Çĕннисем
— Атьӑр, ӗҫер ҫак ятпа! — сӗнчӗ Курносов, ҫамрӑккипе хытсах ҫитмен сассине хулӑннӑн кӑларма тӑрӑшса.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
— Лаша усрама та йывӑр, — текелерӗҫ сӗтел хушшинче ларакансем.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
— Чӑнах та, хӗлле ушкӑнпа ӑҫта кайса кӗрес.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
— Ну, мӗнле, килӗшрӗмӗр-и?
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Сутӑнчӑка, хӑвӑрах ӑнланма тивӗҫ… — ал тӳрчӗпе мӑй урлӑ шӑлса илчӗ вӑл.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Енчен те харпӑр хӑй ухмаххипе лягавӑйсен аллине лексен, астӑвӑр: эпир пӗр-пӗрне пӗлместпӗр, курман, илтмен.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Хӗл каҫа эрех-сӑрапа чӑпӑл туса пурӑнмалӑх ҫитӗ сире.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Йысна, ак, укҫа пухса пӗтерет те кашнинех валеҫсе парать.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Тулӗк пӗр япала пирки асӑрхаттарам: пӗччен сунара ан ҫӳрӗр.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Тӗнче хӗсӗр мар, яснӑ?
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Сирӗн, тен, тутарта е урӑх ҫӗрте тӑвансем пур…
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
— Эпӗ, сӑмахран, иртнӗ хӗле Ҫӗпӗрте ирттертӗм.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
— Кун пирки, ачасем, хӑвӑр шухӑшлӑр, — терӗ Калюков.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
— Ия, ӑҫта кайса пӗтӗпӗр? — кӑсӑкланчӗҫ ыттисем те.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
— Ӑҫта саланӑпӑр вара? — ыйтрӗ Курносов.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Эпир те ҫаплах, ҫутҫанталӑк хушнӑ пек тӑвӑпӑр.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Ҫуркунне, курӑк шӑтсан, выльӑхсем кӗтӗве пухӑнаҫҫӗ те ҫаран ҫине тухаҫҫӗ.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Мӗншӗн тесен эпир, шел, мулкачсем мар, хӗле кӗрсен тӗс улӑштараймастпӑр, эппин, пире йӗрлесе тупасси те пӗрре сурмалӑх ӗҫ кӑна.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
— Вӑхӑтлӑха, ачасем, вӑхӑтлӑха кӑна.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
— У-у! — те ырласа, те сивлесе сасӑ пачӗҫ пурте.