Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

— Укҫи пур, ан кӳренӗр, ашшӗсӗр ним тума та пӗлместӗп-ҫке-ха, — тенӗ вара Укҫине вексельпе пынӑ ҫынсене.

6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Александр Павлович та, халиччен пит кӑмӑллӑ ҫын пек пулнӑскер, пин ҫур укҫана, — хӑй ирӗкӗпе кивҫенле панӑскере, — пӗррехинче каялла илесси ҫинчен ӑнсӑртран пек сӑмах тапратрӗ.

6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Аслӑ ывӑлӗ тарса пурӑнать, ашшӗ тӗрмере.

6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ҫавӑнпа ним тума та пӗлмен — макӑрнӑ кӑна.

6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Укҫине аппа ку таранччен пысӑк укҫа тытса курман, вулама-ҫырма пӗлменскер, суту-илӳ ӗҫне хутшӑнман.

6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Вӗсем халиччен ытларах сутасчӗ тесе, ҫӑмартине хӑш чухне укҫасӑрах шанса паркаланӑ пулсан, халӗ пурте парӑмӗсене илме васкаса килсе тухнӑ.

6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Эльгеев хуҫана тытса кайни ҫинчен илтсенех, Укҫине патне ҫӑмарта пуҫтараканӗсем килсе тухрӗҫ: хӗрхенсе мар — укҫа патне.

6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Кумӗ те, тусӗ те ун чухне аяккарах пӑрӑна пуҫлаҫҫӗ вара.

6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Пӗрин инкекӗ — теприншӗн хӗпӗртӳ.

6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Инкек пӗччен ҫӳремест.

6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Артурӑн кил-ҫурчӗ ҫавӑнтанпа чӑн-чӑнах крепость пулса ларнӑ.

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Вӑхӑтлӑха килнӗ стражнике нумайлӑхах хӑварнӑ.

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ӗҫне кирек мӗнле майлаштарнӑ пулсан та, Кутемер ялӗ шанчӑксӑра тухнӑ.

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Анчах чиркӳ праҫник каҫ, ыран «Воздвижени» тенӗ кун, такам Артур хапхи ҫине «Истукан» тесе тикӗтпе ҫырса хӑварнӑ — кам ҫырнине йӗрлесе тупасси пулайман, — «пуҫтах» ача сахал-и ялта!

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Кун хыҫҫӑн Кутемерте чылайччен шӑп пулнӑ.

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Калани ҫирӗпрех пултӑр тесе виҫӗ пуҫтах ачана, староста кӑтартса панипе, уретник халӑх умӗнче чӗн пушӑпа пӗҫертсе хӑварнӑ.

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

«Вӑйӑран вӑкӑр тухать, — тенӗ ваттисем. — Кантрак Евленӗпе Мясников Александра тытса кайнипе ҫитӗ, пурӑнтӑр пулать стражникӗ — ҫиллентерес мар. Пуҫтах ачасене ашшӗ-амӑшӗсем иртӗхме чармалла. Кутемер ялӗн ятне текех пӑсас мар», — тенӗ.

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Халӑх пуҫтарнӑ.

Уретник часах яла утлӑ стражниксемпе тӗрлеттерсе ҫитнӗ, унпа пӗрле старшина та пынӑ.

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ҫавӑнпа ялти хисеплӗ ҫынсем — хӑмла хуҫи Паймук, Сарт Ҫеменӗ (тӗрӗксемпе ҫапӑҫса курнӑ салтак!), сысна шӑрчӗ пуҫтаракан Карачӑм Кавӑрли стражникрен каҫару ыйтнӑ, анчах леш «пӗчӗк пӑлхав» ҫинчен ҫапах уретнике систернӗ.

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Страницăсем:

Меню

Статистика

...тĕплӗнрех