Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

Камышин кун ҫинчен пӗлтерсен тин Ятман тек хӑйне ют ҫын вырӑнӗнче ларнӑ пек туйма пӑрахрӗ, вӑл ӗнтӗ халь ҫынсене хӑй шутласа хунӑ пысӑк ӗҫе тумашкӑн хатӗрлеме тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

XVII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Ятмана тивме кирлӗ мар, председательте вӑлах юлмалла, Кабира хӑйне бригадира е ҫавӑн пек урӑх ӗҫе лартмалла.

Куҫарса пулӑш

XVII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ятман ыйтнӑ тӑрӑх, Кабирпа вӑл мӗнле ӗҫе каясшӑн пулни пирки райком секретарӗ Камышин та калаҫса пӑхрӗ, ӑна та Кабир ҫав сӑмахсенех каларӗ.

Куҫарса пулӑш

XVII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Председательне унта суйлӑпӑр — сана-и, мана-и, ҫынсем пирӗн ҫук мар.

Куҫарса пулӑш

XVII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Тухсан, пирӗншӗн лайӑх.

Куҫарса пулӑш

XVII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Тухать, — терӗ Ятман кӗскен ҫеҫ.

Куҫарса пулӑш

XVII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Тата вӑл туман тиха пилӗкне хуҫнипе пӗрех — те ӗҫ тухать-ха, те тухмасть те.

Куҫарса пулӑш

XVII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Колхозсене пӗрлештериччен малтан тырпула пуҫтарса кӗртсе валеҫес пулать.

Куҫарса пулӑш

XVII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Вӑл час пулакан япала мар-ха.

Куҫарса пулӑш

XVII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Виҫӗ колхоза пӗрлештерес пулсан, кутӑнланаймастӑн вара, асту, сана ун чухне райкомпа калаҫса татӑлсах председателе лартатпӑр, — пӳрнипе юнарӗ Ятман.

Куҫарса пулӑш

XVII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Тӳрӗ кӑмӑлпа.

Куҫарса пулӑш

XVII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Тӳрӗ кӑмӑлпа калатӑн?

Куҫарса пулӑш

XVII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Юрататӑп вӑл ӗҫе.

Куҫарса пулӑш

XVII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Эпӗ председатель пуличчен фермӑра ӗҫленӗ вӗт.

Куҫарса пулӑш

XVII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Халӑх шанса парсан, эпӗ каллех фермӑна илнӗ пулӑттӑм.

Куҫарса пулӑш

XVII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Эс ӗҫсӗр лараймастӑн вӗт-ха?

Куҫарса пулӑш

XVII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Ҫапах та сан чуну мӗнле ӗҫ патне туртать?

Куҫарса пулӑш

XVII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ӗҫле чипер кӑна, эпир сана вӑй ҫитнӗ таран пулӑшӑпӑр, вот ман татӑклӑ сӑмахӑм.

Куҫарса пулӑш

XVII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Эпӗ хам шухӑша пытарман, пытарассӑм та ҫук.

Куҫарса пулӑш

XVII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Пӗр-пӗрне ӑнлансан лайӑхрах пулӗ.

Куҫарса пулӑш

XVII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех