Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

Чӳрече хупписене хупаканӗ Анюк пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Петӗрпе матушка // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Анчах та чарӑнса-туса тӑмарӗ, тӳрех сылтӑмри лавкка крыльци ҫине хӑпарса, унта кӗрсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Петӗрпе матушка // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Шӑпах Озеров килне ҫитеспе сулахайри пӳртӗн чӳрече хупписене хупакан хӗрарӑма асӑрхарӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Петӗрпе матушка // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Урамра пӗр ҫын та, пӗр чӗрчун та курӑнмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Петӗрпе матушка // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Матушка тӳрех Петр Петрович ҫурчӗ еннелле утрӗ.

Куҫарса пулӑш

Петӗрпе матушка // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Унта-кунта кӑна йытӑсем вӗркелесе илни илтӗнет.

Куҫарса пулӑш

Петӗрпе матушка // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ял шӑпӑртах.

Хресченсен юрпа витӗннӗ лапчӑк пӳртсен пӑрланса ларнӑ чӳречисем шалти «чӗпкуҫ» ҫутипе ватӑ ҫыннӑн шур илнӗ куҫӗ пек курӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Петӗрпе матушка // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫӗрле пулма пуҫланӑ.

Куҫарса пулӑш

Петӗрпе матушка // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вара, алӑкӗсене питӗрсе, урама тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Петӗрпе матушка // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тепӗр хут трюмо умне тӑрса хӑйне тӗрӗслерӗ, ҫиелтен каллех духи сапрӗ.

Куҫарса пулӑш

Петӗрпе матушка // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Зоя Сергеевна пуҫне йӑлтӑркка кӑвак бархатран ҫӗлетнӗ ҫӗлӗк, ҫине хӑмӑр пустав пальто тӑхӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Петӗрпе матушка // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Чӑнах та, пӗрремӗш хут куракан ҫын ҫак хӗрарӑм вун виҫӗ ҫул пуп матушки пулнӑ тесе калаймӗ, пӗр иккӗленмесӗрех, ку хӗр тин ҫеҫ пӗр-пӗр гимназирен вӗренсе тухнӑскер пулӗ-ха тесе шутлӗ.

Куҫарса пулӑш

Петӗрпе матушка // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Унтан трюмо умне пырса тӑчӗ, хӑй ҫине чечеклӗ кӗленчери лайӑх йышши духи пӗрӗхрӗ, ачаш та ҫепӗҫ аллисемпе кӑтра ҫӳҫне майлаштарчӗ, тӗрлӗ майлӑ пӑркаланчӗ, трюмо еннелле ҫурӑмпа тӑрса, пуҫне ҫавӑрса пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

Петӗрпе матушка // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Чылайччен пӑтраштарнӑ хыҫҫӑн ҫӳллӗ кӗлеллӗ ӑшӑ аттине илсе ури ҫумне тытса виҫрӗ, вара часах тӑхӑнса та ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Петӗрпе матушка // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Унтан гардеробӑн тепӗр пӳлӗмӗнчи атӑ-пушмаксене суйлама пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Петӗрпе матушка // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вӑл, гардероб патне пырса, алӑкӗсене уҫса ячӗ те унти вуншар кӗписенчен чи лайӑххине суйласа илчӗ, ҫийӗнчи кӗпине хывса, ҫавна тӑхӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Петӗрпе матушка // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Зоя Сергеевна текех шухӑшласа пуҫне ҫӗмӗрмерӗ.

Куҫарса пулӑш

Петӗрпе матушка // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

«Кунашкал маттур та хитре ҫын тӗнчере ҫук та пуль. Мӗнле телейлӗ хӗрарӑм савӑнса пурӑнать-ши унпа?» — тесе шутланӑччӗ ҫавӑн чухне уяв курма тухнӑ матушка.

Куҫарса пулӑш

Петӗрпе матушка // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Унӑн куҫӗ умне ҫавӑн чухне мала тухнӑ тимӗр кӑвак урхамахпа унӑн хуҫи Озеров тухса тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Петӗрпе матушка // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

Статистика

...тĕплӗнрех