Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

Унӑн улӑм витнӗ пӗчӗк пӳрчӗ Эльгеевӑн кайри-малтиллипе юнашар ларни — мӑшкӑлласа ларнӑ пек те туйӑннӑ ӑна хӑш чухне.

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Сарт Ҫеменӗ Уҫӑп Тимахвейчпа пӗрле ӳснӗ, анчах ҫур ӗмӗрне килте пурӑнса ирттермен: ҫирӗм икӗ ҫул таҫта «сартсем» патӗнче салтакра пурӑннӑ, тӗрӗксемпе те ҫапӑҫса курнӑ, улпутсем патӗнче те Аҫтархан кӗпӗрнинче пул тытса нумай пурӑннӑ — ҫапах та ырӑ кил-ҫурт лартайман.

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Эпир кунти ҫынсем мар — Энтри пасар енчисем, Катӑк Ҫтаппан, ай, ачисем — Сарт Ҫемен тавраш теке-енсем, ах, анчах!

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Юрлама юратакан Сарт Ҫеменӗ, кӑшт хӗрӗнкӗрех чухне, ҫапла юрлатчӗ вара Уҫӑп Тимахвейч патне ӗҫке пырсан:

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Эльгеев ҫӗрме пуянсен шутне кӗреймен, анчах ҫынсем ӑна хисепленӗ: Микулай Уҫӑпӑчӑн ачисем те хӑй пекех тараватлӑ ӳсеҫҫӗ, тенӗ.

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Пуян ҫынсемшӗн «ҫын пул» тени — вӑйлӑ та укҫаллӑ пулма тӑрӑш тени, ӑслӑ ҫынсемшӗн — пурлӑху ҫитеймесен те аҫу пек ӑслӑ пул тени.

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Анчах «ҫын пул» тенин кашни ҫемьере уйрӑм сӑн-сӑпачӗ пур.

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Пурнӑҫ ку таранччен Сашшашӑн хӑй аллинче пулман — аслисен ӑсӗпе, ашшӗ ҫул кӑтартнипе пынӑ: кай, кил, вӗрен — ҫын пул.

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Элек пулсан — нумая пымӗ, тӗрӗслӗх ҫӗнтерӗ, анчах мӑшкӑл — этем чунне ӗмӗрлӗхех сиен кӳрет.

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

— Элек-ши ку е мӑшкӑл-ши?

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Элекпе мӑшкӑл — икӗ пуҫлӑ вутҫӗлен: пӗр пуҫӗпе сӑхсан — элек сарӑлать, тепӗр пуҫӗпе сӑхсан — мӑшкӑл юлать.

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Анчах ун пек этем шывра та путмасть, вутра та ҫунмасть.

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Маркела пуҫхӗрлӗ арман пӗвине ывтӑнтарса яни — путарса вӗлерессинчен инҫе мар пулнӑ.

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ваҫҫана — ӳсӗрскере — тахҫанах вӗрентмелле пулнӑ: вӑл тикӗт сӗрес йӑлана ют ҫӗртен илсе килнӗ.

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Уншӑн халӗ тӑшман путса вилнӗ пулсан та, нимӗн те мар, ҫылӑхне вӑл туйман.

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Елюкран кулса мӑшкӑл туни — ӑна хӑйне хур туни пекех туйӑннӑ.

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Микихвере качча парасси ҫинчен пӗлсен, унӑн тата ытларах Елюка хӑйӗн мӑшӑрӗ тӑвас килнӗ.

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Сашша Елюк пекех пуҫне ватман, анчах вӑл та чӗререн юратнӑ хӑйӗн савнине.

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ашшӗ хӗненине Елюк тивӗҫлипе тӳсрӗ: «Пӗтсен пӗтем — чӗре хушнине тӳр калам» — тенӗ вӑл.

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Арҫын арҫынла тавӑрӗ мӑшкӑлшӑн, анчах Елюкӑн мӗн тумалла?

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех