Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

Патшалӑх строительствин тата вырӑнти хӑй тытӑмлӑх комитечӗн председателӗ Андрей Марушин саккун проекчӗпе паллаштарнӑ май муниципалитет служащийӗсене хавхалантармалли хисеп палли пуласси ҫинчен пӗлтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Награда паттӑрсене тупӗ // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/nagrada-pattarsene-tupe

Интереслӗ ыйту — Чӑваш Республикин патшалӑх наградисем ҫинчен калакан саккуна улшӑнусем кӗртесси.

Куҫарса пулӑш

Награда паттӑрсене тупӗ // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/nagrada-pattarsene-tupe

Шел те, хурав пулмарӗ тесен те юрать: «и.о.» Сӗнтӗрвӑрринчи шкул паян ӗҫленине кӑна ҫирӗплетрӗ, Сад микрорайонӗнчи шкулти ӗҫ-пуҫа вара вӑл пӗлмест-мӗн.

Куҫарса пулӑш

Награда паттӑрсене тупӗ // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/nagrada-pattarsene-tupe

Тӳрлетӳсем пысӑк пӗлтерӗшлӗ тееймӗн – вӗсене сӑмахсӑрах йышӑнчӗҫ, анчах депутатсем меллӗ самантпа усӑ курса Сӗнтӗрвӑрринче авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче савӑнӑҫлӑ лару тӑрура уҫнӑ, кайран вара пушар хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерменнине пула вӑхӑтлӑха хупма тивнӗ шкулти ӗҫ-пуҫпа, тӗп хулари Сад микрорайонӗнче вӑхӑтра хута ярайман шкулти пушар хӑрушсӑрлӑхӗн лару-тӑрӑвӗпе интересленчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Награда паттӑрсене тупӗ // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/nagrada-pattarsene-tupe

Патшалӑх Канашӗн черетлӗ XXIII сессийӗнче ГКЧС председателӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Александр Степанов трибуна умне ирӗклӗ пушар хуралӗ ҫинчен калакан саккуна улшӑнусем кӗртмелли проектпа тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Награда паттӑрсене тупӗ // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/nagrada-pattarsene-tupe

Пӗр-пӗринпе курса калаҫма тӳр килнишӗн савӑнӑҫне пытармарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ентешлӗх уявӗ иртрӗ // Екатерина ЧЕРТЫНОВА. http://kanashen.ru/2023/12/08/%d0%b5%d0% ... 82%d1%80e/

Фойере йӗркеленӗ алӗҫ куравне хак пачӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ентешлӗх уявӗ иртрӗ // Екатерина ЧЕРТЫНОВА. http://kanashen.ru/2023/12/08/%d0%b5%d0% ... 82%d1%80e/

Уявра хӑнасем концерт курса кӑмӑлӗсене ҫӗклерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ентешлӗх уявӗ иртрӗ // Екатерина ЧЕРТЫНОВА. http://kanashen.ru/2023/12/08/%d0%b5%d0% ... 82%d1%80e/

Вӗсен ырӑ пуҫарӑвӗсене хапӑлласа йышӑнса пурнӑҫа кӗртме тӗрев парассине шантарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ентешлӗх уявӗ иртрӗ // Екатерина ЧЕРТЫНОВА. http://kanashen.ru/2023/12/08/%d0%b5%d0% ... 82%d1%80e/

Ентешлӗх чӑмӑрӗнче тӑракан хастарсем Канаш тӑрӑхӗнчен тухнӑ тата унта пурӑнакан ҫынсене йывӑр вӑхӑтра кашнине пур енлӗ пулӑшма хатӗр пулнине уҫӑмлатрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ентешлӗх уявӗ иртрӗ // Екатерина ЧЕРТЫНОВА. http://kanashen.ru/2023/12/08/%d0%b5%d0% ... 82%d1%80e/

Канашсем яланах хӑйсен ӗҫченлӗхӗпе тата ырӑ кӑмӑлӗпе палӑрса тӑнине каларӗ.

Куҫарса пулӑш

Ентешлӗх уявӗ иртрӗ // Екатерина ЧЕРТЫНОВА. http://kanashen.ru/2023/12/08/%d0%b5%d0% ... 82%d1%80e/

Юрий Тарасов ентешлӗх ҫулран-ҫул ҫирӗпленсе пынине пӗлтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ентешлӗх уявӗ иртрӗ // Екатерина ЧЕРТЫНОВА. http://kanashen.ru/2023/12/08/%d0%b5%d0% ... 82%d1%80e/

Уява пуҫтарӑннӑ канашсене ентешлӗх ертӳҫи Юрий Тарасов, Анатолий Кибеч ҫыравҫӑ, округ пуҫлӑхӗн ҫумӗ Валерий Чернов, вырӑнти депутатсен пухӑвӗн ертӳҫи Сергей Шерне, Раҫҫей Паттӑрӗ Николай Гаврилов тата ытти хисеплӗ хӑнасем саламларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ентешлӗх уявӗ иртрӗ // Екатерина ЧЕРТЫНОВА. http://kanashen.ru/2023/12/08/%d0%b5%d0% ... 82%d1%80e/

Ҫавӑн пекех салтаксем валли гуманитари пулӑшӑвӗ пуҫтарас ӗҫре пысӑк хастарлӑх кӑтартакан волонтерсене те уйрӑммӑн палӑртса хӑварчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ентешлӗх уявӗ иртрӗ // Екатерина ЧЕРТЫНОВА. http://kanashen.ru/2023/12/08/%d0%b5%d0% ... 82%d1%80e/

Уявра патриот-ҫемьесене ӑшӑ тата ырӑ сӑмахсем каласа хавхалантарчӗҫ, Тав хучӗсем парса чысларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ентешлӗх уявӗ иртрӗ // Екатерина ЧЕРТЫНОВА. http://kanashen.ru/2023/12/08/%d0%b5%d0% ... 82%d1%80e/

Ӑна ятарлӑ ҫар операцине хутшӑннӑ салтаксене тата вӗсен ҫемйисене пур енлӗн пулӑшса пырас тӗллевпе йӗркелерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ентешлӗх уявӗ иртрӗ // Екатерина ЧЕРТЫНОВА. http://kanashen.ru/2023/12/08/%d0%b5%d0% ... 82%d1%80e/

«Канашсем» ентешлӗх уявне халалланӑ мероприяти шӑматкун, раштав уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, Шупашкарта К.В. Иванов ячӗллӗ чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче иртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ентешлӗх уявӗ иртрӗ // Екатерина ЧЕРТЫНОВА. http://kanashen.ru/2023/12/08/%d0%b5%d0% ... 82%d1%80e/

Ҫитӗнекен ӑрӑва пухнӑ пуян опыта парса хӑварма хаваспах килӗшрӗм.

Куҫарса пулӑш

Ял хӑвачӗ — туслӑхпа ӗҫченлӗхре // Вероника ИВАНОВА. http://kanashen.ru/2023/12/15/%d1%8f%d0% ... %80%d0%b5/

Тӗрӗ тӗрлес енӗпе ӑсталӑха хӑйсене вӗрентме ыйтни вара чуна ҫунатлантарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял хӑвачӗ — туслӑхпа ӗҫченлӗхре // Вероника ИВАНОВА. http://kanashen.ru/2023/12/15/%d1%8f%d0% ... %80%d0%b5/

Шӑпӑрлансемшӗн пуканесене чӑваш тумӗ тӑхӑнтарса капӑрлатни уйрӑмах кӑсӑклӑ пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял хӑвачӗ — туслӑхпа ӗҫченлӗхре // Вероника ИВАНОВА. http://kanashen.ru/2023/12/15/%d1%8f%d0% ... %80%d0%b5/

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех