Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

Йӑваланнӑран, иккӗшӗ те хӑйсем, шурӑ упасем пек, шал-шурӑ.

7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Виталий, епле те пулин ҫиеле тухма, «чӗлхесӗр чӗлӗхе» ватма, лапчӑтма-кӑвакартма талпӑнса, ӑҫтан май килнӗ ҫавӑнтан пӑсӑрлантарма вӗтеленсе, Никандра аллипе, урипе, янахӗпе, Чӗркуҫҫийӗпе тапӑнать; кӗлеткепе кӗлетке ҫыхлашса, элес-мелес пӗтӗрӗнет.

7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Пуҫланчӗ айӗн-ҫийӗн тӗркӗшӳ!

7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Тӗревленме тӗв тӑвайманран, ҫапса тӗшӗрӗлтерепех тесе чӑркӑшланнӑран, ури ҫинче тытӑнса тӑма пултараймарӗ Виталий; ӳксе, палтӑрт йӑванса, хӑйпе пӗрле Никандра та туртса, пусахласа антарчӗ.

7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ме-ха, эппин, тутан, ҫара ҫерҫи, йӳҫкассен йӳҫ пашалӑвне, — хӑйне шанлаттарнӑшӑн тавӑрасла, сылтӑм чӑмӑрӗпе Никандр янаххи тӗлне яшт! сулса ячӗ те Виталий, чӑмӑрӗ ун, Никандр пӗшкӗнме ӗлкӗрнӗрен, вашт! ҫеҫ каҫса кайрӗ йӗкӗт пуҫӗ урлӑ.

7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

— А-а-а, шкульник!

7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

— А-а-а, иксӗр те пӗр шутлӑ-и-ха эсир ҫуткассем! — йӗкӗте ласт-ласт силлерӗ пальтинчен.

7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Вӑл, урнӑ ӗне сӗчӗ ӗҫсе урмӑшнӑн, вашт! хӑлӑтрӗ те Динӑна хӑй ҫумӗнчен аякрах мар тӑракан Никандра талӑрса та шӑмарса латӑрт! ҫулса илчӗ кӑкӑрӗнчен.

7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Асту, чарӑнчӗ, тет, тарӑхнипе кӗвелӗкленнӗ Виталий!

7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

— Ну, кама калаҫҫӗ — чарӑн!

7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Чӗнмен-тӗк, ҫӳретӗн-тӗк намӑссӑрланса — ҫӳрех, ҫӗлех питне кӗҫҫе! — чарасла, Виталие кӗрӗкӗнчен ҫатӑрласа тытрӗ Дина.

7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Пыр, кай, уттар хӑв ҫулупа.

7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Путсӗр.

Капла, вӑрӑ-хурахла, ҫӗрле ҫынсене хӑратса…

7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Йӗркеллӗ калаҫсан, этем ӗретлӗ хӑтлансан, татахчӗ хӑть.

7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Тултарнӑ та пакраса, тем те хӑтланма юрать, тетӗн-им!

7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

— Эс, Виталий, чи малтан лӑплан.

7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Сирӗлӗр! — аллисемпе пӗрре пӗрин енне, тепре теприн енне саркаласа вӗсен хушшине кӗрсе тӑчӗ Дина.

7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Тархасшӑн, йӗркеллӗ пулӑр!

7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

— Ну, чарӑнӑр, ачасем.

7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Страницăсем:

Меню

Статистика

...тĕплӗнрех