртатчӗ.
2 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Хӑраса ӳкнӗ оккупаци влаҫӗсем вӗсен ӗҫӗсене те ҫав вӑрттӑнла танкистсен ӗҫӗсем тенӗ.Напуганные оккупационные власти и их боевую работу приписывали таинственным танкистам.
145 полк ялавӗ // Георгий Ефимов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 145–155 с.
Тося инке симӗс куҫӗсене хӗссе, вӑрттӑнла: — Пурте ҫавӑнта пулатпӑр, — тесе хучӗ.Тетя Тося сказала загадочно, щуря зеленые глаза: — Все там будем.
Мӑн асламӑшне пытарни // Василий Игнатьев. Панова В. Ф. Серёжа: повесть; Василий Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.
— Ну юрӗ, ватӑ Зебулон Стумп, — тесе каллех хӑй тӗллӗн сӑмах пуҫласа янӑ Зеб, — ҫав аташса пӗтнӗ вӑрттӑнла ӗҫе эсӗ чылай лайӑх йӗрлесе пӗлес пек туйӑнса каять.
LХХVII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Ҫавӑн пек вӑрттӑнла ӗҫ прерисенче халиччен нихӑҫан та пулман.В прериях еще никогда не случалось такого таинственного происшествия.
LXX сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Ҫав фактсем ҫак вӑрттӑнла ӗҫе пӑртак ҫутатса парассӑн туйӑнать.И факты, которые, мне кажется, могут пролить некоторый свет на это таинственное дело.
LXV сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Анчах юнлӑ драмӑн тупсӑмӗ вӑл йӗрте пулман; мустанг йӗрӗ нумайтарах япала ҫинчен пӗлтерме пултарас пек туйӑннӑ, — вӑл ҫав юн тӑкса хӑтланнӑ вӑрттӑнла ӗҫӗн тупсӑмӗ патне, тен тата вӗлерекен ҫынӗ пурӑннӑ вӑрӑ-хурахла йӑва патне те илсе пыма пултарать пулӗ, тесе шухӑшланӑ разведчик.
XL сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.