Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

Тӑсӑласса та ҫуркунне ку таврари ҫӗр-шывра нумая тӑсӑлать.

Куҫарса пулӑш

13. Сӗрен хыҫҫӑн // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ку вӑхӑтра ӑна чӑтлӑхра пуҫтахланса ҫӳреме никам та кансӗрлемест: сунарҫӑсем халь пурте тенӗ пекех хирте, ака-суха ӗҫӗнче, хӗрарӑмсемпе ачасем вӑрмана шала кӗмеҫҫӗ, вӗсене кирлӗ сертепе пултран тата тӗрлӗ кӗпҫе ҫывӑхра та тем чухлех.

Куҫарса пулӑш

13. Сӗрен хыҫҫӑн // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пурне те тӗрӗслет вӑрман хуҫи — шӑршлать, чӗлхипе ҫуласа пӑхать, ӑҫта та пулин вӗлле пекки тупсан ҫӳлелле кармашать, хуртсем пыл тултарнӑ янкарлӑ йывӑҫа йӑвантарма хӑтланать.

Куҫарса пулӑш

13. Сӗрен хыҫҫӑн // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Юнашарах тата нумай пулмасть шӑтӑкран тухнӑ упа пӗтӗм вӑрмана тустарса ҫӳрет.

Куҫарса пулӑш

13. Сӗрен хыҫҫӑн // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тата кӑшт вӑхӑт иртет — вӑрман йӑва ҫавӑрса чӗпӗ кӑларакан кайӑксен сассипе, ҫӗнӗ пыл пухма тухнӑ хурт-хӑмӑр кӗрленипе тулса ларать.

Куҫарса пулӑш

13. Сӗрен хыҫҫӑн // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Унччен те пулмасть — ҫӗмӗртпе палан чӗнтӗрлӗ кӗпе тӑхӑнаҫҫӗ, вӗсем хӑйсен тумне хывнӑ ҫӗре хурӑн ҫырли аврисем шап-шур ҫеҫкене лараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

13. Сӗрен хыҫҫӑн // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хурӑн вулли тӑрӑх шарлатса пылак сӗткен юхать, хырлӑхра сухӑр шӑрши кӗме тытӑнать.

Куҫарса пулӑш

13. Сӗрен хыҫҫӑн // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫанталӑк чипер ӑшӑтма та ӗлкӗреймен — ҫӳҫе кӑчкӑ кӑларма та пуҫланӑ, юр кайса пӗтмен-ха — унта та кунта кӑвак ҫеҫпӗл шӑтса тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

13. Сӗрен хыҫҫӑн // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Малтанхи ӑшӑ кунсем ҫитсенех йывӑҫсем ҫуркуннене саламласа хӑйсен лапсӑркка шурӑ ҫӗлӗкӗсене хываҫҫӗ, унтан вӑрман хӗрринче е уҫланкӑсенче тумла ташлани илтӗнсе каять.

Куҫарса пулӑш

13. Сӗрен хыҫҫӑн // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӑрман таврашӗнчи ҫӗр-шывра ҫуркунне тени уйрӑм-мӑнах хитре пулать.

Куҫарса пулӑш

13. Сӗрен хыҫҫӑн // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Ку вӑл хан керменӗ мар, кунта хӑрамасӑрах кӗме пултаратӑн.

Куҫарса пулӑш

12. Ямпах урам // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Тархасшӑн, куназ Тукай, — терӗ хуҫа.

Куҫарса пулӑш

12. Ямпах урам // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Шал енчен сӑнчӑр чанкӑртатрӗ те, хӑнасем йышӑнмалли кӗҫӗн хапха хӑй тӗллӗнех йӑрлатса уҫӑлчӗ.

Куҫарса пулӑш

12. Ямпах урам // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫын килнине аякранах сиссе картишӗнче пӗр тӑруках темиҫе йытӑ вӗрсе ячӗ.

Куҫарса пулӑш

12. Ямпах урам // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пысӑк карачипе Тукай мӑрса пылчӑкпа ҫӑрӑнса тӑракан урам урлӑ аран-аран каҫса хапхисемпе чӳрече янаххисене эрешлесе сӑрласа пӗтернӗ пӗр чаплӑ ҫурт патне ҫывхарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

12. Ямпах урам // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пӗлместӗп-ха, тен, тивмӗҫ тетӗп.

Куҫарса пулӑш

12. Ямпах урам // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Сана тивмеҫҫӗ-и вӗсем, папай, тет.

Куҫарса пулӑш

12. Ямпах урам // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫавсем ҫав, Шах Алине вӗлерме килнӗ.

Куҫарса пулӑш

12. Ямпах урам // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Крым ҫыннисем-и тетӗп.

Куҫарса пулӑш

12. Ямпах урам // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Папай, Крым ҫыннисем ҫитнӗ, ав крепоҫе ҫӗмӗрме каяҫҫӗ тет.

Куҫарса пулӑш

12. Ямпах урам // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех