Çĕннисем
Шӑрӑхра сӑл шывӗ ӗҫнӗ евӗр, мӗнле киленсе калаҫнӑ пулӗччӗ вӑл халь вырӑсла, ҫакӑнта ӑнсӑртран пӗр-пӗр вырӑс килсе тухсассӑн!
3. Воеводӑсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Мӗн кӑна памӗччӗ-ши ватӑ тимӗрҫӗ ҫавсене тепӗр хут ҫитсе курас пулсан!
3. Воеводӑсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Ача чухне шыва кӗнӗ кӳлӗ, ҫырлана е кӑмпана ҫӳренӗ вӑрман, лаша ҫитерме кайнӑ вӗтлӗх, тутлӑ шӑршӑллӑ ҫеҫкесемпе, кӑшкар утипе тата ҫерҫи кӗпҫипе тулнӑ ҫаран…
3. Воеводӑсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Тата ҫакна та сисмест мар Северьян: ялан тунсӑхлани тата ҫамрӑклӑх ҫинчен шутлани ӑна урӑх ҫӗре, ӗлӗкрех пулса курнӑ вырӑнсене хӑвалать.
3. Воеводӑсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Ку ҫын ячӗсем унӑн чӗрине тарӑн кӗрсе юлнӑ, вӗсене мӗн виличчен те манас ҫук ӗнтӗ.
3. Воеводӑсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Северьяна та пӗччен шухӑша кайса ларнӑ хушӑра ялан Фрося аса килет, Нухрат аса килет.
3. Воеводӑсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Ватӑлас енне кайсан ҫын аса илӳсемпе ытларах йӑпанса пурӑнать иккен.
3. Воеводӑсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Темле Велиме пулнӑ тет имӗш унӑн ҫав ялта, вӗсем хӗрпе каччӑ пекех савӑнса пурӑнаҫҫӗ имӗш.
3. Воеводӑсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Унӑн тусӗ Ятламас ку таранччен ват хусахла пурӑнчӗ-пурӑнчӗ те кӑҫал Атӑл хӗрринчи пӗр яла киле кайса кӗчӗ.
3. Воеводӑсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Ҫынсем ав ҫуллансан та хӑйсене валли канӑҫлӑ пурнӑҫ тупма пӗлеҫҫӗ.
3. Воеводӑсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Ирӗксӗрех шутлаттарать-ҫке: ӑҫта, кампа, мӗнле пурӑнса ирттермелле Северьянӑн ҫав ватлӑх кунсене?
3. Воеводӑсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Умра аллине кукӑр патак тытнӑ ватлӑх тӑрать.
3. Воеводӑсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Сисмест мар, сисет таркӑн тимӗрҫӗ: ҫамрӑклӑх уйрӑлу юрри юрласа яланлӑхах тухса кайрӗ уншӑн.
3. Воеводӑсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Уйрӑлас пулсан та унашкал уйрӑлмалла марччӗ Тукай хӗрӗн, тен, вара Северьян та кун пек тунсӑхласа пурӑнмастчӗ пуль.
3. Воеводӑсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Икӗ хутчен пырса пӑхрӗ Северьян чӳречерен — икӗ хутӗнче те Нухрат пулас упӑшкипе сӗтел хушшинче саркаланса ларатчӗ.
3. Воеводӑсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Ҫапах та мӑрса хӗрӗ кӑшт кӳрентерчӗ ӑна — хир енчи ялтан каяс умӗн урама тухма та кӑмӑл тумарӗ.
3. Воеводӑсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Упӑшки хитре, пуян, аса та илмест пулӗ-ха Нухрат хӑйӗн ӗлӗкхи савнине.
3. Воеводӑсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Таркӑн вырӑспа, тарҫӑ вырӑнӗнче ҫын патӗнче ӗҫлекен тимӗрҫӗпе мӗн тӑвать вӑл?
3. Воеводӑсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Тек ӑна ҫуртсӑр-йӗрсӗр ват хусах кирлӗ мар.
3. Воеводӑсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Эппин, Магмет Беззубова кайрӗ те телейлӗ пулчӗ.