Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

К. Маркспа Ф. Энгельс уйрӑм ҫынсем кӑна хӑйсен талантне кӑтартма пултарни, ҫакна халӑхсен анлӑ массисем тума пултарайманни ӗҫе пайланинчен килнине кӑтартса панӑ.

Куҫарса пулӑш

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Тепӗр енчен, марксизм-ленинизм классикӗсем коммунизм обществинчи ӗҫӗн уйрӑмлӑхӗсем пирки каланине те астуса тӑмалла.

Куҫарса пулӑш

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Ҫавӑнпа та художествӑллӑ пултарулӑха анлӑн аталантарса пынипе пӗр вӑхӑтрах эстетикӑллӑ ӗҫе профессионализацилеме тата специализацилеме кирлине те йышӑнмасӑр тӑма ҫук.

Куҫарса пулӑш

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Искусствӑн профессилле вучахӗсем, хӑйсене евӗр маяксем тата ҫул кӑтартса пыракан ҫӑлтӑрсем евӗр, художествӑллӑ пултарулӑхри пысӑк ӑсталӑхӑн тӗслӗхӗсем пулса тӑмалла.

Куҫарса пулӑш

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Пӗр енчен, искусствӑна аталантарма ҫынсене ятарласа вӗрентес пулать тата искусствӑ ӑстисен пултарулӑхне аталантарас ӗҫне вӗсене профессилле воспитани пани кирлӗ.

Куҫарса пулӑш

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Малтанах ку питех те чӑкӑлтӑш та кӑткӑс пек туйӑнать.

Куҫарса пулӑш

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Совет Союзӗнчи Коммунистсен партийӗн ҫӗнӗ Программинче массӑллӑ художествӑллӑ пултарулӑхпа профессилле искусствӑ ҫыхӑнса тӑнӑ никӗс ҫинче обществӑн художествӑ пуянлӑхӗ аталанса, ӳссе пырассине палӑртса хӑварнӑ.

Куҫарса пулӑш

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Халӑх пултарулӑхӗн участникӗсем хушшинчен талантлӑ писательсем, художниксем, музыкантсемпе артистсем тухӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Халӑх театрӗсем, художествӑллӑ пултарулӑх, техникӑлла изобретательствӑ тата халӑх пултарулӑхӗнчи ытти формӑсем те вӑйлӑн аталанса пырӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Идейӑллӑ содержанипе художествӑллӑ ӑсталӑх аталанӑвӗнче совет литературипе музыки, живопиҫ, кинематографи, театр, мӗн пур йышши искусствӑсем чаплӑ ҫитӗнӳсем тӑвӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

«Парти, — тенӗ ҫӗнӗ Программӑра, — литературӑна, искусствӑна, культурӑна аталантарма, кашни ҫынна харпӑр хӑй пултарулӑхне кӑтартмашкӑн пур условисем те туса пама, мӗн пур ӗҫ ҫыннисене эстетикӑ енӗпе воспитани пама, халӑхӑн илемлӗх туйӑмӗпе пысӑк культурӑ хӑнӑхӑвӗсене йӗркелесе пыма яланах тӑрӑшӗ. Илемлӗх ӗҫлеве татах та ытларах хавхалантарӗ, пурнӑҫа хитрелетӗ, этеме ырӑ туйӑмсем парӗ».

Куҫарса пулӑш

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Коммунистсен партийӗн ҫӗнӗ Программинче обществӑн культурӑ пурнӑҫне хӑватлан тата нумай енлӗн аталантарса пымалли, халӑха воспитани парас ӗҫре литературӑпа искусствӑн пӗлтерӗшне татах ӳстермелли ҫул-йӗрсене палӑртса хунӑ.

Куҫарса пулӑш

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Писательсен, художниксен, музыкантсен, театрпа кино деятелӗсен харпӑр хӑйӗн творчествӑлла пуҫарулӑхне кӑтартма, пысӑк ӑсталӑхпа ӗҫлеме, творчествӑ ӗҫӗн нумай тӗрлӗ формисемпе, стилӗсемпе тата жанрӗсемпе усӑ курма питӗ пысӑк майсем пулаҫҫӗ», тенӗ.

Куҫарса пулӑш

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

«Халӑхпа партилӗх принципӗсен никӗсӗ ҫинче тӑракан социализмлӑ реализм искусствинче пурнӑҫа илемлӗ сӑнласа кӑтартас ӗҫри хӑюллӑ новаторствӑ тӗнче культурин пур прогрессивлӑ традицийӗсемпе усӑ курнипе тата вӗсене аталантарса пынипе ҫыхӑнса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Ахальтен мар ӗнтӗ партин ҫӗнӗ Программинче ылтӑн саспаллисемпе ҫапла ҫырса хунӑ:

Куҫарса пулӑш

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Ҫакна валли социализмлӑ реализм меслечӗ литературӑ умне сарлака та анлӑ ҫул уҫса пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Совет литературин хӑватлӑ вӑйӗпе «вӑрттанлӑхӗсенчен» пӗри — вӑл нумай енлӗ те пуян пулнинче, унан хӑюллӑ новаторлӑхӗнче.

Куҫарса пулӑш

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Пирӗн литературӑн чаплӑ аталанӑвӗ ҫав ирсӗр элеке пӗтӗмпех хупласа хурать.

Куҫарса пулӑш

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Анчах та — кӑлӑхах!

Куҫарса пулӑш

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Пирӗн тӑшмансем совет литератури пирки тем тӗрлӗ элек сарма тӑрӑшаҫҫӗ, социализмлӑ реализм литературӑшӑн «тимӗр хӗскӗч» пулса тӑрать, художникӑн творчествӑллӑ хӑй евӗрлӗхне пӗтерсе пырать тесе ӗнентерме пӑхаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех