Çĕннисем
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев сӗннипе ахальтен мар 2021 ҫула паттӑрла ҫак пулӑма халаллаҫҫӗ те.
Пархатарлӑ ӗҫ — ӗмӗрлӗх асра // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2020.10.30
Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккине тума хутшӑннӑ ҫынсен пархатарлӑ ӗҫӗ Чӑваш Ен тата Раҫҫей историне пысӑк сас паллисемпе ҫырӑнса юлмашкӑн тивӗҫ.
Пархатарлӑ ӗҫ — ӗмӗрлӗх асра // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2020.10.30
2021 ҫул — Сӑр таата Хусан хӳтӗлев чиккисен строителӗсен ӗҫ паттӑрлӑхне халалланӑ ҫулталӑк.
Пархатарлӑ ӗҫ — ӗмӗрлӗх асра // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2020.10.30
Тӗлпулӑва килме кӑмӑл тунӑ поэтсемпе писательсем хӑйсен пултарулӑхӗпе паллаштарчӗҫ, Куҫма Турхана аса илсе чылай ӑшӑ сӑмахсем каларӗҫ, историлле хайлавсем ҫырасси мӗн тери йывӑр ӗҫ пулнине те сӳтсе яврӗҫ.
Сӗм аваллӑха чӗртекен Куҫма Турхан // Н.КАЛАШНИКОВА. «Каҫал Ен», 2020.10.30
Куҫма Турхан куҫарусем енӗпе те чылай ӗҫленӗ, К.Симоновӑн, Н. Гоголӗн, С.Григорьевӑн тата ытти вырӑс писателӗсен хайлавӗсене чӑвашла куҫарнӑ.
Сӗм аваллӑха чӗртекен Куҫма Турхан // Н.КАЛАШНИКОВА. «Каҫал Ен», 2020.10.30
«Сӗве Атӑла юхса кӗрет» роман-трилогишӗн ӑна Чӑваш АССРӗн К.В.Иванов ячӗллӗ Патшалӑх премийӗпе наградӑланӑ.
Сӗм аваллӑха чӗртекен Куҫма Турхан // Н.КАЛАШНИКОВА. «Каҫал Ен», 2020.10.30
Куҫма Турхан «Йӑмраллӑ ял», «Ҫӗр суранӗ» романсен, «Кӗтне хӗрринче» повеҫӗн авторӗ.
Сӗм аваллӑха чӗртекен Куҫма Турхан // Н.КАЛАШНИКОВА. «Каҫал Ен», 2020.10.30
«Атакӑра» кӗнекинче вӑл шӑпах ҫак ҫапӑҫусеем ҫинчен ҫырса кӑтартнӑ.
Сӗм аваллӑха чӗртекен Куҫма Турхан // Н.КАЛАШНИКОВА. «Каҫал Ен», 2020.10.30
1937—1940 ҫулсенче Хӗрлӗ Ҫарта пулнӑ, Хӗвеланӑҫ Белоруссине ирӗке кӑларнӑ ҫӗре хутшӑннӑ, шурӑ финнсемпе ҫапӑҫнӑ.
Сӗм аваллӑха чӗртекен Куҫма Турхан // Н.КАЛАШНИКОВА. «Каҫал Ен», 2020.10.30
Унтан ЧАССР Халӑх комиссарӗсен совечӗ ҫумӗнчи радиоинформаци комитечӗн редакторӗнче, Чӑваш кӗнеке издательствин редакторӗнче, Чӑвашглавлит начальникӗнче ӗҫленӗ.
Сӗм аваллӑха чӗртекен Куҫма Турхан // Н.КАЛАШНИКОВА. «Каҫал Ен», 2020.10.30
Пӗр хушӑ шкулта ӗҫленӗ.
Сӗм аваллӑха чӗртекен Куҫма Турхан // Н.КАЛАШНИКОВА. «Каҫал Ен», 2020.10.30
Канашри педагогика техникумне, унтан Ленинградри журналистика институтне пӗтернӗ.
Сӗм аваллӑха чӗртекен Куҫма Турхан // Н.КАЛАШНИКОВА. «Каҫал Ен», 2020.10.30
Пӗчӗклех тӑлӑха юлнӑ, ача ҫуртӗнче ҫитӗннӗ.
Сӗм аваллӑха чӗртекен Куҫма Турхан // Н.КАЛАШНИКОВА. «Каҫал Ен», 2020.10.30
«Сӗве Атӑла юхса кӗрет» роман-трилогипе чапа тухнӑ Куҫма Турхан 1915 ҫулта Вӑрманхӗрри Чурачӑк ялӗнче ҫуралнӑ.
Сӗм аваллӑха чӗртекен Куҫма Турхан // Н.КАЛАШНИКОВА. «Каҫал Ен», 2020.10.30
Библиотека ӗҫченӗ Валентина Боровкова пуҫтарӑннисене Куҫма Турханӑн биографийӗпе кӗскен паллаштарчӗ.
Сӗм аваллӑха чӗртекен Куҫма Турхан // Н.КАЛАШНИКОВА. «Каҫал Ен», 2020.10.30
Тӗлпулӑва ЧР Професилле писательсен союзӗн председателӗ Лидия Филиппова, Лидия Сарине сӑвӑҫ, прозаик, Улькка Эльмен прозаик тата ҫамрӑк фантаст Инесса Шашкина та хутшӑнчӗҫ.
Сӗм аваллӑха чӗртекен Куҫма Турхан // Н.КАЛАШНИКОВА. «Каҫал Ен», 2020.10.30
Октябрӗн 27-мӗшӗнче вӗсенчен пӗрне — Куҫма Турхана — аса илсе районти тӗп библиотекӑра мероприяти йӗркелерӗҫ.
Сӗм аваллӑха чӗртекен Куҫма Турхан // Н.КАЛАШНИКОВА. «Каҫал Ен», 2020.10.30
Районтан тухнӑ паллӑ ҫынсем хушшинче литература анинче сулмаклӑ утӑмсем туса хисепе тивӗҫнисем уйрӑмах чылайӑн.
Сӗм аваллӑха чӗртекен Куҫма Турхан // Н.КАЛАШНИКОВА. «Каҫал Ен», 2020.10.30
Пирӗн тӑван ен хӑйӗн сӑпкинче сиктерсе нумай пултарулӑх ҫыннине — сӑвӑҫсене, ҫыравҫӑсене, юрӑҫсене, композиторсене, артистсене, актерсене, ӳнерҫӗсене тата ыттисене те — анлӑ пурнӑҫ ҫулӗ ҫине кӑларнӑ.
Сӗм аваллӑха чӗртекен Куҫма Турхан // Н.КАЛАШНИКОВА. «Каҫал Ен», 2020.10.30
Унӑн ашшӗ, Альберт Гордеевич, Мичурин ячӗллӗ колхозра вуншар ҫул партком секретарӗнче, амӑшӗ, Фекла Прокопьевна, Пӑртасри шкулта учительте тимленӗ.
Пӑртасран – Арктика таран // Светлана Чикмякова. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 2017.09.13


