Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

Ҫапла, йӑнӑш турӗ ун чухне Антун, ҫавӑнпа арӑмӗ патне тепре кайсан, чи пирвай каҫару ыйтмалла унӑн.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Халӗ те асран тухмасть ҫав самант.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Кӑшкӑрмарӗ, макӑрмарӗ Санюк, пачах урӑхла, ахлатса илчӗ те ӑҫта тӑнӑ ҫавӑнтах урайне ларчӗ, чакӑр куҫне чарса, пӗр мӑчлаттармасӑр пӑхрӗ, пӑхрӗ вара упӑшкине…

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тӳсеймерӗ Антун, чӑмӑрпа питрен пӗррех тӑрӑнтарчӗ арӑмне.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Хурах арӑмӗ пулса пурӑнас килмест ман, пӗлетне, халӑхран намӑс!»

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

«Кӑмӑлу пур-тӑк, ҫӳресем! — тесе кӑна хучӗ Санюк.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Яснӑ? — сӑмах пачӗ вӑл арӑмне.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫакӑ сана килӗшмесен, урӑх ура ярса пусмӑп.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

«Ара, ӗҫпе кӑна ҫӳретӗп эпӗ ун патне.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Антупа Кӑтра Машук ҫумне хушса кӗвӗҫнипе хӑйне ҫапла тыткалать пулӗ ку Санюк тенӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Упӑшки ҫумра ҫук-ха та, мӗнех вара уншӑн, хуҫалӑхри йывӑр ӗҫсене ҫынна тара тытса тутарма пултарать.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Укҫа мӗн чухлӗ кирлӗ — ҫавӑн чухлӗ унӑн.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Мӗн йӑлӑхмалли?

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Юлашки хут курнӑҫнӑ чухне Санюк ҫав тери кӑмӑлсӑрччӗ, тарӑхать, йӗрет, кун пек пурнӑҫпа йӑлӑхса ҫитрӗм тет.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Антун пултӑрӗ Ехрем пулӑшать те-ха ӑна, ҫынни, темшӗн, шанчӑклах пек туйӑнмасть…

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Санюк мӗнле-ши тата унта?

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ашшӗ ялта хисеплӗ ҫын ҫав, унӑн ырӑ ячӗ ывӑлӗн усал ятне ҫӗнтерет курӑнать…

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Пиччӗшӗ хурахра ҫӳренине пӑхмасӑр, ӑна ҫавӑн пек ӗҫ шанса панӑ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Пӗр шутласан, тӗлӗнмелле.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Антун шӑллӗ Ҫемен халӗ пикенсех хавхалантарать пулӗ хӑй ертсе пыракан юлташлӑх ҫыннисене.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех