Çĕннисем
Вара ҫав кунах Ева патне кайрӗ, анчах унпа тӗл пулса калаҫаймарӗ: тахӑш вӑхӑтра ирхине вӑл сасартӑк тӑнран каннӑ, тет; хӑйпе пӗрле пурӑнакан студенткӑсем ӑна больницӑна леҫсе янӑ, тет.
3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Е вӑл?.. — киревсӗр шухӑш пырса кӗнинчен хӑй те шарт сикрӗ Павлуш.
3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Хытах кӳрентерчӗ ҫак шухӑш Павлуша: Ева Сашӑна юратнах пулсан, вӑл пымаллах пулнӑ-ҫке ӑна юлашки ҫула ӑсатма.
3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Мӗншӗн-ши: савнин тӑванӗсенчен вӑтаннипе-ши (вӑл Сашӑн арӑмӗ пулман-ҫке уншӑн куҫҫуль тӑкма), е унӑн юратӑвӗ савнин чӗри тапма чарӑниччен ҫеҫ пулнӑ-ши?
3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Пуринчен ытла ҫак кӳрентерчӗ Павлуша: Саша ячӗ унӑн чӗринче ӗмӗрлӗхех юлчӗ пулӗ, анчах мӗншӗн-ха унӑн чун савнийӗ ӑна пытарма килмерӗ?
3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Ирӗксӗрех Павлуша Саша сӑмахӗсем аса килчӗҫ: ятсӑр салтак пулас килместчӗ унӑн.
3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Чинне-мӗнне кӑтартман унта: миҫе ҫулта пулнине тата хӑҫан вилнине ҫеҫ ҫырса хунӑ.
3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Акӑ, ку лӑпка ҫӑва ҫинче Александр Паймукӑн хушамачӗ те юман хӗрес ҫумӗнче паллӑ пулса юлчӗ.
3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Юписем ҫумне йывӑҫ хӑмасем ҫыпӑҫтарнӑ, унта, хура сӑрӑпа ҫырса, салтаксен хушамачӗпе ячӗсене паллӑ тунӑ, хӑҫан вилнине кӑтартнӑ.
3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Палӑк тавраш пулман вилтӑприсем ҫинче: сайра хутра йывӑҫ хӗрессем курӑнаҫҫӗ; сарлака тӗмсем ҫинче — тӑваткал юпасем.
3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Юнашар — пӗчӗк вӑрман.
3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Йӗплӗ пӑралукпа карталаса тытнӑ тӑваткал масар вырӑнӗ Кабан кӳлли вӗҫӗнче, тӳрем вырӑнта вырнаҫнӑ.
3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Вӑл лавпа Сашӑна пытарма унӑн пиччӗшӗпе йӑмӑкӗ кайрӗҫ.
3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Мӑнукӗ вилни ҫинчен яла телеграмма ҫитсен, Саша аслашшӗ — ватӑ Паймук — пит хуйхӑрчӗ, Урай хӑминчен тупӑк хатӗрлеттерсе, Хусана лав ячӗ.
3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Шӑтӑкне старик хӑй юлташӗсемпе чавса хатӗрлеме килӗшрӗ.
3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Командирсене, — тӑванӗсем пулсан, — уйрӑм пытарма чармаҫҫӗ, терӗ.
3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Анчах систерчӗ: нумай вырттарма хушмаҫҫӗ, терӗ, киле парса ямаҫҫӗ, ҫар масарӗ ҫине илсе каймалла пулать, терӗ.
3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Старик ҫемҫелчӗ.
3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Вӗсем ахаль тумӗҫ, ҫӑнӑх илсе килсе парӗҫ, — мӗн каланине хӑй те ӑнланса илеймесӗр, виле хуралҫине тилмӗрчӗ Эльгеев.
3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Пытарма тӑванӗсем килӗҫ.