Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

Иван Васильевич йывӑр тапхӑрсене аса илсе ҫапла калать: «Ачалӑх хӗн-хурта иртнӗ пирӗн. Тӑхӑнма ҫи-пуҫ пулман, тӑраниччен апат ҫисе курман та пулӗ, пӗрмаях хырӑм выҫӑччӗ, ҫиес килетчӗ. Урара – ҫӑпата, хамӑр ҫинче килте тӗртсе тунӑ пиртен ҫӗленӗ кӗпе-йӗм. Анчах та, темле йывӑр самана пулнӑ пулсан та эпир йӗркеллӗ ҫын пулас тесе тӑрӑшнӑ…»

Куҫарса пулӑш

Мӑшӑрлӑ пурнӑҫӑн 60 ҫулхи юбилейӗ // Ирина СЕРГЕЕВА. https://kanashen.ru/2025/07/04/%d0%bca%d ... b5%d0%b9e/

Евдокия Семеновнӑна тӑватӑ ачине упӑшкисӗр ӳстерме, паллах, питӗ йывӑр пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Мӑшӑрлӑ пурнӑҫӑн 60 ҫулхи юбилейӗ // Ирина СЕРГЕЕВА. https://kanashen.ru/2025/07/04/%d0%bca%d ... b5%d0%b9e/

Ҫемье ӑна кӗтсе илеймен, 1942 ҫулхи февраль уйӑхӗнче сержант Василий Петров хыпарсӑр ҫухалнӑ.

Куҫарса пулӑш

Мӑшӑрлӑ пурнӑҫӑн 60 ҫулхи юбилейӗ // Ирина СЕРГЕЕВА. https://kanashen.ru/2025/07/04/%d0%bca%d ... b5%d0%b9e/

Василий ҫуралсан тепӗр эрнеренех ашшӗне вӑрҫа илсе кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

Мӑшӑрлӑ пурнӑҫӑн 60 ҫулхи юбилейӗ // Ирина СЕРГЕЕВА. https://kanashen.ru/2025/07/04/%d0%bca%d ... b5%d0%b9e/

Ашшӗ Василий Петрович та, амӑшӗ Евдокия Семеновна та ҫак ялтанах пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Мӑшӑрлӑ пурнӑҫӑн 60 ҫулхи юбилейӗ // Ирина СЕРГЕЕВА. https://kanashen.ru/2025/07/04/%d0%bca%d ... b5%d0%b9e/

Васильев И.В. 1941 ҫулхи сентябрӗн 7-мӗшӗнче Шӑхасан районӗнчи Анат Юнтапа ялӗнче ҫуралнӑ.

Куҫарса пулӑш

Мӑшӑрлӑ пурнӑҫӑн 60 ҫулхи юбилейӗ // Ирина СЕРГЕЕВА. https://kanashen.ru/2025/07/04/%d0%bca%d ... b5%d0%b9e/

Халӗ кӗскен пирӗн юбилярсен биографийӗсемпе паллашар.

Куҫарса пулӑш

Мӑшӑрлӑ пурнӑҫӑн 60 ҫулхи юбилейӗ // Ирина СЕРГЕЕВА. https://kanashen.ru/2025/07/04/%d0%bca%d ... b5%d0%b9e/

Анчах та пӗрле, пӗр шухӑшлӑ, чӑтӑмлӑ пулса, пӗр-пӗрне тӗрек парса пыни пӗтӗм чӑрмавсене сирсе, ҫӗнтерсе пыма май панӑ.

Куҫарса пулӑш

Мӑшӑрлӑ пурнӑҫӑн 60 ҫулхи юбилейӗ // Ирина СЕРГЕЕВА. https://kanashen.ru/2025/07/04/%d0%bca%d ... b5%d0%b9e/

Нумай йывӑрлӑхсене тӳсме тивнӗ Иван Васильевичпа Нина Михайловнан хӑйсен ӗмӗрӗнче.

Куҫарса пулӑш

Мӑшӑрлӑ пурнӑҫӑн 60 ҫулхи юбилейӗ // Ирина СЕРГЕЕВА. https://kanashen.ru/2025/07/04/%d0%bca%d ... b5%d0%b9e/

Ашшӗсем Тӑван ҫӗршыва хӳтӗленӗ паттӑрсем…

Куҫарса пулӑш

Мӑшӑрлӑ пурнӑҫӑн 60 ҫулхи юбилейӗ // Ирина СЕРГЕЕВА. https://kanashen.ru/2025/07/04/%d0%bca%d ... b5%d0%b9e/

Вӗсем вӑрҫӑ ачисем.

Куҫарса пулӑш

Мӑшӑрлӑ пурнӑҫӑн 60 ҫулхи юбилейӗ // Ирина СЕРГЕЕВА. https://kanashen.ru/2025/07/04/%d0%bca%d ... b5%d0%b9e/

Иван Васильевичпа Нина Михайловнӑн пурнӑҫ ҫулӗсем ҫӑмӑл пулман.

Куҫарса пулӑш

Мӑшӑрлӑ пурнӑҫӑн 60 ҫулхи юбилейӗ // Ирина СЕРГЕЕВА. https://kanashen.ru/2025/07/04/%d0%bca%d ... b5%d0%b9e/

Нумайӑшӗ кун пек аттепе аннене ӗмӗтленме кӑна пултарать…

Куҫарса пулӑш

Мӑшӑрлӑ пурнӑҫӑн 60 ҫулхи юбилейӗ // Ирина СЕРГЕЕВА. https://kanashen.ru/2025/07/04/%d0%bca%d ... b5%d0%b9e/

Хӑйсен ҫепӗҫлӗхӗпе, тимлӗхӗпе ачисене, мӑнукӗсене ӑшӑтаҫҫӗ, пысӑк савӑнӑҫ вӗсен ҫемйисене кӳреҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Мӑшӑрлӑ пурнӑҫӑн 60 ҫулхи юбилейӗ // Ирина СЕРГЕЕВА. https://kanashen.ru/2025/07/04/%d0%bca%d ... b5%d0%b9e/

Ҫав тапхӑртан пуҫласа 60 ҫул хушши пурнӑҫ тӑршшӗпе алла-аллӑн тытӑнса, шӑкӑл-шӑкӑл калаҫса, пӗр-пӗрне хисеплесе, юратса, шанса пурӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Мӑшӑрлӑ пурнӑҫӑн 60 ҫулхи юбилейӗ // Ирина СЕРГЕЕВА. https://kanashen.ru/2025/07/04/%d0%bca%d ... b5%d0%b9e/

Вӗсем 1965 ҫулхи июнӗн 25-мӗшӗнче пӗрлешнӗ, ҫемье ҫавӑрнӑ.

Куҫарса пулӑш

Мӑшӑрлӑ пурнӑҫӑн 60 ҫулхи юбилейӗ // Ирина СЕРГЕЕВА. https://kanashen.ru/2025/07/04/%d0%bca%d ... b5%d0%b9e/

Ҫакӑн пек паха енсемпе палӑрса тӑрать те ӗнтӗ Васильевсен ҫемйи.

Куҫарса пулӑш

Мӑшӑрлӑ пурнӑҫӑн 60 ҫулхи юбилейӗ // Ирина СЕРГЕЕВА. https://kanashen.ru/2025/07/04/%d0%bca%d ... b5%d0%b9e/

Алмазӑн пысӑк пӗлтерӗшлӗ виҫийӗ – тасалӑх, янкӑр витӗр курӑнни.

Куҫарса пулӑш

Мӑшӑрлӑ пурнӑҫӑн 60 ҫулхи юбилейӗ // Ирина СЕРГЕЕВА. https://kanashen.ru/2025/07/04/%d0%bca%d ... b5%d0%b9e/

Ҫавӑнпа та ӗнтӗ бриллиантпа танлаштараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Мӑшӑрлӑ пурнӑҫӑн 60 ҫулхи юбилейӗ // Ирина СЕРГЕЕВА. https://kanashen.ru/2025/07/04/%d0%bca%d ... b5%d0%b9e/

60 ҫул рекорд мар, анчах та сайра тӗл пулакан пурнӑҫри пулӑм.

Куҫарса пулӑш

Мӑшӑрлӑ пурнӑҫӑн 60 ҫулхи юбилейӗ // Ирина СЕРГЕЕВА. https://kanashen.ru/2025/07/04/%d0%bca%d ... b5%d0%b9e/

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех