Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

Урасмет ӗнтӗ ӑшӗнче хӑйне мӑрса кӗрӳшӗ тесе шутлама пултарнӑ, мӗншӗн тесен пӗр уйӑх каялла пулса иртнӗ калаҫура Тукайпа Чураппа ӑна хӗрне качча пама хирӗҫ марри ҫинчен систернӗ.

Куҫарса пулӑш

7. Мӑн кӑмӑллӑ хӗр ача // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Мӑрсапа арӑмӗ ӗҫке Нухрата илсе ҫӳремен, куншӑн каччӑ, паллах, пӑртак пӑшӑрханнӑ та пуль, анчах «тӑван» сӑмаха асӑннӑ чух, пӗр-пӗрне хисеплесе куҫран пӑхса юрланӑ чух вӑл хӑй умӗнче Нухратӑн илӗртӳллӗ сӑн-питне курнӑ.

Куҫарса пулӑш

7. Мӑн кӑмӑллӑ хӗр ача // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ку юрра юрланӑ чухне Урасметпа амӑшӗ темле хӑпартланса, ҫӗкленсе, ҫунатланса кайнӑ, вӗсем ҫак вӑхӑтра ӑшра хӑйсене чӑнах та мӑрса тӑванӗсем пек туйнӑ.

Куҫарса пулӑш

7. Мӑн кӑмӑллӑ хӗр ача // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ыр ут юртать, юртать, пуҫне ухать Ялан малтан мала та ай каясшӑн; Тӑван юрлать, юрлать, куҫран пӑхать Ӗмӗрех те пӗрле ай пурнасшӑн.

Куҫарса пулӑш

7. Мӑн кӑмӑллӑ хӗр ача // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ӗҫкӗ-ҫикӗ хыҫҫӑн, пӗр-пӗрин патӗнчен тухса каяс умӗн, алла ҫул курки тытса мӑрсапа алманчӑ яланах пӗр юрӑ юрланӑ:

Куҫарса пулӑш

7. Мӑн кӑмӑллӑ хӗр ача // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тукайӑн хӑна-вӗрле пуҫтарма тӗл килсен вӑл ял ҫыннисенчен чи малтан алманчӑна чӗнтернӗ, алманчӑ ӗҫкӗ ӗҫнӗ чухне ун кӗрекинче чи хисеплӗ вырӑнта мӑрсапа ун арӑмӗ сарӑлса ларнӑ.

Куҫарса пулӑш

7. Мӑн кӑмӑллӑ хӗр ача // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тукайпа Урасмет ку таранччен нихҫан та урлӑ пулса курман.

Куҫарса пулӑш

7. Мӑн кӑмӑллӑ хӗр ача // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Эп ӑна кӳрентерме парас ҫук, ан та шутла, — терӗ.

Куҫарса пулӑш

6. Читлӗхри кӑсӑя // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Эс хӑвӑн чалхӑркка куҫусемпе унталла ытлашши ан тинкер.

Куҫарса пулӑш

6. Читлӗхри кӑсӑя // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Ҫавӑнтах вӑл урайӗнче читлӗх ҫине чӑр-р! пӑхса ларакан ҫӑмламас кушака асӑрхарӗ те ӑна пӳрнепе юнарӗ.

Куҫарса пулӑш

6. Читлӗхри кӑсӑя // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Эс манран ан хӑра, ялан калаҫ, ялан чӗвӗлтет.

Куҫарса пулӑш

6. Читлӗхри кӑсӑя // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Кашни кун кантӑр вӑрри сапса парӑп, шыв ӗҫтерӗп.

Куҫарса пулӑш

6. Читлӗхри кӑсӑя // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Ан кулян, эп сана выҫӑ усрамӑп.

Куҫарса пулӑш

6. Читлӗхри кӑсӑя // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Ман хӑраххӑм, сана та тытрӗҫ-им ӗнтӗ, чӗппӗмҫӗм? — терӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

6. Читлӗхри кӑсӑя // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ку кӑсӑяна курсан Эрнепи чунӗ кӑшт ҫемҫелнӗ пек пулчӗ, ун тути ҫинче ҫак ҫулталӑк хушшинче пӗрремӗш хут кулӑ пекки палӑрчӗ.

Куҫарса пулӑш

6. Читлӗхри кӑсӑя // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Читлӗхре хӑйне сапса панӑ кантӑр вӑрри пӗрчисене сӑхкаласа пӗр кӑсӑя сиккелесе ҫӳрет.

Куҫарса пулӑш

6. Читлӗхри кӑсӑя // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Курчӗ вӑл — хунямӑш выртса тӑракан вӑрӑм тенкелсене кунта илсе килсе лартнӑ, унӑн турахупӗпе ҫӳпҫине те кунта вырнаҫтарнӑ; чӳрече умне кайӑк усрамалли читлӗх ҫакса янӑ.

Куҫарса пулӑш

6. Читлӗхри кӑсӑя // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Эрнепи паян пулса иртнӗ акӑш-макӑш ӗҫсем хыҫҫӑн пӗччен юлса кӑшт та пулин канас тесе малти пӳлӗме кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

6. Читлӗхри кӑсӑя // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Кур, мӗнле парне хатӗрленӗ унта сан валли.

Куҫарса пулӑш

6. Читлӗхри кӑсӑя // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Пурӑн Патирек пӳлӗмӗнче.

Куҫарса пулӑш

6. Читлӗхри кӑсӑя // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех