Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

Вӗренесси, тӗрлӗ кружоксем йӗркелесси, комсомол ячейкин йышне ӳстересси ҫинчен сӑмахларӗҫ вӗсем тата Казаковпа Степанов сӗннипе Тутар Яшми ҫамрӑкӗсем те темиҫе ҫын комсомола илме ыйтса заявлени ҫырса пачӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хурлӑхлӑ пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫамрӑксен калаҫмалли сахал мар тупӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хурлӑхлӑ пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

«Лартӑр, итлетӗр. Сиенӗ пулас ҫук, усси, тен, пулӗ те», — шутларӗ вӑл ӑшӗнче.

Куҫарса пулӑш

Хурлӑхлӑ пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вӑл Сергее аванах курчӗ-ха, анчах шарламарӗ.

Куҫарса пулӑш

Хурлӑхлӑ пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пухӑва малалла Степанов ертсе пычӗ.

Куҫарса пулӑш

Хурлӑхлӑ пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Йӗкӗт чӗри кӑна ҫаплах-ха мӑлатукпа шакканӑ пекех хыттӑн сиксе тапать.

Куҫарса пулӑш

Хурлӑхлӑ пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫавна курса, Хрестук кӑмӑл тулли йӑл! кулса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хурлӑхлӑ пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вӗсемпе юнашар ларчӗ!

Куҫарса пулӑш

Хурлӑхлӑ пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сергей, иккӗленсе тӑчӗ пулин те, юлташӗсене итлерӗ.

Куҫарса пулӑш

Хурлӑхлӑ пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

«Ан кай, Сергей, итлесе лар пирӗнпе. Киле те пӗрле кайӑпӑр. Кӑларса яртармастпӑр сана, эпир халӗ комсомолецсем ӗнтӗ», — теҫҫӗ юлташӗсем.

Куҫарса пулӑш

Хурлӑхлӑ пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ун тавра йӗкӗтсем пуҫтарӑннӑ, ӳкӗтлесе калаҫаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хурлӑхлӑ пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Акӑ, кӗтесе хӗсӗнсе тӑнӑ иккен Сергей.

Куҫарса пулӑш

Хурлӑхлӑ пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хрестук курмасть ӑна, ниепле те тупаймасть.

Куҫарса пулӑш

Хурлӑхлӑ пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Анчах ӑҫта-ха вӑл?

Куҫарса пулӑш

Хурлӑхлӑ пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Куна Хрестук ӑнланать, аван туять, куҫӗсемпе канӑҫсӑррӑн хӑй юратнӑ йӗкӗте шырать.

Куҫарса пулӑш

Хурлӑхлӑ пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сергей вӗри ҫатма ҫинчи пӑрҫа пек ӑшаланчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хурлӑхлӑ пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пурӑнсан, партиец та пулӗ, ун чухне вара теприне, хӑй пеккине юратса пӑрахӗ те, ӑна хӑйшӗн вут пек ҫунакан йӗкӗте, алӑ сулса хӑварма та манӗ.

Куҫарса пулӑш

Хурлӑхлӑ пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вӑл — комсомолка ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Хурлӑхлӑ пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Килӗнче ним ҫук пулин те, кунта вӑл хуҫа пекех, Ленин портречӗ айӗнче, хӗрлӗ хӑмач витнӗ сӗтел хушшинче ларать, сӑмах та калать.

Куҫарса пулӑш

Хурлӑхлӑ пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хрестукӑнах пурнӑҫ аван.

Куҫарса пулӑш

Хурлӑхлӑ пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех