Çĕннисем
Газ плити ҫинчен ашпа шаритленӗ ҫӗр улми илсе сӗтел хушине ларчӗ.
Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ
Кукамӑш лавккана ҫӑкӑр илме кайнӑ пуль.
Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ
Анчах хирӗҫ нимӗнле сас-чӳ те пулмарӗ.
Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ
— Куамай, вите, лупас ай тӑррисем тап-таса, халь апат пар мана, — терӗ хывӑннӑ май.
Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ
Кирюк тата вӑр-вартарах ӗҫлесе вите, лупас ай тӑррисене часах юртан тасатса пӗтерчӗ те картишне анчӗ, шӑлаварне ҫыпҫӑннӑ йӗпе юртан тасалса пӳртне кӗчӗ.
Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ
Юра тасатса пӗтерсен кукамайран ыйтса пӗлетӗпех.
Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ
Мӗн ӑна ҫав тери кӳрентернӗ-ши?
Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ
Виҫӗ уйӑх тулчӗ ӗнтӗ, ашшӗ ҫаплах ҫук-ха.
Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ
Атте ик-виҫ кунтанах таврӑнас пек туйяттӑм.
Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ
Кун пирки эпӗ нимӗн чухлӗ те кӑсӑкланман.
Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ
Кӑмӑлне хӑварса ҫемйине пӑрахса каймаллах мӗн элекленӗ-ши Маюк амӑшӗ Яхруҫ аппа?
Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ
Ашшӗпе юнашар арҫын ача ҫӑтмах тӑнӑҫлӑхӗнчи пек туйӑнатчӗ.
Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ
Ҫутҫанталӑк ырлӑхӗнче киленеччӗ чун, йӑпӑрт-япӑрт пуллисем те вӑлтана ҫакланатчӗҫ.
Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ
Пысӑках мар юхан шыв хӑй чӗлхипе шӑнкӑртатса саламланӑн кӗтсе илеччӗ вӗсене.
Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ
Ашшӗ пулла ҫӳреме юрататчӗ, хӑйпе пӗрле Кирюка та Тарса шывӗ хӗрне илсе каятчӗ.
Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ
«ӳссе ҫитӗнсен, вӗренсе ӑс пухсан эсӗ кам пулассине пӗлместӗп, анчах пуртӑ-пӑчкӑпа мӗн те пулин ӑсталама пӗлни сан пурнӑҫна пӑсас ҫук», — тетчӗ.
Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ
Кирюкпа та туслӑччӗ вӑл: пуртӑ-пӑчкӑ тыткалама мӗн пӗчӗкрен хӑнӑхтаратчӗ.
Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ
Амӑшӗ кун пек чухне ятлаҫам пекки пулатчӗ-ха, анчах хӑйне тӳрре кӑларма ашшӗ нихӑҫан та чӑркӑшланман.
Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ
Платниксен бригадинче вӑй хунӑран хӑш-пӗр чухне хӗрӗнкӗрех таврӑнкалани те пулнӑ.
Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ
Амӑшӗ, ывӑлӗ ҫине сассине хӑпартса калаҫнине Кирюк астумасть.