Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

Пӗччен.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Эпӗ, плащ тӑхӑнса, шӑлӑнмалли-тасалмалли, ытти шӑкӑр-макӑр япаласем хунӑ пӗчӗк фибра чӑматана ҫӗклерӗм те шофер алӑ сӗлтнӗ еннелле сӗмлентӗм.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Тен, ӑна тата манран ҫак кӑнтӑр ҫилӗ, тӳлек те ачашскер, мунча ӑшши пек тутлӑскер, аяккалла пӑштӑн-пӑштӑн та вӑшшӑн-вӑшшӑн вӑшкӑртса, хӳтерсе янӑ?

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Апла пулин те, амитке, каллех калатӑп, мана ыйхӑ лӑпсӑртах ямасть-ха, пӗр пӗрчӗ те мамӑклӑ утиялпа хупласшӑн, ура хурса тӳнтересшӗн пусмӑрламасть.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Сехет ҫине пӑхса илтӗм — йӗппи ҫурҫӗр вӑхӑчӗ иртнӗренпе ик сехете кӑтартать.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Силуэтланса хуралса тӑракан пурӑнмалли ҫуртсен (ку таврашра ҫӗрне-кунне пӑхмасӑр ӗҫлекен предприятисем, хапрӑк-савӑтсем ҫук пулас) пӑч-пач чӳречисенче мӗлтлетекен имшер, вӗтӗлти ҫутӑсем те ыйхӑ пусса килнӗ ҫыннӑн сӳрӗк халсӑр куҫӗсем евӗрлех.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Машинӑсем ҫӳремелли ҫулсем электрица ҫутинче тӗллӗн-тӗллӗн йӑлтӑр-йӑлтӑр ҫиҫкӗнекен тӗкӗре аса илтереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Кайӑк хур ҫулӗ те уҫӑмлӑхне ҫухатнӑ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Талккишпех шӗвек, ҫӳхе, шупка тӗксӗм пӗлет таткисемпе «вараланнӑ» тӳпере, кӳпченӗ ик-виҫ силленчӗк ҫӑлтӑрсӑр пуҫне, ним тӗлли-палли те ҫук.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Каҫӗ тӑп.

Кун хута ӗҫлесе ӗшеннӗ, халӗ ҫынсӑрланнӑ кӑнтӑр хули, пиҫсе ҫитнӗ баклажан тӗслӗ сӗмлӗхе путнӑскер, канӑҫса, йӑпӑшланса, тарӑн ыйхӑ ҫавӑрать.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Ҫакӑн хыҫҫӑн ӗнтӗ ман ӑҫталла таплаттармалли паллӑ пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Эпӗ унран татах: «Юханшыв порчӗ ӑҫтарах-ши?» — тесе ыйтӑва ансӑрлатса тӗрӗслетсен, вӑл, сӑмахпа хуравлас вырӑнне, янах кӑлтса, сулахай аллине пӗр еннелле сӗлтсе илчӗ ҫеҫ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Ыйтнине тивӗҫтерсе, шофер мана Атӑл ҫывӑхнерехри автобуссем чарӑнакан вырӑна антарса хӑварчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Ак ӗнтӗ хулана ҫитрӗмӗр те.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

«Килен-каянсен ҫуртне кӗрсе сӗм ҫӗрле ҫынсене чӑрмав кӳрем мар-ха. Юханшыв портӗнчи пассажирсен кӗтмелли залне хам парпах яртлаттаратӑп та унта ытах, пӗр-пӗр лачӑркка тенкел ҫине майлӑрах вырнаҫса ларсах, ыйӑх патшине авӑрлӑ кулач ҫитерсе, тӑм шӑхличӗ тыттарса хӑваратӑп», — шӳтлӗн-мӗнлӗн каварлашрӑм эпӗ хампа хам ҫемҫе ларкӑч ҫинче пӑшт-пашт, хӑлт-халт сиктеренкелесе пынӑ май.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Самолетра пӑртак тӗлӗрсе илнӗрен-ши, мана пӗртте ыйӑх, ӗнтӗркеттерсе, суптӑркаттарса, «мӑйран кире пуканӗ ҫакса ямасть».

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Аэропортран хулана пире, сывлӑш пассажирӗсене, ют ҫӗршывра туса кӑларнӑ капмар та таса, ҫутӑ та хӑтлӑ («лаши» те юставлӑ, «урапи» те пуставлӑ) автобуспа илсе кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Ку хулана эпӗ, Шупашкарти пӗр паркра ҫитӗнекен ӑрӑвӑн чун-чӗрине ӗмӗрлӗхе ырӑ, таса вӑрлӑх акас ӗҫре тӑрмашаканскер, Раҫҫейри Культура министерстви ача-пӑчан ҫуллахи канӑвне йӗркелес ыйтупа ирттерекен семинара килсеттӗм.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Татах пӑртакран эпӗ ытти ҫулюлташсемпе пӗрле чарӑнса шӑпланнӑ самолетран тухрӑм та трап тӑрӑх Аҫтӑрхан ҫӗрӗ ҫине анса тӑтӑм.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Страницăсем:

Меню

Статистика

...тĕплӗнрех