Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

Чарас та хӗре, мӗн пулмалли пултӑрах, мӗн илтмелли илттӗрех тесе — хӑй кӑмӑлне кӑлтӑрт кӑна карӑнлаттарса хурас?

7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Сӑмах тупайман енне ял хыпарӗсем, шкул ӗҫӗсем-мӗнсем ҫинчен пакӑлтатса, харам халап ҫапса тӑмалла-ши е хӑҫан та-пӗр пурпӗрех тапратмалли евӗке ним вӑтанса-туса тӑмасӑр тӳрех, халех, ҫак самантрах тӗпӗ-йӗрӗпе лаплаттарса хумалла-ши?

7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Динӑпа, хальччен илтмен-курман ҫын мар пулин те, мӗн тесе калаҫмалла-ши унпа?

7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Килне ҫити ӑсатасса ӑсатать те-ха, хӗрӗпе епле пуплешмеллине тӗшмӗртсе пӗтереймест-ҫке-ха Никандр.

7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ҫапла, кӗрес пӗр енӗн ячӗ — пурнӑҫ, тухас тепӗр енӗн ячӗ — вилӗм.

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Чун пек, курӑнас кун пек ылтӑн шевлиллӗ этемрен вӑхӑтсӑр, ытла та вӑхӑтсӑр уйрӑлма тивнишӗн хӳхлӗ, хурланӗ ял халӑхӗ.

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Хӑй мар, хӑй урипе утса мар ӗнтӗ тек, йӑтса, тулӑка хурса, икӗ енчен виҫшерӗн тӑрса, тупӑкне алшӑллисемпе витӗрсе, алшӑллийӗсемпе хулпуҫҫи урлӑ кӳлӗнсе, татӑла-татӑла йӗрсе, вӑраххӑн та тӳсӗмлӗн капламланӗ Кӗҫенин тӑван-пӗтенӗ ҫак укӑлча хапхинчен каялла.

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Тем пек, тем пек тепеҫленсен те пурнӑҫ ҫиппинчен тытасла, татӑлнӑ ӗнтӗ пурнӑҫ ҫиплийӗ ун тӗлне, ҫӗрнӗ-ҫӗрӗшнӗ ҫӗнелмесле.

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ку укӑлча хапхине, ку урама курасси — ӗнтӗ Кӗҫенишӗн юлашки.

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Лав, ку ҫӑтмаха Кӗҫение урӑх ӗмӗрне те кӑтартмасла сӗвеккелле чӑмса, шуххӑн, ӳсӗмлӗн кӗрсе кайрӗ укӑлча хапхинчен.

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Чарӑнассин вӗҫӗ-хӗрри те курӑнмасть.

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Тавралӑха, пӗтӗм ҫӗре шурӑ хурлӑхпа хупӑрласа хурасла, акӑнать, акӑнать юр ҫӑмхи…

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Шурӑ-шурӑ, мӑнӑ-мӑнӑ пӗлӗте авӑртса-алласа тӑнӑн, тӳперен татти-сыпписӗр тӑкӑнать, тӑкӑнать, тӑкӑнать…

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Юр — ҫӑп-ҫӑра.

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ӗнтӗ тӑван сӑрт тӳпемне те хӑпарса ҫитрӗҫ.

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Туй пӗркенчӗкӗ!..

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ах, йӑлтӑр-йӑлтӑр иртнӗ кун ҫути!..

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Тытать икӗ, алла пӗр ӗҫ, ним ыратни-чӑрмантарнине те пӑхмасть, турткаланман лашалла — ӗҫлет, ӗҫлет, ӗҫлет…

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Вӑй пухать, чиперех кӗреленсе, самайланса каять.

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Тен, вӗсене курнипех-савӑннипех, ура ҫине те тӑма тытӑнать.

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех