Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

Улми-ҫырли садра юлман, палан тата пилеш сапакисем кӑна йӗпхӗн хӗрлӗн ярапаланса сад илемне кӗртеҫҫӗ.

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Кӑҫалхи кӗр тумӗ чӑн-чӑн ылтӑн тӗслех: сарӑ та йӑм-хӗрлӗ вӗрене ҫулҫисем калама ҫук илемлӗн ҫӗр ҫине пӗрерӗн-пӗрерӗн вӗлкӗшсе ӳкеҫҫӗ, ӑвӑс ҫулҫисем те ылтӑн укҫа пек ушкӑнӑн-ушкӑнӑн вӗлтӗртетсе тӑкӑнаҫҫӗ, эрешмен картисем халӗ те пурҫӑн ҫип пек унталла-кунталла вӗҫеҫҫӗ, улмуҫҫи ҫулҫисем кӑна шухӑша ӳксе вӑхӑтӑн-вӑхӑтӑн чӑштӑртатаҫҫӗ.

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ҫапла вара Эльгеев чухлаймасӑрах юлнӑ: чӑнах лайӑх ҫын пулнӑ-ши ҫав охранка агенчӗ е… пурте ҫавӑн пек-ши вӗсем?

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Якименко унччен Кутемертен кайнӑ, ялйыш лӑпланнӑ, малалла ӑна Кутемерте тытса тӑма сӑлтавӗ пулман.

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Эльгеев ывӑлӗ раштав иртсен тин таврӑннӑ.

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Стражник унпа питӗ паллашасшӑн пулнӑ иккен, вӗреннӗ ҫынсене вӑл пит хисепленӗ иккен, анчах…

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

«Чирленӗ» пирки Хусантан тухса килеймен имӗш Михаил Эльгеев (чӑн сӑлтавне ашшӗ кӑна пӗлнӗ).

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Унӑн аслӑ ывӑлӗ валли учитель вырӑнӗ те пулнӑ, анчах тин уҫнӑ Кутемер шкулне Михала вырӑнне кай енчи чӑваш хӗрне вӑхӑтлӑха янӑ.

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Анчах ку ҫын тепле кӑмӑллӑ пулнӑ пулсан та, Эльгеев ӑна шансах кайман.

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Пит тӗлӗннӗ вара ачасем ҫав канфетран: вӑрӑмӑшӗ — пӗр шит, яраписем — пӗрер вершук, тути — шерпет, тейӗн.

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Чиркӳ праҫникӗ кунӗнче — авӑн ҫапнӑ вӑхӑтра — анкартине пырсах Павӑлпа Кольӑна пӗрер канфет панӑ.

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Хӑйӗн хӗрлӗ уссине пӗчӗк Павӑла пӗтӗрсе пӑхма та чарман, ун чухне вара вӑл ахӑлтатсах кулнӑ.

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Чӗлхе енчен шутласан — калама ҫук лайӑх ҫын пулнӑ ку стражник.

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Вӗсем вырӑнне ун патне час-часах Якименко стражник (ялтисем ӑна «казак» тенӗ) ҫӳреме юратнӑ — те ҫӑмарта укҫасӑр ҫиес килнӗрен, те кая-кая сӑнама хушнӑран.

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Анчах яла «казак» пырса вырнаҫнӑранпа Эльгеев патне ҫынсем пыми пулчӗҫ.

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Хӗветӗр кӳренмен ҫапла каланӑшӑн: манран ир тухакан чӑнах ҫук пуль ялта, тенӗ вӑл ирхине Кайри ҫырмана лаша шӑварма кайнӑ чух хирӗҫ пулнӑ ҫамрӑксене.

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

«Арҫури» сӑввине илтнисем, ҫамрӑкраххисем, «Ирпе тухать Хӗветӗр — эсир ӑна пӗлетӗр» тесе, Хӗветӗртен тӑрӑхласа та кулкаланӑ.

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Пуринчен ытла вӑл пускилсене чӑвашла ҫырнӑ брошюрӑсем вуласа пама юратнӑ.

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Халиччен Эльгеев патӗнче кӗрхи каҫсенче кашни вырсарникун, хӑй ҫути ҫутсан, ҫӗнӗ хыпарсем пӗлме, хаҫат вуланине итлеме ҫынсем пуҫтарӑнкаланӑ.

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ҫак шухӑшсемпе хӑйне йӑпатса, стена ҫумнелле ҫаврӑнса выртрӗ ҫӑмарта хуҫи.

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех