Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

Сӗм-авалтан килекен пурнӑҫӑн тӗп тӗллевӗ те ҫавӑнта, ҫулҫӑ та, курӑк-чечек те, хӑйсен кӗске ӗмӗрне савӑнӑҫлӑ ирттернӗ хыҫҫӑн, пурӑнӑҫа малалла тӑсакансене вӑйӗ-халӗ ҫитнӗ таран пулӑшнипе хӗпӗртет пулмалла.

Куҫарса пулӑш

Пурҫӑн та тӗртӗҫ-ха вӗсем // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

Ҫапла, пурнӑҫӑн хӑйне майлӑ йӗрки пур ҫав: вӑхӑчӗ иртсе пырать, улшӑнасси улшӑнать, кивви ҫӗннине упрать, тесе пӗлмесӗр каламан.

Куҫарса пулӑш

Пурҫӑн та тӗртӗҫ-ха вӗсем // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

Вӗсем кӗл пулӗҫ, килес ҫул, папкаланса тухакан ҫулҫӑсене сарӑлса ӳсме пулӑшӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пурҫӑн та тӗртӗҫ-ха вӗсем // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

Типсе куштӑркасан вӗсене ытти ӑпӑр-тапӑрпа пӗрле ҫунтарса ярӗҫ вара.

Куҫарса пулӑш

Пурҫӑн та тӗртӗҫ-ха вӗсем // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

Урам шӑлакан мучи шӑпӑр йӑтса килӗ те ак, вӗсене шӑлса пуҫтарӗ, хӑва пӗрнене тултарса ҫӳп-ҫап турттаракан машинӑпа тиесех ярӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурҫӑн та тӗртӗҫ-ха вӗсем // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

Вӗсем халӗ ҫӗр ҫине пӑхса, этеме ирӗн-каҫан сывлӑх, телей, пурлӑх сунса саламлаймаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурҫӑн та тӗртӗҫ-ха вӗсем // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

Ҫилпе, вӑхӑт ҫитнипе тӑкӑннӑ ҫулҫӑсем ҫине пӑхсан: эпир йывӑҫӑмӑр ҫинче ирӗклӗн ӳсеттӗмӗр, вӑштӑр ҫил вӗрсен, пӗр-пӗринпе хамӑр чӗлхепе шӑппӑн калаҫаттӑмӑр, сывлӑша пӗр ӳркенмесӗр тасатма тӑрӑшаттӑмӑр, ҫу каҫа пархатар кӑтартса ӳстернӗ йывӑҫран аякка каяс килмерӗ пирӗн, еплерех эпир халӗ илемлӗ, сарӑ, хӑмӑр, хӗрхӗлтӗм курӑнса выртатпӑр, тесе калас пекех туйӑнать.

Куҫарса пулӑш

Пурҫӑн та тӗртӗҫ-ха вӗсем // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

Ҫумӑр умӗн тӑккаланнӑ ҫулҫӑсем ҫӗр ҫине ӳкнӗ те ҫат ҫыпӑҫнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пурҫӑн та тӗртӗҫ-ха вӗсем // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

Куҫ ытамне кӗмен ҫӳллӗ те сарлака пысӑк комбинат ҫывӑхӗнче сывлӑш ҫавӑн пек уҫӑ пулма пултарнине килсе курман ҫын ӗненмен те пулӗччӗ-и тен.

Куҫарса пулӑш

Пурҫӑн та тӗртӗҫ-ха вӗсем // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

Ҫатма пек яка асфальт вара хуллен пӑсланса типет.

Куҫарса пулӑш

Пурҫӑн та тӗртӗҫ-ха вӗсем // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

Хӗвел хӑйӗн ӑшшине вашаватлӑн сапалать, тавралӑха ылтӑн, кӗмӗл тӗспе эрешлет.

Куҫарса пулӑш

Пурҫӑн та тӗртӗҫ-ха вӗсем // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

Сывлӑш таса, тӳпе сенкер сатин пек, ывӑҫ тупанӗ пысӑкӑшӗ пӗлӗт татӑкӗ те курӑнмасть.

Куҫарса пулӑш

Пурҫӑн та тӗртӗҫ-ха вӗсем // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

Ҫанталӑк ҫаплах ӑшӑ та лӑпкӑ.

Куҫарса пулӑш

Пурҫӑн та тӗртӗҫ-ха вӗсем // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

Комбинат умӗнчи сквер картишӗнчи йывӑҫсем унта-кунта сарӑ, хӑмӑр ҫулҫӑсемпе капӑрланма тытӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Пурҫӑн та тӗртӗҫ-ха вӗсем // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

Ҫанталӑк кӗр енне кайни сисӗнет.

Куҫарса пулӑш

Пурҫӑн та тӗртӗҫ-ха вӗсем // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

Хӗвел тухас умӗн йӗс алапа ҫӑнӑх алланӑ пек ҫумӑр ҫуса иртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурҫӑн та тӗртӗҫ-ха вӗсем // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

Выртсан-выртсан хӑй те сисмерӗ, ҫывӑрса та кайрӗ Сути мӑнукӗ, вара ним тӗлӗк курмасӑр, ирчченех канлӗ ҫывӑрчӗ.

Куҫарса пулӑш

Каҫхи шкулта // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

Ҫирахви аслашшӗ чӑнласах та Авлов хваттерне кайнине пӗлсен-и, ҫӗр варринчех тухса чупатчӗ пуль.

Куҫарса пулӑш

Каҫхи шкулта // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

Ҫӗр варринче пулмасан вӑл, ҫат-ҫат алӑ ҫупса, хавасланса илетчех ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Каҫхи шкулта // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

«Ман асатте Миккул хваттерне кайнӑ! Ой, ҫапла кӑна пултӑрччӗ!..» — авана ӗмӗтленчӗ Сути мӑнукӗ.

Куҫарса пулӑш

Каҫхи шкулта // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех