Çĕннисем
Анчах губком ҫумӗнчи Чӑваш секцинче ҫав телеграмма копийӗ пулнӑ.
3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Ӑна ҫийӗнчех Яковлева кӑтартман.
3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Отвечӗ Мускавран Чӗмпӗрти депутатсен Совечӗ ячӗпе килнӗ иккен.
3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Вара, аптраса ҫитнӗскер, вӑл Ленин патне телеграмма янӑ.
3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Шуррисем тухса кайсан, Иван Яковлевича курайман тӑшмансем тем тӗрлӗ суя сӑмах сарнӑ иккен, ӑна хӗсӗрлеме пуҫланӑ.
3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Чӗмпӗрте шуррисем пуҫпулнӑ вӑхӑтра Учредительнӑй пуху Комитечӗн членӗсем Дмитрий Петров, Семен Николаев тата ытти чӑваш националисчӗсем Яковлева хӑйсем майлӑ ҫавӑрма хӑтланнӑ иккен, — анчах вӑл парӑнман.
3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Яковлев патӗнчен тухсан, Савандеев ун терчӗ ҫинчен татах нумай каласа пачӗ юлташӗсене.
3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Хӑй юратнӑ ӗҫӗшӗн — тӑван халӑх телейӗшӗн — вӑл чунне хума та хатӗр пулнӑ иккен.
3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Ҫитмӗл икӗ ҫулхи патвар старик, ун умне темӗнле йывӑрлӑх пыра-пыра тухнӑ пулсан та, парӑнман.
3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Иван Яковлевич патӗнче ӗҫленӗ хӑйӗн тӑванӗ Петр Ильич ҫинчен е тата Степан Максимов, Федор Павлов, Григорий Лисков композиторсем ҫинчен вал чылай ырӑ сӑмахсем илтнӗччӗ унчченех, анчах халӗ тӗлӗнмелле ӑстӑнлӑ ҫынпа калаҫса ларни Эльгеевшӑн асран кайми тӗлпулу пулса юлчӗ.
3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Чӗмпӗрти Чӑваш шкулӗ ҫинчен вӑл мӗн пӗчӗкренпех нумай илтнӗ, унта вӗреннӗ учительсемпе те сахал мар тӗл пулнӑ.
3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Иван Яковлевич патӗнче икӗ сехете яхӑн калаҫса ларни (тӗрӗсрех каласан — ӑна итлесе ларни) Эльгеевшӑн юмахри чӑваш халӑхӗн улӑпӗпе тӗл пулнӑ пекех туйӑнчӗ.
3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Юлашки сӑмахсене каланӑ чух старикӗн кӑпӑш шур сухалӗ чӗтрени лайӑхах палӑрчӗ, кӑмӑлӗ пӑлханни те сассинченех паллӑ пулчӗ.
2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Ӳстӗрччӗ вӑл, аталантӑрччӗ — тӑван халӑхшӑн ҫеҫ мар, пӗтӗм этемлӗх ырлӑхӗшӗн чечеклентӗрччӗ!
2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Манӑн умра пӗр ӗмӗт кӑна: аллӑ ҫул каярах эпӗ хам пек ҫынсемпе пӗрле пуҫарнӑ ӗҫ ан сӳнтӗрччӗ ҫеҫ!
2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Ҫук, ырӑ ҫыннӑмӑрсем!..
2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Ҫынсенчен уйрӑлса, пӗчченлӗхе юлнипе тарӑхать ку старик тейӗр?
2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
— Тен, эсир мана кӳреннипе ҫапла калать тейӗр?
2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Иван Яковлевич, вӗсен шухӑшне туйнӑ пекех, сӗтел хушшинчен тухрӗ те, ҫирӗппӗн вӗҫлерӗ:
2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Аллӑ ҫул хушши чӑваш культуришӗн чунне парса ӗҫленӗ ҫын сӑмахӗ итлекенсене калама ҫук тӗлӗнтерчӗ.