Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ваттисен (тĕпĕ: ватӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ваттисен сӑмахӗ

Куҫарса пулӑш

Кӗтмен ҫыру // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 210–239 с.

Отрядсен Раҫҫей ялавӗпе, гербӗпе, вырӑс халӑх юмахӗсемпе, ваттисен сӑмахӗсемпе, юмахӗсемпе ҫыхӑннӑ чылай заданисене пурнӑҫламалла пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

"Раҫҫей - Тӑван ҫӗршывӑм" станцисем тӑрӑх Пишпӳлекри 1-мӗш вӑтам шкул ҫумӗнчи лагерӗн отрячӗсем ҫӳренӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/kultura/2024 ... en-3808369

Кайран, Ваттисен ҫурчӗ хупӑннӑ чухне, уйрӑлас та килместчӗ, ҫавӑнпа та хам пата юлма та сӗнсе пӑхрӑм, анчах та чӑрмантарма аван мар тесе килӗшмерӗ.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн ӗҫре ҫынна ӑнланма пӗлни кирлӗ // Марина ЛЕОНТЬЕВА. http://alikovopress.ru/piren-ecre-cyinna ... kirle.html

Акӑ хӑшӗ-пӗри чӑнах та йывӑр лару-тӑрӑва кӗрсе ӳкнӗ, ун пеккисене Ваттисен ҫуртне вырнаҫтарассипе ӗҫлетпӗр.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн ӗҫре ҫынна ӑнланма пӗлни кирлӗ // Марина ЛЕОНТЬЕВА. http://alikovopress.ru/piren-ecre-cyinna ... kirle.html

Ҫапах та урӑх тытӑма куҫма шутламасть-ха вӑл, Элӗкри Ваттисен ҫуртӗнче ӗҫ вырӑнӗ тупать.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн ӗҫре ҫынна ӑнланма пӗлни кирлӗ // Марина ЛЕОНТЬЕВА. http://alikovopress.ru/piren-ecre-cyinna ... kirle.html

Вырӑс Сурӑмӗнчи Ваттисен ҫуртне хупнӑран Альбинӑн та ӗҫ вырӑнне улӑштарма тивет.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн ӗҫре ҫынна ӑнланма пӗлни кирлӗ // Марина ЛЕОНТЬЕВА. http://alikovopress.ru/piren-ecre-cyinna ... kirle.html

- Мана ун чухне Вырӑс Сурӑмӗнчи Ваттисен ҫурчӗн директорӗ Алевтина Михайлова пӗр уйӑхлӑха та пулин килсе ӗҫлесе пӑхма сӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн ӗҫре ҫынна ӑнланма пӗлни кирлӗ // Марина ЛЕОНТЬЕВА. http://alikovopress.ru/piren-ecre-cyinna ... kirle.html

Ку пачах ваттисен ҫурчӗ мар, «ӑшӑ» е «ырӑ та шанӑҫ ҫурчӗ», — палӑртать Раиса Рамоновна.

Куҫарса пулӑш

Ырлӑхпа шанӑҫ ҫурчӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/sotsiall-kh- ... ch-3794851

Ваттисен ҫурчӗ теме те ҫук.

Куҫарса пулӑш

Ырлӑхпа шанӑҫ ҫурчӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/sotsiall-kh- ... ch-3794851

Вӗсем ҫемье ҫинчен калакан ваттисен сӑмахӗсене пӗлес енӗпе тупӑшнӑ, тӗрлӗ ҫулсенчи туйсем мӗн ятлӑ пулнине, ҫемьери вӑл е ку тӑвана мӗнле сӑмахпа палӑртнине аса илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫемье кунне уявланӑ // Каҫал ен. http://kasalen.ru/2024/05/24/%d2%ab%d0%b ... %bd%d3%91/

Ӗненмесен ваттисен ҫурчӗсене ҫитсе пӑхсамӑр.

Куҫарса пулӑш

Юлашкинчен калани // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

Организмшӑн мӗн усӑллӑ тата сиенлӗ пулнине пӗлнӗ, сывлӑх ҫинчен калакан ваттисен сӑмахӗсене аса илнӗ, тупмалли юмахсен тупсӑмӗсене тупнӑ, хӑйсем валли кун йӗрки тунӑ.

Куҫарса пулӑш

Пишпӳлекре ачасем "Сывлӑх" ҫӗршывра ҫулҫӳревре пулнӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/syvl-khl-pur ... ln-3714260

Эпӗ ваттисен ҫуртне кайма та пуҫтарӑннӑччӗ-ха.

Куҫарса пулӑш

11 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Йӗркеллӗ чӑвашсем ваттисен ӑс мулне, пехилне, йӑли-йӗркине хисепе хураҫҫӗ.

Удивительно стойкая приверженность чувашей богатым традициям, опыту и добрым заветам предков

Хисеплӗ Вулаканӑмӑр! // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Хӑйсене те ваттисен шутне кӗртмеҫҫӗ: пӗри утмӑл пиллӗкре, тепри ҫитмӗлре.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Малтан ачасем юрату ҫинчен, ҫемье ҫинчен ваттисен сӑмахӗсемпе каларӑшӗсене аса илнӗ.

В начале ребята вспомнили пословицы и поговорки о любви и семье.

Ҫирӗклӗри ял клубӗнче "Пурте юратуран пуҫланать" вӑйӑ программи иртнӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/kultura/2024 ... tn-3645045

Унӑн сӑввисене чӑваш тупмалли (сутмалли) юмахӗсем те, ваттисен сӑмахӗсем те, каларӑшсем те лайӑх кӗрсе вырнаҫаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Тулли уйӑх ҫутинче пурҫӑн чаршав витӗр курӑннӑ пек туйӑнакан ялалла янӑраса кайса, йӑмраллӑ тӑкӑрлӑксене кӗрсе, шарлак ҫӑлсемпе выляса, пӗвере пӗр-пӗринпе ӑмӑртса ахӑрашакан шапасене тӗлӗнтерсе, тӗттӗм ҫенӗкре ҫывӑраймасӑр выртакан ваттисен чӗрисене ҫунтарса, таҫта-таҫта ҫити юхса саланатчӗ илемлӗ ҫимӗк юрри, ҫамрӑклӑх кӗвви…

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Анук, шыва путакан улӑм пӗрчинчен ярса тытнӑ тенӗ пек, ваттисен сӑмахне аса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

XIX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кӗтерук чӗринче мӗн пуррине ваттисен умӗнчех ытла та уҫҫӑн калани Якура тилӗртрӗ.

Куҫарса пулӑш

XVII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех