Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

Сафа умӗнче йӑпӑлтатса ҫеҫ тӑнӑ Чапкунпа Карамыш Булюка хан туса хумалла тесе кӑшкӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Пӗчӗк Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Сафапа туслӑ пурӑннӑ пек кӑтартакан Нуралей Ширин хан пулма Мускавран Шигалее чӗнсе илесшӗн.

Куҫарса пулӑш

5. Пӗчӗк Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӗсене халь Сююнбике те, ывӑлӗ те кирлӗ мар.

Куҫарса пулӑш

5. Пӗчӗк Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Акӑ хан вилчӗ те, Сююнбике хӗрхенме хушнӑ ҫынсем хӑйсен чӗрисене уҫса пачӗҫ.

Куҫарса пулӑш

5. Пӗчӗк Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тепӗр чухне Сафана ӳкӗтлетчӗ-ха тата, кам та пулин айӑпа кӗрсен ӑна: ытла хытӑ чӗреллӗ ан пул, тепринче вӑл сана хирӗҫ тӑмасть тетчӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Пӗчӗк Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Курса тӑнӑ: йӗри-тавра тӑшман, йӗри-тавра элекҫӗ, ҫапах чунпа хаярланма пӗлмен.

Куҫарса пулӑш

5. Пӗчӗк Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ача пӳлӗмӗн чӳречинчен кремль картишнелле пӑхса ларнӑ май Сююнбике хӑйне пӗр япалашӑн каҫарма пултараймарӗ: вӑл тӑшмансем тӗлӗшӗнчен пит ырӑ пулнӑ иккен.

Куҫарса пулӑш

5. Пӗчӗк Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Сююнбике тем тесен те юратнӑ Сафа-Гирее ытла юратман пулнсан та хисепленӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Пӗчӗк Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Сююнбике мар, ханӑн хаяр тӑшманӗсем, ун вилӗмне тем пек кӗтсе пурӑнакансем те шутлама пултарайман ӑна.

Куҫарса пулӑш

5. Пӗчӗк Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кам шутланӑ Сафа-Гирей аллӑ тултарас умӗн ҫапла ӑнсӑртран ҫӗре кӗрет тесе?

Куҫарса пулӑш

5. Пӗчӗк Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӑл вӗҫӗмсӗр макӑрать, вӗҫӗмсӗр куҫҫуль тӑкать.

Куҫарса пулӑш

5. Пӗчӗк Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ак упӑшки кӗтмен ҫӗртен вилсе кайрӗ те, Сююнбике ниепле те тӑна кӗрсе ҫитеймест.

Куҫарса пулӑш

5. Пӗчӗк Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Чӑнах, куна ҫирӗплетсе нимле духовнӑй хут та ҫырман вӑл, анчах Сююнбике ку ҫапла пуласси пирки нимӗн чухлӗ те иккӗленмен.

Куҫарса пулӑш

5. Пӗчӗк Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Сафа-Гирей хӑйӗн юратнӑ арӑмне пирӗн пӗчӗк ывӑл ман тӗпчӗк пулать тесе шантарса хунӑ.

Куҫарса пулӑш

5. Пӗчӗк Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Княжна ывӑлӗ, чылай пысӑк ача пулнӑскер, вырӑссене хирӗҫ ҫапӑҫнӑ чух етре пырса тивнипе вилсе выртнӑ, ханӑн аслӑ ывӑлӗсем, Булюкпа Мубарек, пӗр вӑхӑт Хусана килсе пурӑннӑ та тем килӗшменнипе каллех Бахчэ-Сарая тухса кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

5. Пӗчӗк Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Телей-шӑпа тени халиччен пӗтӗмпех Сююнбике майлӑ пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

5. Пӗчӗк Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ашшӗ хыҫҫӑн престола Сафа-Гирейӗн Крымра ӳснӗ аслӑ ывӑлӗсем мар, ханӑн пиллӗкмӗш арӑмӗн — вырӑс княжнин ывӑлӗ те мар, унӑн, Утямӑшӑн, йышӑнмалла.

Куҫарса пулӑш

5. Пӗчӗк Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ывӑлӗ ҫут тӗнчене ҫуралнӑ-ҫуралманах вӑл хӑйне ҫирӗппӗн каласа хунӑ: Утямӑш пурӑна киле хан пулмалла.

Куҫарса пулӑш

5. Пӗчӗк Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫывӑх ҫыннисем пӗлмеҫҫӗ мар-ха, лайӑх пӗлеҫҫӗ, Сююнбике пӗчӗк ывӑлӗн кун-ҫулӗшӗн тин ҫеҫ ҫапӑҫма пуҫламан.

Куҫарса пулӑш

5. Пӗчӗк Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пӗчӗкҫӗ Утямӑша мӗскер ӑна, вӑл шап-шур кипкесем хушшинче ӗмкӗчне ӗмсе ҫеҫ выртать, амӑшӗ, чӗпӗ кӑларнӑ чӑх пек, ун ҫинчен куҫне илме те хӑрать.

Куҫарса пулӑш

5. Пӗчӗк Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех