Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

Вӗлле пӳртӗнчен ҫынсем тухрӗҫ пулас, лутра алӑк, чалӑшшипе ҫӗре перӗнекенскер, хӑлт-халт туса уҫӑлчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Сехӗрленессе унран кашниех сехӗрленет-ха, хисеплемешкӗн тесен, темле ҫав…

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Пӗтӗм чӑваша хӑратса ҫитернӗ ҫын.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Кам вӑл, Калюк Антунӗ?

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Хисеп тесен…

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ялти чи пуян Апликан Хӗлипӗ те — тӑпри ҫӑмӑл пултӑр! — халӗ унпа танлашаймӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Мӗнех, мул енӗпе илсен, ирттерчӗ, паллах.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Анчах тӳрӗ чунпа ӗҫлесе мул пухасшӑнччӗ, ялти чи пуян ҫынсенчен ирттересшӗнччӗ, чи хисеплӗ ҫынсенчен пӗри пуласшӑнччӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Пытармасӑр каласан, пуринчен мала тухмашкӑн унччен те хирӗҫ марччӗ-ха.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Хӑҫан та пулин ӗмӗтленнӗ-и вӑл ҫакнашкал пурнӑҫ ҫинчен?

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Чӑнах, мӗн пирки ҫитсе ҫапӑнчӗ-ха Калюков ҫак шая?

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Халь ӑна-кӑна пуҫ тавра ҫавӑрттарас тӗлӗшпе кая юлнӑ, чавсана ҫыртаймӑн…

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ара, вӑхӑт ӗнтӗ мар, тахҫанах шухӑшламаллаччӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

«Пӑртак ӑна-кӑна пуҫ тавра ҫавӑрттарса пӑхмашкӑн вӑхӑт ӗнтӗ, Антун», — шухӑшларӗ те Калюков хӑйӗнчен хӑй мӑшкӑлласа кулса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Паян та Калюков ирхине, умӗн пӗр стакан каҫунккӑ ӗҫсе, пӑшӑхланӑ кайӑк кӑвакалне пӗчченех пӗрне ҫисе ячӗ те, ун хыҫҫӑн тата пӗр алтӑр сӑрапа хырӑмне тир карӑниччен тултарсан, сӗтел хушшинчен ниҫта та кайма шутламан юлташӗсене пӑрахса, пӳртрен тухрӗ, пыл хурчӗсем сӑхасран шикленсе, темшӗн-ҫке, ҫав нӑрӑлтисем эрех шӑршине тӳсме пултараймаҫҫӗ, — утар карти урлӑ каҫрӗ, ҫырма хӗррине кайса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Халӗ унтан ни каялла анма, ни малалла кайма ҫук: йӗри-тавра тӗпсӗр авӑр…

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Епле ҫитсе тӑчӗ вӑл ҫак шая, епле хӑпарчӗ тискерлӗх тӑвӗ ҫине?

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Анчах Ҫӗпӗртен таврӑнса вӑрӑ-хурах ӗҫне чӑнласах пуҫӑннӑ чухне тӗллевӗ урӑхчӗ-ҫке Антунӑн, ҫын вӗлересси марччӗ, кирлӗ чухлӗ мул пухасси кӑначчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Пулчӗ кӑна мар, ҫав самантра хӑй те чӑнласах ӗненчӗ ҫакна, халӗ те ӗненет.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Хӑй Минӑран хӑюллӑраххине, вӑйлӑраххине, пултаруллӑраххине, ӑслӑраххине кӑтартасшӑн пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех