Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

«Пирӗн столовӑйӗнче ЧР Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев тата ытти сумлӑ хӑна та апатланнӑ», – мӑнаҫланнӑ евӗр ертӳҫӗсен ячӗсене асӑнчӗ Роза Рязанова.

Куҫарса пулӑш

Чăваш Ен Пуçлăхне те хăналанă // Любовь Семенова. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

Ахаль рабочирен пуҫласа пысӑк пуҫлӑх таранах.

Куҫарса пулӑш

Чăваш Ен Пуçлăхне те хăналанă // Любовь Семенова. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

15 ҫул хушшинче унӑн алли вӑйӗпе пӗҫернӗ тутлӑ яшкапа пӑтӑна кам кӑна тутанса курман-ши!?

Куҫарса пулӑш

Чăваш Ен Пуçлăхне те хăналанă // Любовь Семенова. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

Тӗрлӗ апат сӗнме тӑрӑшаҫҫӗ кунта, ытларах ашпа пӗҫерни ҫине пусӑм тӑваҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Чăваш Ен Пуçлăхне те хăналанă // Любовь Семенова. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

Шӑпах эпир ӑна пельмень тунӑ чухне «тытрӑмӑр».

Куҫарса пулӑш

Чăваш Ен Пуçлăхне те хăналанă // Любовь Семенова. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

Вӑл шеф-поварта тӑрӑшать пулин те, ытти ӗҫрен те хӑрамасть, ӳркенсе тӑмасть.

Куҫарса пулӑш

Чăваш Ен Пуçлăхне те хăналанă // Любовь Семенова. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

«Чустапа ӗҫлеме кӑмӑллатӑп», – алӑ ытларах мӗн патне туртӑннине пӗлтерчӗ Роза Рязанова.

Куҫарса пулӑш

Чăваш Ен Пуçлăхне те хăналанă // Любовь Семенова. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

Кӑмӑла каяканни вара кӑмпа кукӑлӗпе «Наполеон» торт иккен.

Куҫарса пулӑш

Чăваш Ен Пуçлăхне те хăналанă // Любовь Семенова. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

Пӗр теҫетке ытла ҫулта темӗн те пӗҫерме вӗреннӗ, пысӑк опыт пухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Чăваш Ен Пуçлăхне те хăналанă // Любовь Семенова. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

«Апат-ҫимӗҫ хатӗрленӗ чухне хамран мӗн те пулин ҫӗннине хушатӑпах, ҫапла вара ҫӗнӗ блюдо пулса тухать», – тет «Приволжское» ОАО столовӑйӗнче 15 ҫул вӑй хураканскер.

Куҫарса пулӑш

Чăваш Ен Пуçлăхне те хăналанă // Любовь Семенова. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

Повар специальноҫне алла илнӗскер тивӗҫне пурнӑҫланӑ чухне хӑйӗн пултарулӑхӗпе те усӑ курать.

Куҫарса пулӑш

Чăваш Ен Пуçлăхне те хăналанă // Любовь Семенова. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

Ҫапах та кун-ҫулӗнче хӑй планланӑ пек пулса тухманшӑн паян пӗрре те ӳкӗнмест.

Куҫарса пулӑш

Чăваш Ен Пуçлăхне те хăналанă // Любовь Семенова. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

Хӑй вӑхӑтӗнче шӑпине культура сферипе ҫыхӑнтарма ӗмӗтленнӗ Роза Рязанова повара вӗренесси пирки шухӑшламан та.

Куҫарса пулӑш

Чăваш Ен Пуçлăхне те хăналанă // Любовь Семенова. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

Тӗрӗссипе, апатланмасӑр нимӗнле чӗрӗ чун та ҫӗр ҫинче пурӑнаймӗ.

Куҫарса пулӑш

Чăваш Ен Пуçлăхне те хăналанă // Любовь Семенова. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

Мӗншӗн тесен этемӗн пурнӑҫӗ тӳрремӗнех апат-ҫимӗҫпе ҫыхӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Чăваш Ен Пуçлăхне те хăналанă // Любовь Семенова. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

Кашни кӗтесне тинкеререх пӑхсан унӑн сӑмахӗ чӑнлӑхпа килӗшнине чухлатӑн: маччаран тӑпра евӗр ҫӳпӗ тӑкӑнать, урайсем кивелнӗ…

Куҫарса пулӑш

Купăсçа ĕçе йышăннă клуб хупă пулĕ-и? // ЛЮБОВЬ МАН. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

Культура вучахӗ юхӑнса пыни – заведующийӗн тепӗр пӑшӑрханӑвӗ.

Куҫарса пулӑш

Купăсçа ĕçе йышăннă клуб хупă пулĕ-и? // ЛЮБОВЬ МАН. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

Чи нумаййи 40 ҫын пухӑнать-мӗн.

Куҫарса пулӑш

Купăсçа ĕçе йышăннă клуб хупă пулĕ-и? // ЛЮБОВЬ МАН. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

«Пӗр-пӗр уява халӑха пухмашкӑн ансат мар», – хӑш чухне ирӗксӗрлесе тенӗ пекех чӗнни пирки сӑмахлать Алена Егорова.

Куҫарса пулӑш

Купăсçа ĕçе йышăннă клуб хупă пулĕ-и? // ЛЮБОВЬ МАН. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

Паллах, кирек мӗнле мероприятие те ҫынсӑр ирттереймӗн.

Куҫарса пулӑш

Купăсçа ĕçе йышăннă клуб хупă пулĕ-и? // ЛЮБОВЬ МАН. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех