Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

— Командир, кунтан лайӑхрах самант урӑх тупӑнаяс ҫук, — Никифоров патне пырса, хӗрӳллӗн каларӗ ҫармӑс салтак.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Пурте ҫамрӑкчӗ ҫав, ҫитменнине вӗсем, хӗрлисем кунтан ытла аякрине пӗлекенскерсем, тыткӑнри ҫынсем тарма пултараҫҫӗ тесе шутламастчӗҫ курӑнать.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Хурал салтакӗсем ӑна тимлӗ итлерӗҫ пулин те, каҫпа пӗрин хыҫҫӑн тепри таҫта кая-кая ҫухалчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Май уйӑхӗн вӗҫӗнчи шӑматкун каҫ хӗрлӗ армеецсене вӑрмантан барака илсе таврӑнсан, жандарм офицерӗ конвоирсене хӑй чӗлхипе тем хытарсах каларӗ те, — лайӑхрах сыхлама хушрӗ тем, урӑх мӗн пултӑр, — тӑрантас ҫине ларсах таҫта тухса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫапла ушкӑн тарма хатӗрленсе ҫитрӗ, меллӗ самант тупӑнасса кӗтрӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ванькка, вӑрманта каннӑ самантсенче кӑмпа пухма тесе, пӗр конвоиртан кивӗ салтак кутамкки ыйтса илчӗ…

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫармӑс салтак икӗ курупкӑ шӑрпӑк хатӗрлерӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Вӑл, таҫтан хуҫӑк ҫава татӑкӗ тупса, тӑватӑ пекӗ турӗ, пурне те хӑйраса ҫивӗчлетрӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Майоров хӑйне локомобиль юсама хушнипе усӑ курчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Командир хушнипе ыттисем те ҫула пикенсех хатӗрленчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тепӗр эрнерен хайхи пӗр хутаҫ сухари хатӗр пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Кулача вара Никифоров никама та партармарӗ, чӗллӗн-чӗллӗн касса, барак маччи ҫине сарса хуртарчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫӑмартана, кукӑль-пӳремече пурне те валеҫсе ҫирӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫапла ҫӳресен-ҫӳресен, тыткӑнри салтаксем чылай ҫимӗҫ пухса таврӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ан пӑшӑрханӑр, вӗсем ҫимӗҫ пурин валли те ҫителӗклех пухӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Пӗр виҫӗ мӑшӑра ҫӳретме пултаратпӑр.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Эсир нумаййӑн, саланса пӗтсен, кайран пуҫтар-ха сире.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Аслӑ конвоир кӑштах иккӗленсе тӑчӗ те: — Пурне те, паллах, ирӗк параймастпӑр, — терӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тен, кӗлле ӗлкӗреймен вырӑнне, пире килӗрен ҫӳреме ирӗк паратӑр? — ыйтрӗ Никифоров, тем шут тытнӑскер.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Конвоир пансем, йӑлана кӗнӗ йӗркепе, христиансем мункунра пурте пӗр-пӗрин патне ҫӳреҫҫӗ, пӗр-пӗрне тутлӑ апат-ҫимӗҫпе сӑйлаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех