Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

Так ведь? — ыйтрӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.

— Мама — по-вашему «анне».

Куҫарса пулӑш

3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.

Тепрехинче Сантӑр ӑна чӑвашла «анне» тесе чӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.

«Сантӑр мана анне тенине илтсен, тем калӗ ӗнтӗ, каяннӑй», — шухӑшларӗ Наттал, вырӑс ачине пуҫран ачашласа.

Куҫарса пулӑш

3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.

Те тӑрӑхласшӑн, те чӑнах та турра ҫав териех ӗненет?

Куҫарса пулӑш

3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.

Аптрамалла хӗр вӑл Кӗтери, Виктор кайнине хӑй куҫӗпех курчӗ — пурпӗрех халӗ те «турӑран ача ыйтма» ӳкӗтлет.

Куҫарса пулӑш

3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.

Наттал килӗштерсех каймасть Кӗтерне, колхоз тунӑ вӑхӑтра ашшӗ-амӑшне Ҫӗпӗре тытса ямалла тунӑ, — темскер пысӑк сӑтӑрах тунӑ пуль ҫав ӗнтӗ, колхоза хирӗҫ тӑнипех ҫырлахман; вӗсен хӗрӗ, Кӗтери ӗнтӗ, ҫул ҫитмен тесе, айӑпран хӑтӑлса юлнӑ, ялти сӑмах-юмахран парӑнас шутпа Шупашкара куҫса килнӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.

Кӗтери, унран ултӑ ҫул кӗҫӗнрехскер, пӗрехмай «турӑран ача ыйтма» хистетчӗ, вара, курӑн ак, Виктор пӑрахса каймӗ (куна вӑл маларах сиснӗ-ши) текелетчӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.

Вӑл мар, Наттал хӑй уйрӑлса каять тейӗн ҫав…

Куҫарса пулӑш

3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.

Тӗлӗнмелли те тупӑнчӗ сывпуллашнӑ чух: Наттал шӑппӑн, чӗмсӗррӗн тӑчӗ, Викторӑн куҫҫуль тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.

Виҫӗ ҫул пӗрле пурӑнса та пӗр-пӗрне сив сӑмах каламаннине, уйрӑлу самантне шӑв-шавпа нӗрсӗрлетмӗҫ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.

Яланлӑха уйрӑлнине пӗлсех Наттал, ырӑ пурнӑҫ пултӑр санӑн тенисӗр пуҫсӑр, урӑх нимех те шарламарӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.

Кайрантарах упӑшки хӑйне Хусан тӑрӑхне куҫарни ҫинчен пӗлтерчӗ те, тулли чӑматанне ҫӗклесе, лӑпкӑн, шӑппӑн килтен тухса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.

Ҫапла ӑнлантарчӗҫ тухтӑрсем ача пулманнине.

Куҫарса пулӑш

3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.

Пӗчӗклех выҫӑпа асапланни, йывӑр чирлесе ирттерни ним йӗрсӗрех хӑварман иккен Наттала…

Куҫарса пулӑш

3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.

Иккӗшин умӗнчех ача сассисӗр, сӑпкасӑр ҫемьене ҫемье теме май ҫук текелерӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.

Хӑй мӑнук кӗтсе пурӑннине астутарсах тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.

Виктор темле шухӑша кайса, чӗмсӗрленсе ҫӳреме тытӑнчӗ, хунямӑшӗ те «йӗпене шывпа типӗтекенскер» йышши лекрӗ тата.

Куҫарса пулӑш

3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.

Иккӗшӗ те, паллах, ача кӗтрӗҫ — ача пулмарӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.

Упӑшки, Виктор Миловидов, Атӑл пӑрахучӗ ҫинче механикра ӗҫлетчӗ, Наттал — стройкӑра.

Куҫарса пулӑш

3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех