Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

Тӗрӗссипе, ялта ҫакнашкал пурнӑҫа чи пирвай вӑл тивӗҫчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Шел, старик телейлӗ пурнӑҫпа нумаях пурӑнаймарӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тепӗр тесен, тӗлӗнмелли нимех те ҫук кунта: Совет влаҫӗ чӑн-чӑн ӗҫченсене ура ҫине тӑма чылай пулӑшать, ҫитменнине, Матви хӗрӗ шкул заведующийӗ тата, шалу илекен ҫын.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Вите пӗрре кӑна та самаях тӑсӑкскер, унта ӗнепе пӑрушӗ тата вӗт-шакӑр выльӑх кӑна мар, лаша та пур пулас, мӗншӗн тесен лупасайӗнче урапа ларать, ут хатӗрӗсем ҫакӑнса тӑраҫҫӗ, стена ҫумне ҫуна та тӑратса хунӑ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Картишне урам енчен вырӑсла хапхапа, хӑма хӳмепе пӳлнӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Пӳрчӗ пысӑках мар та, ҫӗнӗрен, шурӑлла лартнӑскер.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Матви пичче юлашки ҫулсенче самаях вӑй илнӗ курӑнать.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Никифоров калаҫнӑ хушӑра Крапивин, кӑшт айккинерех тӑраканскер, Лаптевсен килкартине тӗплӗн пӑхса ҫаврӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫавӑнпа кайиччен сирӗнпе тӗл пуласах терӗмӗр…

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Хӑвӑр вара пухура пулаймарӑр.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ӑна халлӗхе эсир ертсе пыратӑр вӗт-ха?

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Вӑт, унта сирӗн ялхуҫалӑх юлташлӑхӗн малашлӑхӗ пирки те калаҫрӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Илтмесӗр, пӗр эрне ӗнтӗ пирӗн ял халӑхӗ ҫав хыпарпа кӑна пурӑнать, — терӗ Ольга Матвеевна, каска ҫине пурттипе юнашар ларнӑскер, хӑй ӗҫленӗ чухне кӑштах вараланнӑ аллине, тӗреннӗ пек туса, ҫурӑм хыҫне пытарма тӑрӑшрӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ун ҫинчен эсир илтнӗ пулӗ?

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Вӑт, Ольга Матвеевна, — малтанах килӗшнӗ тӑрӑх, сӑмаха Никифоровах пуҫларӗ, — паян эпир пухура Экеҫ гражданӗсен приговорӗ пирки калаҫрӑмӑр…

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Хӗрне, шкул заведующийӗнче ӗҫлекенскере, пысӑк ҫын вырӑнне хурать вӑл, лешӗ районтан-мӗнрен килекенсемпе час-часах калаҫнине те хӑнӑхнӑ тем, ҫавӑнпа чӑрмантарасшӑн мар.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Апла, эп хӑнасене ҫырткаламалӑх ӑна-кӑна хатӗрлем-ха, — текелесе, лешсем апат ҫисе тӑраймастпӑр тесен те, амӑшӗ пӳрте кӑштӑртатса кӗрсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Нумайлӑха мар эпир, — терӗ Никифоров, атӑ тӑхӑннӑран йывӑррӑн та мелсӗррӗн утса, вутӑ таканӗ ҫине пырса ларнӑ май.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫанталӑк аван паян, тен, кунтах, картишӗнчех калаҫӑпӑр.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Иртсех тӑмалла-ши…

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех