Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

Вӗсем ҫак кӗтмен ҫӗртен улшӑннӑ, хаяр та хӗрхенӳсӗр тӗнчере иккӗшӗ пӗрле чух темле ӑшӑрах пулнине туйса илчӗҫ те пӗр-пӗринчен кунӗпех уйрӑлмарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2. Вӑхӑт, каялла! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Анчах вӑрҫӑ пуҫланнӑ та, хӑйне авиаци шкулне яма ыйтнӑ, ҫур ҫултан фронтра пулать, — паллах, унччен нимӗҫсене аркатса тӑкмасан…

Куҫарса пулӑш

2. Вӑхӑт, каялла! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Завьялов та ӑна хӑй ҫинчен каласа кӑтартрӗ, ҫур сехетрен вара хӗр вӑл Володя ятлине, вун тӑхӑр ҫултине, вӑл та Мускав ҫынни пулнине, ун пекех кӑҫал института кӗме хатӗрленнине пӗлчӗ.

Куҫарса пулӑш

2. Вӑхӑт, каялла! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Вӑл ҫак ҫуркунне ҫеҫ шкултан вӗренсе тухнӑ та медицина институтне кӗме хатӗрленнӗ, анчах халӗ Астраханьре пурӑнакан инкӗшӗ патне ҫитесшӗн.

Куҫарса пулӑш

2. Вӑхӑт, каялла! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Унӑн ашшӗне Смоленск патӗнче вӗлернӗ, амӑшӗ темиҫе ҫул маларах ҫӗре кӗнӗ.

Куҫарса пулӑш

2. Вӑхӑт, каялла! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Хӗр ӑна хӑй Оля ятлӑ пулни, вӑл пӗр-пӗччен, тӑр пӗччен тӑрса юлни, хӑй нумай та пулмасть вун ҫиччӗ тултарни ҫинчен каласа пачӗ.

Куҫарса пулӑш

2. Вӑхӑт, каялла! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Вӗсем кунӗпех пӗрле ҫӳрерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2. Вӑхӑт, каялла! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Халӗ вара тул тин кӑна ҫутӑлнӑччӗ-ха.

Куҫарса пулӑш

2. Вӑхӑт, каялла! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Парахутсем ун чухне ҫӗрле кӑна тапранса каятчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2. Вӑхӑт, каялла! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Халӗ вӑл хӑй валли те, ҫав хӗр валли те билетсем илчӗ, унтан вӗсем пристаньрен Атӑл хӗрринчи урамалла тухрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2. Вӑхӑт, каялла! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Пӗр минут каялла унӑн кун пек тӑвас шухӑш та пулманччӗ.

Куҫарса пулӑш

2. Вӑхӑт, каялла! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Завьялов ӑна чӑнах та пулӑшма пултарчӗ — вӑл тӳрех хӑйӗн вӑйӗ хушӑннӑ пек туйрӗ те хӗрлӗ армеецсемпе темле туяллӑ, костыллӗ инвалидсем тӑракан черете хӗсӗнсе кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

2. Вӑхӑт, каялла! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Пӗвӗпе пӗчӗккӗ, ырханкка, макӑрнипе куҫӗсем хӗрелсе кайнӑ хӗрача хӗрарӑм пиҫиххипе яваласа ҫыхнӑ чӑматанне сӗтӗрсе ун патне пычӗ те хӑйне пулӑшма ыйтрӗ.

Куҫарса пулӑш

2. Вӑхӑт, каялла! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Завьялов кивӗ, «усӑ курнӑ» ҫар шинелӗпе пилотка тӑхӑннӑччӗ; вӑл уксахлатчӗ, ҫавӑнпа та ӑна билет хӑвӑртрах илме пултаракан аманнӑ фронтовик теме те пурччӗ.

Куҫарса пулӑш

2. Вӑхӑт, каялла! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Леш хӗр ҫӗршер ҫын кассӑсем умӗнче тӗпӗртетнӗ пристаньре ун патне хӑй малтан пычӗ.

Куҫарса пулӑш

2. Вӑхӑт, каялла! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Унтан вӑл икӗ кун хушши пӑрахут ҫине ларма билет илеймерӗ.

Куҫарса пулӑш

2. Вӑхӑт, каялла! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Суранӗ ыратма, пӳрленме тытӑнчӗ, вара унӑн пилӗк кун хушши госпитальте пурӑнса ирттерме тиврӗ.

Куҫарса пулӑш

2. Вӑхӑт, каялла! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Унччен темиҫе кун малтан вӑл кунта Мускавран ҫитрӗ, вара — пачах ухмахла, ӑнсӑртран! — хӑнӑхманнипе, ытлашши аслӑ кирза атӑпа ури шӑйӑрӑлса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

2. Вӑхӑт, каялла! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Завьялов кунта, путевкӑпа летчиксен шкулне кайнӑ май, ӑнсӑртран лекрӗ.

Куҫарса пулӑш

2. Вӑхӑт, каялла! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ҫынсен ним йӗркесӗр ушкӑнӗсем шоссе ҫулӗ тӑрӑх сасартӑк Атӑл хӗрринчи пысӑк хулана пырса чарӑннӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

2. Вӑхӑт, каялла! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех