Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

Музыкӑна пӗтӗм чун-чӗререн ӑнланма, юратма, хаклама пӗлекенскер, вӑл ҫак савӑк самантра таса ҫӑл куҫӗ пек шӑнкӑртатса юхакан сасӑшӑн темӗн пама та хатӗрччӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Пазухин ҫак илӗртӳллӗ, асамлӑ, ытарайми сасса итленӗҫемӗн хӑйне хӑй ҫунат хушнӑ пек туйрӗ, самантрах салхуллӑ шухӑшӗсене манчӗ, сӑнӗпе ҫуталса, хавасланса, чунӗпе тасалса, илемленсе кайрӗ; унӑн чун хаваслӑхӗ ҫав тери ӳссе ҫӗкленчӗ, куҫӗсенче ырӑ киленӗҫпе юрату куҫҫулӗ йӑлтӑртатса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Эй, турра ҫуратнӑ таса хӗр Мария, Сан яту сӑваплӑ, хисеплӗ пултӑр…

Куҫарса пулӑш

V // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Хор юрлама чарӑнсан, аслӑ та ҫӳллӗ чиркӳре ытарма ҫук таса, илемлӗ сасӑ, пӗччен ача сасси, янӑраса кайрӗ; ян сас кашни кӗтесе кӗрсе тухса, мӗн пур эреше, турӑша, стенасене, ҫӳллӗ маччана ҫапӑнса саланчӗ, кашни ҫын чӗринче чи ачаш, чи ҫепӗҫ туйӑмлӑ хӗлӗхсене хускатрӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Музыкҫӑ сасартӑк шартах сикрӗ…

Куҫарса пулӑш

V // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Е килмен-им паян вӑл шыранӑ чаплӑ юрӑҫ?

Куҫарса пулӑш

V // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Мӗншӗн-ха Пазухин халӗ те хӑй кӗтнӗ сасса, пурте мухтакан сасса, ыттисенчен уйӑрса илеймест?

Куҫарса пулӑш

V // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Элӗк хорӗ пекки таврара урӑх ҫук, теҫҫӗ пӗлекенсем, ӑна Иван Яковлевич хӑй те итлеме питӗ юратать…

Куҫарса пулӑш

V // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Пазухин хӑй те Элӗк шкулӗнчи ачасене чиркӳре юрлаттарать.

Куҫарса пулӑш

V // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Кашни вырсарникунах шкул ачисене чиркӳре юрлаттараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Анчах урӑх ӑҫта юрлаччӑр-ха вӗсем?

Куҫарса пулӑш

V // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Айӑпсӑр ачасем таса сассисемпе ҫак тискер ӳкерчӗк айӗнче юрлани Пазухина вырӑнсӑр, тӑрлавсӑр япала пек туйӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Регентӑн пуҫӗ ҫинчех чуна ҫӳҫентерекен пысӑк картина: тамӑкра ҫылӑхлӑ ҫынсем ҫунаҫҫӗ, вӗсем патнелле хӑрушла пысӑк ҫӗлен икӗ вӗҫлӗ сӑннине тӑсса кармашать, анчах ӑна сӑнчӑрланӑ, унӑн мӑйӗ ҫине Христос ҫара уран пусса тӑнӑ…

Куҫарса пулӑш

V // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Унӑн карлӑкӗ урлӑ ачасем курӑнмаҫҫӗ, регент хӑлаҫланса тӑни ҫеҫ курӑнать.

Куҫарса пулӑш

V // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Хор хыҫалти стена ҫумне ятарласа тунӑ ҫӳллӗ балкон ҫине вырнаҫнӑ.

Куҫарса пулӑш

V // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Пазухин каялла ҫаврӑнса пӑхмасӑр чӑтаймарӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

— «Аллилуя! Аллилуя»! — ҫӗр шӑнкӑрав харӑс янранӑ пек илтӗнсе кайрӗҫ ачасен сассисем.

Куҫарса пулӑш

V // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Унӑн, тӳсме ҫук хытӑ кӑшкӑрса юрласа, тӑвӑлнӑ чунне уҫса ярас килетчӗ: ҫӗр каҫ ӑна арӑмӗ, «турӑ юнне» нумай ӗҫнӗшӗн тарӑхса, йӗтӗрпе хӗнерӗ…

Куҫарса пулӑш

V // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Тияккӑн ҫурма сасӑпа: «Аз грешен», — терӗ те шӑпланчӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

— О-у-а-аами-и-ин! — чарусӑррӑн мӗкӗрсе ячӗ хӑватлӑ сасӑпа тияккӑн (вӑл паҫӑр, Вознесенский атте сисиччен, алтарьте «турӑ юнне», Хусантан илсе килнӗ тутлӑ кагора, пӗччен вӑтӑр ҫыншӑн сыпма ӗлкӗрнӗ), Клирос ҫинче ҫынсене курӑнми тӑракан тияккӑн татах ҫӑварне карса пӑрахнӑччӗ — ӑна шикленсе ӳкнӗ понамарь алӑ тупанӗпе хупларӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех