Çĕннисем
«Ҫук, татах ӗҫлемелле манӑн, ӗҫӗмпе сиплӗп суранӑмсене», — шухӑшларӗ художник тӗрӗслӗх ҫавах ҫӗнтерессе шанса.
V // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.
Мӗнле Эверкки Садуров пулӗ-ха вӑл ун пек ыйткалама кайсан?
V // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.
Ӗнтӗ, вырӑнти пуҫлӑхсем патне кайса хайне хӳтӗлеме, усал ҫӑхавран хӑтарма ыйтма та пултарать вӑл.
V // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.
«Манӑн пӗрле ӗҫлекен юлташсем умӗнче нимӗнле айӑп та ҫук. Никама нимӗн ӗнентермелли те ҫук. Калаҫӗҫ-калаҫӗҫ те, ҫӑварӗсем ывӑнсан, чарӑнӗҫ хӑйсемех», — ҫапла шутларӗ Эверкки.
V // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.
Вара вӑл Чернобыльтен тӗлӗнмелле (ах, нихӑҫан, ӗмӗрне те ӳкермӗччӗ вӑл ҫав тӗлӗнмелле картинӑсене. Трагеди пулнӑ вырӑна аса илмессерен куҫ хуралса килет. Телей, илем ҫеҫ ӳкерӗччӗ, анчах пурнӑҫра апла мар-ҫке-ха) картинӑсем илсе килнӗ тесе, ҫав картинӑсене Мускаври выставкӑра кӑтартаҫҫӗ тесе этем чыс-хисепне йӑлтах ҫухатмалла-и?
V // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.
Анчах нумай пулмасть ҫеҫ пӗрле ӗҫленӗ пӗрле калаҫнӑ-кулнӑ ҫынсемех хӑвӑрт ҫапла улшӑнса кайнине ӗненес килмерӗ унӑн.
V // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.
Хӑйне йӗри-тавра хура пӗлӗтсем хупӑрласа илнине Эверкки пӗлмест мар-ха.
V // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.
Элек ҫӑварне пӗчченҫи хупма ҫав тери кансӗррине-йывӑррине темшӗн-ҫке шута илсе ҫитереймерӗҫ, шереметсем.
IV // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.
Эверкки майлисем ҫак юхӑма ҫӗнтерме вара те вӑй ҫитереймерӗҫ, те хӑюлӑх — Эверкки ҫӑхавҫӑсен ҫӑварне вӗсем пулӑшмасӑрах хуплама пултарасса шанчӗҫ.
IV // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.
Аре, ак сиктӗр ытлашши, вӗсенчен ҫӳлерех ан ҫӗклентӗр!
IV // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.
Теприсем, Кактышев майлисем, иртнӗ ҫулсенче япӑхах мар ӗҫленӗ-ӳкернӗ, чипер картинӑсем ӑсталанӑ художниксемех, мӗншӗнне хӑйсем те лайӑххӑн пӗлмесӗр, Садуров художнике тавӑрас тесе хӗмленчӗҫ.
IV // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.
Чылайӑшӗ кунашкал кавар ҫинчен пӗлмесӗрех юлчӗ: пӗтӗмпех ӗҫ ӑшне путнӑ те художниксен союзӗнче пулса иртекен шӑв-шав ҫинчен пачах илтмен.
IV // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.
Ним ҫукранах нимӗр пӗҫернине сисрӗҫ-ха хӑшӗсем, анчах те хайсем халиччен ҫакнашкал лару-тӑрӑва лексе курманран, те шухӑшлама ӳркенсе те хирӗҫ тӑма вӑй ҫитереймерӗҫ, алӑ сулчӗҫ.
IV // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.
Ҫапла майпа художниксен, пултарулӑх ҫыннисен, союзӗ ҫумӗнче Садуров Аверкий Федорович художник Чернобыльти атом станцийӗнчи вӑтӑр километрлӑ зонӑри хӑрушӑ инкеке путарса лартас ӗҫе хутшӑннӑ е хутшӑнман; хӑй ирӗкӗпе кайнӑ-и вӑл, е чӑнахах та ҫар комиссариачӗ урлӑ; картинӑсем ӳкернӗ е ӳкермен текен иккӗленӳллӗ шухӑшсене сирсе яма! ятарлӑ комисси! йӗркеленчӗ.
IV // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.
Садуров Эверкки чунне-чӗрине ҫав ухмахла «тӗрӗслев» еплерех ыраттарма пултарасса асне те илмерӗ, тавҫӑраймарӗ.
IV // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.
Уҫҫи-хуппине тупас та ҫапла май ӗҫе хупас, терӗ пулинех хирӗҫӳ тата шаларах кӗрсе кайма пултарасса чухлаймасӑр.
IV // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.
Хирӗҫӳн нихӑш енне те илме аптрарӗ вӑл, ҫӗнӗ шӑпӑр.
IV // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.
— Ҫӗр тӗслӗ сӑмах ҫӳретиччен, тӗрӗслесе пӑхар, эппин, — куҫран ӳкеймерӗ председатель те.
IV // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.
Художниксен Союзӗнчи яваплӑ ҫынсемпех «канашласа» илчӗҫ, Садуров художнике тӗрӗслеме чӑнах та кирли ҫинчен ӗнентерчӗҫ.
IV // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.
Ҫук-ха, иккӗленекенсем тӳрех ҫар комиссариатне ҫул тытмарӗҫ.