Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

— Пӗтӗмпех тӗлӗнмелле пулса тухать сирӗн, ҫынсеннилле мар.

Куҫарса пулӑш

VI // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Ҫавӑнпа усӑ курса, кашкӑрсем пӗтӗм сурӑха пӑвса вӗлернӗ, ҫуррине хӑйсемпе илсе кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

VI // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

— Узин сӳрӗклӗхне пула вите алӑкне хупман пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

VI // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

— Ку пӗтӗмпех пирӗн Узина пула, — Элиме сӑнӗ тунсӑхланчӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

— Ӑнланаймастӑп, мӗн пулнӑ йӑмӑкӑм, ун пекки пирӗн ҫемьере ку таранччен пулманччӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

— Каҫар пичче, ку хутӗнче сан умна шӑрттан лартса пама пултараймастӑп.

Куҫарса пулӑш

VI // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Йӑлттамшӑн тӑм куркасене сӑрапа тултарчӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Элиме васкасах тула тухрӗ, кӗҫех пӗр кӑкшӑм килте вӗретнӗ чӑваш сӑрине илсе кӗчӗ, сӗтел ҫине пиччӗшӗ умне лартрӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

— Хӑвах куратӑн, акӑ санпа сӳпӗлтетсе ларатӑп, ниепле те хӑпаймастӑп санран, Чубай.

Куҫарса пулӑш

VI // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

— Куна тӗрӗс калатӑн эсӗ, йӑмӑкӑм.

Куҫарса пулӑш

VI // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

— Вӗсем лайӑх ҫынсем, анчах вӗсемпе, хӗрарӑмсемпе, чуна уҫса калаҫсан, кайран вара пӗтӗм ял пӗлет.

Куҫарса пулӑш

VI // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

— Пускилӳсем санӑн мӗнле?

Куҫарса пулӑш

VI // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

— Пӗлетӗн-и, чун тӑвӑнса ҫитрӗ, анчах ӑна уҫса калаҫма никам та ҫук.

Куҫарса пулӑш

VI // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

— Темех мар, хамӑр ҫынсем эпир, пӗтӗмпех ӑнланатӑп, йӑмӑкӑм.

Куҫарса пулӑш

VI // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

— Ай, мӗн тӑватӑп эпӗ, сана типӗлле тытатӑп, хамӑн хуйхӑсемпе чӑрмантаратӑп пиччеме.

Куҫарса пулӑш

VI // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

— Кӑштах тӗплӗнрех шухӑшласа пӑхмалла, пуҫа ҫӗмӗрмелле, Элиме.

Куҫарса пулӑш

VI // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

— Хам та пӗлместӗп, мӗн тумалла малалла, пичче.

Куҫарса пулӑш

VI // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

— Пӑхатӑп та, кунта ҫемьере сирӗн йӗркесӗрлӗх хуҫаланать.

Куҫарса пулӑш

VI // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

— Ку чӑнах та йӗркесӗрлӗх, йӑмӑкӑм Элиме, — питне шухӑшлӑ туса, вӑл хӑйӗн хӗрлӗ куҫ харшийӗсене антарчӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Йӑмӑкне вӗҫне ҫити итлесе пӗтерсен, Чубай васкамасӑр калаҫма пуҫларӗ, ку унӑн уйланӑ пек пулса тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех