Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

«Пирӗн Наҫтаҫа Хирлӳре усрасамччӗ!» — тейӗттӗм тӳрех…

Куҫарса пулӑш

3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.

«Турӑ пур, Гаврил, унран эс мӗн ыйтасшӑн?» — тесен-и?

Куҫарса пулӑш

3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.

Пӗр япаларан ҫеҫ хӑратӑп — эс урӑх яла качча каясран.

Куҫарса пулӑш

3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.

Курӑн ак.

Кунтан ӗҫ пӗтерсе таврӑнсан, урӑхла пурӑнма тытӑнатӑп.

Куҫарса пулӑш

3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.

Ҫапах та пурнӑҫ лайӑхах иккен.

Куҫарса пулӑш

3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.

Эх, Наҫтаҫ, каламалла та сана…

Куҫарса пулӑш

3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.

Халь ӗнтӗ…

Йӑнӑш хыпар мар-и тесе.

Куҫарса пулӑш

3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.

Сана ун чух пӗлтерес килмерӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.

Тӗрӗссипе, вӑл авланнӑ тенине эпӗ хамӑр комиссартан малтанах та илтнӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.

Шалтах тӗлӗнтӗм, Ҫиркие авланман йӗкӗт тесех шутлаҫҫӗ вӗт-ха пирӗн Хирлӳре.

Куҫарса пулӑш

3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.

Рена ятлӑскер, стройтехникум пӗтернӗскер тет.

Куҫарса пулӑш

3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.

Ун арӑмне те пӗлет.

Куҫарса пулӑш

3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.

Сирӗн кӳрше, Ӗккӗм Ҫиркине, лайӑх пӗлет иккен вӑл.

Куҫарса пулӑш

3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.

Ан ҫиллен, сан ҫинчен те, Наҫтаҫ.

Куҫарса пулӑш

3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.

Хам та сисмерӗм, веҫ каласа патӑм.

Куҫарса пулӑш

3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.

Халиччен никамах шарламаннине те пытармарӑм вӗт унран.

Куҫарса пулӑш

3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.

Тӗлӗн.

Тӗлӗнетӗн пуль-ха Хирлӳ Гаврилӗ те ҫавӑн чухлӗ калаҫма пултарнинчен.

Куҫарса пулӑш

3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.

Страницăсем:

Меню

Статистика

...тĕплӗнрех