Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

— Вӗсенчен хӑйсене хӑйсем ӗненекенсем те пулнӑ…

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ хуҫисем // Александр Алга. Ялав. — 1951. — № 6. — 7–12 с.

— Кунта гуманистсем сахал мар выртаҫҫӗ, — малалла калама пуҫларӗ Шуйттан, йӗри-таврари вилтӑприсене аллипе кӑтартса.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ хуҫисем // Александр Алга. Ялав. — 1951. — № 6. — 7–12 с.

Анчах аваллӑхӑн ҫӗрӗк шӑрши ҫӗр витӗр сӑрхӑнса ҫиеле тухать, вара масар ҫинчи шӑрша ҫил хулан лӑпкӑлӑха кӗрсе ӳкнӗ те куҫ хупнӑ урамӗсене вӗҫтерсе илсе каять.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ хуҫисем // Александр Алга. Ялав. — 1951. — № 6. — 7–12 с.

Тӗттӗм тӳпере ҫӑлтӑрсем мӑчлатаҫҫӗ, авалхи вил-тӑприсем ҫинче хура чулсем выртаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ хуҫисем // Александр Алга. Ялав. — 1951. — № 6. — 7–12 с.

Ҫакӑ ҫав тери усал тӗрӗслӗхе каласан, Шуйттан ахӑлтатса кулса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ хуҫисем // Александр Алга. Ялав. — 1951. — № 6. — 7–12 с.

Ҫапах та, ҫынсене асаплантарнӑ чух куҫ умне тухса тӑракан тискер хӑрушлӑха, вӑйлисенчен, ҫав пӗчӗк ушкӑнран, килекен тӳсме ҫук йывӑрлӑха пытарас тесе, сарлака пурнӑҫ сакки ҫине ҫав «гуманизм» ятлӑ хитре шӑналӑка карма шухӑш тытнисем тӑр-ухмахсем пулман.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ хуҫисем // Александр Алга. Ялав. — 1951. — № 6. — 7–12 с.

Гуманизм ҫинчен калаҫу итлеме вӗсене питӗ кӑмӑллине лайӑх пӗлетӗп — вӑл вӗт вӗсен хӑйсен вилӗ ҫуралнӑ ачи…

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ хуҫисем // Александр Алга. Ялав. — 1951. — № 6. — 7–12 с.

Кунта унран никам та кулмасть — вилнисем нихҫан та кулмаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ хуҫисем // Александр Алга. Ялав. — 1951. — № 6. — 7–12 с.

Фабрикӑсенче, хулари площадьсемпе урамсенче, тӗрмесемпе шахтӑсенче — чӗрӗ ҫынсем хушшинче гуманизм кулӑшла япала, вӑл унта ҫилентерсех те ярать.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ хуҫисем // Александр Алга. Ялав. — 1951. — № 6. — 7–12 с.

Гуманизм вилнӗ ҫынсем хушшинче вырӑнлӑрах — кунта вӑл никама та кӳрентермест.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ хуҫисем // Александр Алга. Ялав. — 1951. — № 6. — 7–12 с.

— Эсӗ масар ҫинче те гуманист иккен! — хавхаланчӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ хуҫисем // Александр Алга. Ялав. — 1951. — № 6. — 7–12 с.

— Ан тив вӗсем хӑйсен вырӑнне кӗрсе выртчӑр! — терӗм эп Шуйттана.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ хуҫисем // Александр Алга. Ялав. — 1951. — № 6. — 7–12 с.

Эпӗ вӗсене хӗрхентӗм.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ хуҫисем // Александр Алга. Ялав. — 1951. — № 6. — 7–12 с.

Вӗсем иккӗш те чӗтре-чӗтре илеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ хуҫисем // Александр Алга. Ялав. — 1951. — № 6. — 7–12 с.

Куҫ вырӑнӗ — шӑтӑк; ҫав шӑтӑкра — нӳрӗ те шӑршлӑ каҫ тӗттӗмӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ хуҫисем // Александр Алга. Ялав. — 1951. — № 6. — 7–12 с.

Вӗсен айӑкпӗрчисем витӗр ҫаплах ҫил шӑхӑрать, ҫил вӗсен хӑвӑл пуҫӗсенче шавлать.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ хуҫисем // Александр Алга. Ялав. — 1951. — № 6. — 7–12 с.

Икӗ шӑмӑ кӗлетке хӑйсен шӑтӑкӗсем умӗнче тӑраҫҫӗ, вӗсен шӑммисем ҫине ерипен кӗрхи ҫулҫӑсем вӗҫсе ӳкеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ хуҫисем // Александр Алга. Ялав. — 1951. — № 6. — 7–12 с.

Вӗлерессе те — камран хӑраҫҫӗ, ҫавна вӗлереҫҫӗ вӗт…

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ хуҫисем // Александр Алга. Ялав. — 1951. — № 6. — 7–12 с.

Унӑн аллипе пуртти хӑй хӑранипе, чӗтресе шикленнипе ӗҫе тытӑнаҫҫӗ…

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ хуҫисем // Александр Алга. Ялав. — 1951. — № 6. — 7–12 с.

Палач — яланах чура.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ хуҫисем // Александр Алга. Ялав. — 1951. — № 6. — 7–12 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех