Çĕннисем
Ҫав хушӑра урам енчи кантӑкран темиҫе хутчен тӑкӑртаттарни илтӗнчӗ.
1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
Паян, благовещени кунне пӑхмасӑрах, Павӑл Анисим Митрофанович Васильев профессор патне кайма хатӗрленетчӗ.
1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
Эльгеев кӑнтӑрла анатомичкӑра е лабораторисенче ӗҫлет, каҫсерен — эрнере икӗ хут — сӗрме купӑс преподавателӗ патне ҫӳрет.
1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
Консерватори ҫуртне начар ӑшӑтнӑ пирки музыка преподавателӗсем хӑйсен килӗсенче уроксем параҫҫӗ.
1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
Пӗр вӑхӑтрах университетра та, консерваторинче те вӗренесси Павӑлшӑн ҫӑмӑл пулмарӗ, ҫапах сӗрме купӑс класне ҫӳреме пӑрахмарӗ вӑл, музыкҫӑ пулас шухӑш пуҫран тухмарӗ.
1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
Хӗрарӑм ролӗсене вылякансем тупӑнманнипе Эльгеев «Нарспи» поэма тӑрӑх хӑй йӗркеленӗ драмӑна лартса кӑтартаймарӗ.
1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
Виҫ-тӑватӑ артист — мобилизаци шучӗпе медфакра вӗренекенсем кӑна — Эльгеевпа пӗрле «Нацмен клубӗнче» пӗчӗк спектакльсем ларткаласа пачӗҫ.
1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
Кам шутланӑ «Ухатер» спектакль Тал-Мӑрса режиссершӑн юлашки пуласса.
1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
Тал-Мӑрса труппинчи юлашки артистсем те (вӑл шутра Мишинпа Моисеев та) ҫук ӗнтӗ.
1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
Хӗрлӗ Ҫартан таврӑнса аслӑ шкулсене вӗренме кӗнӗ студентсем сапалана пуҫларӗҫ — чылайӑшӗ Хӗвелтухӑҫнелле куҫа-куҫа кайрӗҫ.
1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
Студентсен столовӑйӗнче те ҫӗрмамӑк ҫӑвӗпе ҫемҫетнӗ пуҫ купӑста яшки кӑна параҫҫӗ, лаша какайӗ те курӑнми пулчӗ.
1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
Ҫурхи кунсем ҫывхарнӑ май выҫлӑх ҫави Хусана та ҫите пуҫларӗ: шкулсене ӑшӑтма вут-шанкӑ ҫук, ачасене ҫитерме сӗт-ҫу, юр-вар сахалланчӗ.
1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
Тӗлпулу хыҫҫӑн Эльгеев Ухатер трагикомедири хыт кукар рольне выляма килӗшрӗ, Ҫурҫӗр-Хӗвелтухӑҫ халӑхӗсен пулас клубӗнче ӗҫлес кӑмӑл пуррине те систерчӗ.
2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
— Театр ӗҫӗпе ҫыхӑннӑ ҫыннӑн пьеса ҫырма вӑхӑт тупмаллах.
2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
— «Пушӑ вӑхӑтра», — терӗ Тал-Мӑрса тӗртсе.
2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
Сӑвӑсем те, чӑвашла пьесӑсем те ҫыратӑн…
2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
— Хӑҫан ӗлкӗрнӗ эсӗ кун чухлӗ пьеса куҫарма?
2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
Эльгеев куҫӗ-пуҫӗ чалӑрсах кайрӗ:
2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
— Акӑ Шиллерӑн «Разбойники», эсӗ унта Карл Моор рольне выляма пулнӑччӗ, акӑ, Луначарскин «Королевский брадобрейӗ», король рольне Максимов-Кошкинский сана выляттарасшӑнччӗ, хамӑнах выляма тиврӗ.
2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
Акӑ кур, мӗн чухлӗ ҫырнӑ, куҫарнӑ, архив материалӗсем хатӗрленӗ, — терӗ те арчаран алҫыру ҫыххисем кӑлара-кӑлара хучӗ Тал-Мӑрса.