Çĕннисем
Тӑчӗ Мукуҫ мучи, ларчӗ, кӗсйинчен чӗлӗмне кӑларчӗ, чӑпӑкне махорка тултарса туртса ярас терӗ — туртмарӗ.
10 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Чим-ха эп сана, чим, такӑна пӗлмен тӑкӑскӑ…
10 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Юрать, пуҫӗ-алли хамӑн та саккасах ӗҫлет те…
10 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Эс мана сӗм-ухмахах тӑратса хӑварасшӑн-мӗн те, э-э-э, ҫо-ок, пиҫеймест ун пекки ӗмӗрне те, ҫо-ок, пиҫеймест.
10 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
— Кунта вара, хӑть сӗн, хӑть ӳкӗтле, лармастӑп.
10 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Пӑхӑнмасассӑн-и, каланине хӑлхуна чикмесессӗн-и?! — сывлӑша пӑтӑр-патӑр кастарса, чӑмӑрӗпе тӗпелелле вашт сулчӗ «пыл чӗлхе».
10 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Машинпа-и унта, кӳме урапи вӗҫҫӗн-и — нимӗн те пӗлессӗм килмест, ыран кӑнтӑрла тӗлне штуп ман картишӗнче саркаланса вырттӑр ҫак вут.
10 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Э-э-э, ҫо-ок, ырӑ ҫыннӑм, кӗреҫе сухал, килсе тӑктарма намӑсу епле ҫитрӗ, ман хапха умне те ҫапла халлӗнех пыртарса пӑрахтар.
10 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ывӑлӑма илӗртрӗн пулать те, вуттине кунта килсе тӑктарам терӗн-им?!
10 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ватсупнӑ!

— Эс мана апла-капла каласа тӑкӑлтарма-и-ха!
10 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ха! — чалак лаша хурӗмех мӑрт-мартланчӗ кӳреннӗ-тарӑхнӑ хӗрарӑм.
10 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Патехвун!

Асту, эсӗ тесе пӑхса тӑмӑп, Хвеччис, нач-час алӑк хӑлӑпне чуптутарса илетӗп.
10 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
— Ырӑ сунса килтӗр пулсан, тархасшӑн, тӗпелелле, капла лӑр-лӑр калаҫса тӑратӑр пулсан — тӗкӗр те алӑк хӑлӑпне — тулалла.
10 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
— Акӑ мӗн, хаклӑ йӳҫкассем, — тӑчӗ Мукуҫ мучи.
10 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Епле сӑмах хушсан аван пуласса ниепле те чухлаймасть.
10 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Тӗпел кукрине картлакан чаршӑв ҫывӑхне тӑнӑ та вӑл нимӗн тума аптӑранӑ; ӗҫ-пуҫ ҫапла хӑвӑрт ҫаврӑнса тухнӑшӑн тӗлӗнсе, пӗрре Мукуҫ мучипе ашшӗ ҫинелле, тепре кӗптӗр-кептӗр хӑнасем ҫинелле пӑха-пӑха хӗреле-хӗреле каять хӗрарӑм сӑнӗ-пичӗ.
10 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Нина тӗпелте.
10 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Каҫхи хӑнасем асар-писер килсе кӗнипе туртӑнчӑкланчӗ пулин те — нимӗн те шарламарӗ-ха Иван Гаврилович, аллинчи черккине сӗтел варринерех тӗкрӗ те ар-ҫын пӑшатан пек куҫӗпе алӑк еннелле тӗллерӗ: хӑйне ял ҫинче чӗр мӑшкӑл кӑтартнӑ ывӑлӑн ашшӗ-амӑшӗ пирки темӗн ырӑ марри тӗв тӑвать, ахӑр.