Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

Вӑхӑт ҫитмен-ха, ҫунатсем ӳсмен.

Куҫарса пулӑш

15. Инҫе ҫул // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ним тума та ҫук, халлӗхе апла калама пултараймасть Урасмет.

Куҫарса пулӑш

15. Инҫе ҫул // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Карамышне те ятлас килет, эх, ҫав мӑрсана ҫӗнтерейместӗн, Герай-хан хӳтӗленӗ ҫӗртен Тукая ура айне таптаса чикейместӗн тесе вӑрҫас килет.

Куҫарса пулӑш

15. Инҫе ҫул // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хӑй те сисет алманчӑ, Тукайӑн ӗҫсем ҫапла ӑнса пынине курсан унӑн чӗринче темле вӗчӗрхенӳ туйӑмӗ капланса хӑпарать, Урасметӑн чӑваш мӑрсине Хусан патшипе пысӑк карачи калайман усал сӑмахсемпе вӑрҫса тӑкас килсе каять.

Куҫарса пулӑш

15. Инҫе ҫул // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Паттӑр ҫын паттӑр ҫынах ҫав — Карамышпа кушак шӑшипе вылянӑ евӗр вылярӗ.

Куҫарса пулӑш

15. Инҫе ҫул // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Сапантуйӗнче мӗнле чапа тухрӗ тата чӑваш ӗмпӗвӗ!

Куҫарса пулӑш

15. Инҫе ҫул // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тукайӑн ячӗ-шывӗ пӗтмен иккен-ха аслӑ ханпа пысӑк карачи умӗнче.

Куҫарса пулӑш

15. Инҫе ҫул // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫапла, Чалӑмра ӗҫсем хальхинче пӗртте вӑл шутланӑ пек пулмарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

15. Инҫе ҫул // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хӑйне ҫеҫ пӑхӑнса тӑракан, ӑна ҫеҫ ясак тӳлекен темиҫе ял туянӗ-ха тата мӑрса Чалӑм ҫывӑхӗнче, тем пысӑкӑш вӑрман касса илӗ, улӑх-ҫаран, акмалли ҫӗр…

Куҫарса пулӑш

15. Инҫе ҫул // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ку таврари ҫармӑс ялӗсем ун аллине кӗрсе ӳкеҫҫӗ, ӑна ясак тӳлеме тытӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

15. Инҫе ҫул // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Паллӑ, халь ӗнтӗ Тукай мӑрса тата ытларах пуйса каять.

Куҫарса пулӑш

15. Инҫе ҫул // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Карамыш калас пеккине каласа кӑтартайман-шим вара Тукай мӑрса пирки?

Куҫарса пулӑш

15. Инҫе ҫул // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Алманчӑ пӗр япалана ҫеҫ вӗҫне ҫити ӑнланса пӗтереймест: Тукай мӑрсана мӗншӗн юратать-ха ҫӗнӗ хан, ӑна мӗншӗн ҫӗнӗ вырӑн пачӗ?

Куҫарса пулӑш

15. Инҫе ҫул // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Сахал тӑрӑшрӗ-и вӑл уншӑн Хусан мӑрси чӑваш мӑрсипе урлӑ пулсассӑн?

Куҫарса пулӑш

15. Инҫе ҫул // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тем тесен те, Карамыш мӑрса Урасмет тунӑ ырӑ ӗҫсене манас ҫук.

Куҫарса пулӑш

15. Инҫе ҫул // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пурнӑҫ урапи кӑшт пӑрӑнӑҫ чупма тытӑнсан Хусана ҫеҫ кай, Карамыш мӑрсана ҫеҫ систер.

Куҫарса пулӑш

15. Инҫе ҫул // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Аван япала ку Урасметшӑн, пайталлӑ япала.

Куҫарса пулӑш

15. Инҫе ҫул // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Халӗ Карамыш мӑрса Хусанта Герай-ханӑн чи ҫывӑх ҫынни пулать.

Куҫарса пулӑш

15. Инҫе ҫул // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫуркуннех каларӗ ҫав, ман атте Крымри Гирейсемпе туслӑ терӗ.

Куҫарса пулӑш

15. Инҫе ҫул // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ахаль мар ҫав тери кӗтрӗ ӑна Чалӑм мӑрси, ҫӗнӗ хан ӑна чапа кӑларасса сиснӗ тейӗн.

Куҫарса пулӑш

15. Инҫе ҫул // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех