Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

Ҫапла вара кашниех Хӗл Мучипе Юр Пикерен тутлӑ кучченеҫ тивӗҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

Мӑнсӗнтӗрсен ырӑ кӑмӑллӑхӗ // Ҫӗнтерӳ ялавӗ. https://www.zp21rus.ru/obshchestvo/21070 ... -k-m-ll-kh

Уяв йӗркелӗвӗпе килӗшӳллӗн капӑр чӑрӑш тавра вӗсемпе пӗрле юмах паттӑрӗсем, юр пӗрчисем, йытӑсемпе мулкачсем, кашкӑрсемпе автансем тупӑшса ташларӗҫ, ачасем ӑмӑртса сӑвӑсем каларӗҫ, Ҫӗнӗ ҫул юррисем шӑрантарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Мӑнсӗнтӗрсен ырӑ кӑмӑллӑхӗ // Ҫӗнтерӳ ялавӗ. https://www.zp21rus.ru/obshchestvo/21070 ... -k-m-ll-kh

Вӗсем ачасемпе тӗрлӗ вӑйӑ ирттерсен, чӑрӑш умне Хӗл Мучипе Юр Пике ҫитрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Мӑнсӗнтӗрсен ырӑ кӑмӑллӑхӗ // Ҫӗнтерӳ ялавӗ. https://www.zp21rus.ru/obshchestvo/21070 ... -k-m-ll-kh

Илемлӗ чӑрӑш тавра пухӑннӑ пысӑк йыш умне хуларан килсе ҫитнӗ «Уявсен арманӗ» ушкӑн артисчӗсем тухрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Мӑнсӗнтӗрсен ырӑ кӑмӑллӑхӗ // Ҫӗнтерӳ ялавӗ. https://www.zp21rus.ru/obshchestvo/21070 ... -k-m-ll-kh

Ҫакӑ социаллӑ тимлӗх кунта ҫӗнӗ шая ҫӗкленнине ҫирӗплетрӗ.

Куҫарса пулӑш

Мӑнсӗнтӗрсен ырӑ кӑмӑллӑхӗ // Ҫӗнтерӳ ялавӗ. https://www.zp21rus.ru/obshchestvo/21070 ... -k-m-ll-kh

Кӑҫал Раштав чӑрӑшӗ тавра ташлакан ачасем 73-ӗн пулчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Мӑнсӗнтӗрсен ырӑ кӑмӑллӑхӗ // Ҫӗнтерӳ ялавӗ. https://www.zp21rus.ru/obshchestvo/21070 ... -k-m-ll-kh

Райпо пӑхса тӑракан территорири ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсем тӑрӑшнипе тата аслӑ ӑрурисем тимленипе ачасене уява йышлӑ пухма май килнӗ.

Куҫарса пулӑш

Мӑнсӗнтӗрсен ырӑ кӑмӑллӑхӗ // Ҫӗнтерӳ ялавӗ. https://www.zp21rus.ru/obshchestvo/21070 ... -k-m-ll-kh

Мӑн Сӗнтӗрти «Шуҫӑм» кафене ял ачисемпе ашшӗ- амӑшӗсем тата аслашшӗ-асламӑшӗсем Раштав уявӗпе ирттерекен елкӑна кӑҫал та йышлӑн пуҫтарӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Мӑнсӗнтӗрсен ырӑ кӑмӑллӑхӗ // Ҫӗнтерӳ ялавӗ. https://www.zp21rus.ru/obshchestvo/21070 ... -k-m-ll-kh

Сурхурин ырӑ йӑлипе унта кашниех тӗрлӗ костюмпа ҫитме, пӗрле пулса тулли кӑмӑлпа савӑнма, Хӗл Мучипе Юр Пикерен Ҫӗнӗ ҫул кучченеҫӗ илме тӑрӑшать.

Куҫарса пулӑш

Мӑнсӗнтӗрсен ырӑ кӑмӑллӑхӗ // Ҫӗнтерӳ ялавӗ. https://www.zp21rus.ru/obshchestvo/21070 ... -k-m-ll-kh

Ҫавӑнпа вӗсем те, пайщиксен ачисемпе мӑнукӗсем те асӑннӑ уява ҫулсерен чӑтӑмсӑррӑн кӗтеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Мӑнсӗнтӗрсен ырӑ кӑмӑллӑхӗ // Ҫӗнтерӳ ялавӗ. https://www.zp21rus.ru/obshchestvo/21070 ... -k-m-ll-kh

Ӑна ку тӑрӑхра пурӑнакансем тахҫанах ӑша хывнӑ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Мӑнсӗнтӗрсен ырӑ кӑмӑллӑхӗ // Ҫӗнтерӳ ялавӗ. https://www.zp21rus.ru/obshchestvo/21070 ... -k-m-ll-kh

Ҫакӑ кунти сутуҫӑсем хӑйсен социаллӑ пӗлтерӗшне ҫулсерен малта тытнине кӑтартать.

Куҫарса пулӑш

Мӑнсӗнтӗрсен ырӑ кӑмӑллӑхӗ // Ҫӗнтерӳ ялавӗ. https://www.zp21rus.ru/obshchestvo/21070 ... -k-m-ll-kh

Мӑн Сӗнтӗр райповӗ пайщиксен, йывӑр лару-тӑрура пурӑнакансен, нумай ачаллӑ ҫемьесен ачисемпе вӗсен ашшӗ-амӑшӗ тата тӑлӑх ачасем валли ҫулсерен Раштав елкки ирттерет.

Куҫарса пулӑш

Мӑнсӗнтӗрсен ырӑ кӑмӑллӑхӗ // Ҫӗнтерӳ ялавӗ. https://www.zp21rus.ru/obshchestvo/21070 ... -k-m-ll-kh

Ҫав ятпа район хаҫачӗн коллективӗ Альбина Витальевнӑна ҫирӗп сывлӑх, вӑрӑм ӗмӗр, ӗҫре ӑнӑҫу сунать, вӑй-халӗ вара нихӑҫан та ан иксӗлтӗр.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑк чухнехи пекех хастар // Ҫӗнтерӳ ялавӗ. https://www.zp21rus.ru/obshchestvo/21071 ... kh-khastar

Ҫак кунсенче тӑрӑшуллӑ хӗрарӑмӑн ҫуралнӑ кунӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑк чухнехи пекех хастар // Ҫӗнтерӳ ялавӗ. https://www.zp21rus.ru/obshchestvo/21071 ... kh-khastar

Ҫулӗ сахалах мар пулин те, пӗр ӗҫре кӑна тӑрӑшмасть вӑл, ытти ҫӗре те ӗлкӗрет.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑк чухнехи пекех хастар // Ҫӗнтерӳ ялавӗ. https://www.zp21rus.ru/obshchestvo/21071 ... kh-khastar

Уҫӑ чунлӑ хӗрарӑм пурне те пулӑшма тӑрӑшать.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑк чухнехи пекех хастар // Ҫӗнтерӳ ялавӗ. https://www.zp21rus.ru/obshchestvo/21071 ... kh-khastar

Нимӗнле ӗҫре те ӳркенсе тӑмасть, ывӑнтӑм тенине те илтмен унран.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑк чухнехи пекех хастар // Ҫӗнтерӳ ялавӗ. https://www.zp21rus.ru/obshchestvo/21071 ... kh-khastar

Вӑл кил-йышне кӑна мар, ыттисене те тӑтӑшах тутлӑ апат-ҫимӗҫпе, кукӑльпе хӑналать.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑк чухнехи пекех хастар // Ҫӗнтерӳ ялавӗ. https://www.zp21rus.ru/obshchestvo/21071 ... kh-khastar

Кунӗпе ӗҫре пулнӑ хыҫҫӑн килте те ку енӗпе тӑрӑшмалла.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑк чухнехи пекех хастар // Ҫӗнтерӳ ялавӗ. https://www.zp21rus.ru/obshchestvo/21071 ... kh-khastar

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех