Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

Халь тин кӗркуннехи евӗрех вӗри те шӑтӑр-шатӑрах мар ӗнтӗ Дина, кӑшт лӑпланӑҫлӑ та тем ӑнкаравлӑ.

8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ку тымар, ав, унӑн пӗтӗм ӑсне-тӑнне, шухӑшлас шухӑшне сӑрса илнӗ иккен сӑрса илмеллипех, йӑлт-йӑлт Андрей Васильевич сӑнарӗпе кӗҫҫеленнӗ…

8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Тӑпӑлтарчӗ-тӑпӑлтарчӗ те, ҫук, пурпӗрех тӗпӗ-йӗрӗпе тӑпӑлтарса пӗтереймерӗ вӑл ку тымара.

8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Таптарӗ, вӑтӑрчӗ, тӑпӑлтарчӗ хӑй чӗринчи Андрей Васильевич йышӑнман юрату тымарне.

8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Андрей Васильевич умне пуҫласа чун кӑварне ывӑҫласа сапнӑ вырӑнта хӳхлерӗ-хӳхлерӗ ӳкӗнӗҫленсе.

8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Хыҫалти алӑкпа пахчана тухса, лаштра улмуҫҫи айне пытанса йӗчӗ-йӗчӗ вӑл ҫавӑн чухне, чылайччен-чылайччен йӗчӗ.

8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Урисем хӑйӗн — ярт-ярт, куҫӗнчен куҫҫуль — лӳҫ-лӳҫ…

8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Хӑпрӗ те хӗр хапха юли ҫумӗнчен, такам курасран сехӗрленнӗн, килӗ еннелле вӑш-ваш ярӑнтарчӗ.

8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Сирсе ывӑтайми панкавлӑх!..

8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

О, ҫӗр йӑтайми ӑссӑрлӑх!

8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Юратнӑ-тӑк, савнӑ-тӑк Динӑна кӑшт та пулин, епле систермесӗрех тӑрӑччӗ-ши Андрей Васильевич ҫавна?

8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Вӑхӑт ирттӗр те хӗрӗн чун суранӗ тӳрлентӗр, манӑҫупа хуллен-хуллен витӗнсе-варӑнса пытӑр, тет вӗт-ха вӑл, э?

8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Пат! пуҫне пырса ҫапрӗ ҫавӑн чухне Динӑнне: ара, хӗрхеннипе, йӑпатас тенипе ҫеҫ хӑйне хальхилле сӑпай та ӑнланса тытать вӗт-ха Андрей Васильевич унпа, пӗртте ӑна килӗштерни-юратнипе мар.

8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Йӑнӑш!

Тӑман пулӗччӗ шӑпчӑк чӗппи евӗр шӑппӑн-шӑппӑн, чӗринче пухӑнса-пухӑнса пынӑ евӗкне йӑлт-йӑлт кӑларса хӳнӑ пулӗччӗ чӗлхи ҫине…

8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ун урокӗсенче пуҫ ҫӗклеме те хӑяйманнине — хӑйӗччӗ вӑл халь ытлӑ-ынатлӑ сӑмахсене калама, хӑйӗччӗ ҫав, хӑйӗччӗ.

8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Калӗччӗ, калӗччӗ ӑна хӑй хытӑ юратни ҫинчен, савӗччӗ, савӗччӗ ӑна куҫӗле темӗнччен.

8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ак, кӗрӗччӗ те вӑл картишне, хӑпарӗччӗ те картлашкапа, уҫӑччӗ те алкум алӑкне, пӳрт алӑкне, ҫутӑ ҫутса ярӗччӗ те — тӗлӗннӗ Андрей Васильевича «ку эпӗ, эпӗ килтӗм», тесе, сӑпайлӑн, вӑтанӑҫлӑн пӗлтерӗччӗ.

8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Шутсӑр, шутсӑр курасси килнӗччӗ хӗрӗн Андрей Васильевича ҫав каҫ, шутсӑр, шутсӑр калаҫасси капланнӑччӗ вӗрентекенпе.

8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Эсӗ хӑвна та, ӑна та пӗтеретӗн вӗт, ӑссӑр!»

8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Страницăсем:

Меню

Статистика

...тĕплӗнрех