Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

Унӑн тӳнтер енче, вичкӗн вӗҫлӗ япалапа чӗрсе, икӗ саспаллие хушас паллипе пӗрлештерсе ҫырса хунӑ.

Куҫарса пулӑш

Вуламан ҫырусем // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

Ку вӑл — чӗре евӗрлӗ ылтӑн тӗслӗ йӑлтӑркка тимӗр татӑкӗ витӗр сӑнӑ тирнӗ пек тунӑ пӗчӗк брошка.

Куҫарса пулӑш

Вуламан ҫырусем // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

Кӗсйине чикес умӗн кашне-шарфӑн пӗр вӗҫӗнче тӗлӗнмелле япала пуррине асӑрхарӗ.

Куҫарса пулӑш

Вуламан ҫырусем // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

Те хӗрхенсе, те ҫывӑх курса, Ҫирахви каччӑ япалине ҫакӑнтах хӑварасшӑн пулмарӗ, — ҫил вӗҫтерсе кайма пултарать.

Куҫарса пулӑш

Вуламан ҫырусем // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

Мӗнле пулсан та, Костя япалине хӑйнех памалла.

Куҫарса пулӑш

Вуламан ҫырусем // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

Костя кайран ҫавах хӑй япалине ӑҫта хӑварнине чухласа илме пултарать.

Куҫарса пулӑш

Вуламан ҫырусем // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

Памасан аван мар.

Куҫарса пулӑш

Вуламан ҫырусем // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

Сути мӑнукӗ шухӑша кайрӗ, хӑҫан, мӗнле сӑлтав тупса памалла хуҫине ҫак япалана?

Куҫарса пулӑш

Вуламан ҫырусем // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

Унашкал духи шӑршине Ҫирахви унччен пӗлменччӗ.

Куҫарса пулӑш

Вуламан ҫырусем // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

Шарфран калама ҫук тутлӑ шӑршӑ кӗрет.

Куҫарса пулӑш

Вуламан ҫырусем // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

Апла-капла шухӑшларӗ вӑл, каччӑн шарфне илчӗ, силлерӗ.

Куҫарса пулӑш

Вуламан ҫырусем // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

Мӗн тумаллаччӗ-ши хӗрачан?

Куҫарса пулӑш

Вуламан ҫырусем // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

Иккӗленмерӗ вара вӑл: Костя тухса кайнӑ, шарфне манса хӑварнӑ.

Куҫарса пулӑш

Вуламан ҫырусем // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

Пӳртрен тухнӑ Ҫирахви юпа ҫумӗнче вӗлтӗр-вӗлтӗр вӗлкӗшекен шарф пуррине курах кайрӗ, хапха патнелле утнӑ каччӑн ура йӗрне асӑрхарӗ.

Куҫарса пулӑш

Вуламан ҫырусем // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

Унтан, Юльӑсен ҫенӗкӗ еннелле пӑхса илчӗ те, урамалла, ҫил-тӑвӑл ӑшнелле чӑмрӗ.

Куҫарса пулӑш

Вуламан ҫырусем // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

Костя вӗсен сӑмахне илтмерӗ, каска-пуленккепе аппаланчӗ-ха вӑл, юлашки ҫичӗ туратлӑ каскана тапса ыткӑнтарчӗ те сарайран тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Вуламан ҫырусем // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

Костя самаях нумай йӑтса кӗнӗ вутта вӗсем икке пайласа ҫӗклерӗҫ те пӳрте кӗчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вуламан ҫырусем // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

— Тен, ҫак вутта ҫурса хатӗрлекенни сирӗн пата кӗме вӑтаннӑ? — пӑлтӑр пусми ҫинчи пушмак йӗрне пӑхса илчӗ Ҫирахви.

Куҫарса пулӑш

Вуламан ҫырусем // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

Халӗ ак пӗр-пӗринчен вӑтанакан пултӑмӑр, — терӗ Юля, тантӑшӗ мӗн пирки шухӑшланине пӗлнӗ пекех.

Куҫарса пулӑш

Вуламан ҫырусем // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

— Манман, астӑватӑп.

Куҫарса пулӑш

Вуламан ҫырусем // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех