Çĕннисем
Унта вӑл Соня пурӑннӑ адреса пӗлчӗ.
2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Ҫак шухӑшсемпе Павӑл госпиталь канцелярине тепӗр хут кайрӗ.
2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
— Хваттер хуҫисем Миша ҫинчен мӗн те пулин илтнех пулӗ?..»
2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
«Госпиталь канцеляринче Соньӑн адресӗ пулмалла-ҫке? — шухӑшларӗ Павӑл.
2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Анчах унта вӑл урам ятне ҫеҫ кӑтартнӑ.
2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Кӑларса пӑхрӗ…
2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Мишӑн ҫырӑвӗ ҫумрах пулнӑ.
2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
«Чим!.. Ҫырӑвӗ ҫинче адресӗ пурччӗ мар-и ҫаван?» — сасартӑк аса илчӗ Павӑл.
2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Эльгеев пиччӗшӗ ҫинчен нимӗн те пӗлменнипе тарӑхнӑ.
2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Тӑвалла каякан пӑрахут тепӗр кун каҫалапа тин пулассине пӗлсен, артистсем Самар хулипе паллашма сапаланса тухса кайрӗҫ.
2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Ивановкӑран таврӑннӑ кунах Самартан тухса каясси пулмарӗ, каллех гостиницӑра ҫӗр касмалла пулчӗ.
2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Ҫапах та, хура ҫӑкӑрсӑр ӑш канмасть — килех таврӑнас килет, тӑван яла кайса, тутлӑ шӑршӑллӑ ҫӑкӑр сӑмси ҫисе курас килет.
2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Самарта пурӑннӑ чух артистсем выҫлӑх мӗнне те манса кайнӑччӗ: шур ҫӑкӑр, тӗве ашӗ — кун каҫа хуть те виҫӗ хутчен ҫи!
2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Каллех Хусана таврӑнмалла.
2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Виҫ эрне сисӗнмерӗ те, иртсе кайрӗ.
2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Эльгеевӑн асӑнмалли татах та пулнӑ: Хурапхаран куҫса килнӗ ҫемьере ӑна авалхи чӑваш юррисем ятарласах юрласа пачӗҫ (вӗсене вӑл хут ҫине ҫырса илчӗ); асӑнмашкӑн ватӑ карчӑк кив тӗрӗллӗ сурпан пиллесе пачӗ.
1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Театр пуҫлӑхне — Иоаким Степанович Максимов-Кошкинокине — сурӑх пуҫӗ ҫитерни те, Эльгеев купӑсҫӑна, — унӑн пӳрнисем тата ҫӑмӑлрах вылямашкӑн, — ҫуллӑ сурӑх хӳри тыттарни те — хаклӑ хӑнасене халӑх йӑлипе хисепленине пӗлтернӗ.
1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Юлашкинчен тата кунти чӑвашсем така пусса, кукар шӳрпипе тултармӑш ҫитерни, юрла-юрла чӑваш сӑри ӗҫтерни — камӑн чунне килентермӗ?
1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Чӑнах та, аса илмелли пурах ҫав: малтанхи концерт-спектакле кӑмӑлласа йышӑнни те, тепӗр кун Софья Белая ҫырнӑ «Хресченсем» ятлӑ пӗчӗк пьесӑна чӑвашлатса выляса пани те — калама ҫук килӗшнӗ Ивановкӑри чӑвашсене.
1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Ивановкӑри чӑвашсем патне кайса килни — аякри тӑвансене канса курнӑ пекех туйӑннӑ чӑваш артисчӗсене: кирек ӑҫта тӗл пулсан та, ҫавсем ҫинчен ҫеҫ калаҫу.